АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

10 февраля 2011 г. г. | И.ИВАНОВ.
Социаллă пулăшу пуххине халĕ мĕн-мĕн кĕрет?
Федерацин 2010 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнчи 345-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен соцпакет виçĕ – эмел, санаторипе курорт тата транспорт – пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕ врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмелпе, медицина тĕллевлĕ хатĕрсемпе тата сусăр ачасене сиплев апатланăвĕн ятарлă çимĕçĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă. Санаторипе курорт пайĕ – тĕп чир-чĕртен профилактика тумашкăн медицина кăтартăвĕсем тăрăх санаторипе курорт сиплевĕн путевки уйăрасси. Транспорт пайне хула çывăхĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿресси тата санаторие хуласен хушшинчи транспортпа çăмăллăхпа кайса килесси кĕрет. Урăхла каласан, соцпакетăн медицина пайне икке пайланă. Çăмăллăхçăсен шухăш-кăмăлне шута илсе çапла тунă: пĕрисене эмел кирлĕ, теприсене – санаторипе курорт сиплевĕ. Апла тăк, тĕслĕхрен, уйăхсерен тÿлевсĕр эмел илме юрать, санаторие каяс вырăнне – укçа. Е тепĕр майлă.
01 февраля 2011 г. г. | А.ГРИГОРЬЕВ.
Эпĕ – 2010 çулхи чÿк уйăхĕнче, манăн кÿршĕ 2011 çулхи кăрлачра инвалида тухрăмăр. Соцпакет çăмăллăхĕпе иксĕмĕр те усă куратпăр. Ăна хирĕçлесе ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени пама пултаратпăр-и?
Çырма пултаратăр. Анчах вăл 2012 çулта кăна вăя кĕрет. Куçăм тапхăрне, маларах асăнтăм ĕнтĕ, 2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕр хут та пулин заявлени çитернĕ çынсем валли палăртнă. Соцпакет ирĕкне пуçласа çак дата хыççăн тивĕçнĕ тĕк малтанхи йĕркенех пăхăнмалла – 2012 çулхи соцпакет ыйтăвĕпе 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла.
20 августа 2010 г. г. | Г.ИВАНОВА. Тăвай ялĕ.
Амăшĕн капиталĕн укçипе ачана сиплеме юрать-и?
Çемьен хваттер условийĕсене лайăхлатма – пÿлĕм е харпăр хăй çуртне туянма е çĕнĕрен тума; çурт-йĕр строительстви валли е ăна туянма илнĕ кредитăн (çав шутра ипотекăн) е займăн малтанхи взносне тÿлеме; çурт-йĕр туянма (ăна çĕклеме) илнĕ кредитăн (çав шутра ипотекăн) е займăн тĕп парăмне саплаштарма тата процентне тÿлеме; пай строительствине хутшăннăшăн тÿлеме; çурт-йĕр, çурт-йĕрпе строительство; çурт-йĕрпе пухса пыракан кооперативсене хутшăннин взносне тÿлеме усă курма ирĕк панă амăшĕн капиталне. Çавăн пекех ăна çемьери кирек хăш ачана вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ панăшăн, унăн общежитийĕнче пурăннăшăн тÿлеме пулать. Тата амăшĕн пулас пенсине ÿстерме ирĕк панă унпа. Амăшĕн капиталĕ шучĕпе ачана сиплесси пирки нимĕн те каламан.
27 июля 2010 г. г. | П.ИВАНОВ. Тăвай ялĕ.
Юлашки вăхăтра хаçат-журналсенче пенси çулĕ ÿсет, тесе пĕлтереççĕ. Тĕрлĕ пичет кăларăмĕсенче тĕрлĕ çул кăтартаççĕ. Тĕрĕссине пĕлесчĕ.
Çакнашкал ыйтусем çине хурав парса РФ сывлăхпа социаллă аталану министрĕ Т.Голикова тухса калаçрĕ нумаях пулмасть. “Çывăх вăхăтра Раççейре пенси çулне ÿстерме палăртмаççĕ”, – терĕ вăл. Ун сăмахĕсем тăрăх çĕр-шыв правительстви ку енĕпе нимĕнле йышăну та туман. Пенси çулне ÿстерме малтан тĕплĕн хатĕрленмелле иккен, çынсене лайăх ăнлантармалла. Раççейре хĕрарăмсем вăтамран 69,2 çула çитиччен пурăнаççĕ, арçынсем – тата сахалтарах. Апла пулин те, министр ку ыйту патне 2015 çул тĕлнелле таврăнма пултарассине палăртнă.
23 июля 2010 г. г. | С.ИВАНОВА. Тăвай ялĕ.
“Ĕç кĕнекине çухатсан ăна çĕнĕрен мĕнле йĕркелеме пулать-ши?“
РФ Правительстви “Ĕç кĕнекисем” çинчен 16.04.2003 çулта йышăннă Постановленийĕ (малалла Постановлени "225) тăрăх ĕç кĕнекине çухатнă çын ăна çак йĕркепе çĕнĕрен туса çитерме пултарать. Ĕç кĕнекине çухатнă хыççăн çакăн çинчен унăн юлашки вăхăтра ĕçленĕ çĕре (ĕç паракана) пĕлтермелле. Шăпах çав ĕç паракан çын ăна ĕç кĕнекин дубликатне эсир çырса панă заявлени хыççăн 15 кунран парать. 225 "№-лĕ Постановленин 32-мĕш пунктĕнче кăтартнă ĕç кĕнекин дубликатне хатĕрленĕ чухне çаксене кĕртеççĕ: çак организацие ĕçлеме киличчен ĕç çыннин тулли е тулли мар ĕç стажĕ çинчен çирĕплетекен тивĕçлĕ документсемпе сведенисем; юлашки ĕç вырăнĕнче çав ĕç кĕнекине çырса хунă наградăсем (мухтав хучĕсем т.ыт.те). Ĕç кĕнекин дубликатне епле йĕркелесе çырасси çинчен Раççей Ĕç министерствин 10.10.2003 ;69 йышăннă 7-мĕш Постановленин 7 п. 2 р. “Ĕç кĕнекисене йĕркелесе çырасси çинчен йышăннă Инструкцире” (малалла – Постановлени "69) тĕплĕ каласа панă. Ĕç çынни çак организацие вырнаçиччен урăх çĕрте ĕçленĕ пулсан, ĕç кĕнекин дубликатне çырнă чухне “Сведения о работе” пайра (графа 3) чи малтанах çак организацие вырнаçичченхи пĕтĕмĕшле е татăлман ĕç стажĕ çинчен çирĕплетекен документсем тăрăх çырса хураççĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажне курттăммăн пĕрле çырса хураççĕ, пĕтĕмĕшле миçе çул, уйăх е кун ĕçленине халиччен ĕçленĕ вырăнти даннăйсене уйрăммăн ыйтса шутламасăр. 2-мĕш графара ĕçе илнĕ датăна çырса хураççĕ. 3-мĕш графара ĕç çынни ĕçленĕ организацин структура подразделенийĕн ятне, ĕç должноçне, професси квалификацине çырса хураççĕ. 4-мĕш графара документ ятне, дата тата номерне çыраççĕ. Ĕç çынни çав ĕçрех тепĕр вырăна куçать пулсан, кун пирки тата тепĕр хутчен çырса хураççĕ. Ĕçрен тухни пирки те хăйĕн йĕркипе паллă туса çыраççĕ, наградăсем пирки те алă пусса, пичет лартса çырса хуни пулмалла. Асăрхăр: дубликатăн 1-мĕш страницăри çÿлти сылтăм кĕтессинче çапла çырса хуни пулмалла: “Дубликат”.
20 июля 2010 г. г. | О.ПЕТРОВА.
У мужа нет паспорта. Он его утерял до осуждения. Принимаются ли какие-либо меры в исправительных учреждениях к восстановлению утерянных документов?
При отсутствии паспорта, трудовой книжки и пенсионного удостоверения в личном деле осужденного, а также в случае, если срок действия паспорта истек, администрация исправительного учреждения заблаговременно принимает меры по их получению. В случае необходимости получения нового паспорта расходы, связанные с его выдачей, удерживаются из средств, находящихся на лицевом счете осужденного. Если у осужденного отсутствуют средства на лицевом счете, расходы, связанные с выдачей нового паспорта, оплачиваются за счет государства.
29 июня 2010 г. г. | Л.ИВАНОВА.
Мой муж в 2010 году освобождается из ФБУ ИК–1 УФСИН России по ЧР по отбытию срока наказания. Прошу разъяснить, каков порядок освобождения осужденных от наказания.
Осужденные к лишению свободы на определенный срок освобождаются в первой половине последнего дня срока наказания. Если срок наказания оканчивается на выходной или праздничный день, осужденный освобождается от наказания в предвыходной или предпраздничный день. При исчислении срока наказания в месяцах он истекает в соответствующее число последнего месяца, а если данный месяц не имеет соответствующего числа – в последний день этого месяца. При освобождении осужденному выдаются принадлежащие ему вещи, ценности, средства, хранящиеся на его лицевом счете, личные документы и ценные бумаги, а также документы об освобождении осужденного от наказания и документы о его трудовой деятельности. Паспорт освобождаемого, его трудовая книжка и пенсионное удостоверение, хранящиеся в личном деле осужденного, выдаются ему на руки при освобождении.
28 мая 2010 г. г. | Тушкил ялĕнче пурăнакан çамрăк
“Тушкил – районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Унта хăй вăхăтĕнче ача сачĕ ĕçлетчĕ, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллăччĕ. Пурнăçăн ахăр самани Тушкил ялĕнчи ача садне те пырса тиврĕ, хупăнчĕ. Паянхи кун унта çÿреме ачи те çителĕклĕ ĕнтĕ. Ĕççи вăхăтĕнче пĕчĕккисене никам патĕнче хăварма пĕлместпĕр. Тепĕр хут ĕçлеттерме пуçласчĕ ача садне. Пирĕн “Шимкусский” ял хуçалăхĕ те пулăшма пултарĕ, тен, кунта”.
–Ку ыйтăва татса парассипе ĕçлетпĕр. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Тушкилти ача сачĕ кăçал пĕчĕккисене йышăнма пуçлать.
23 марта 2010 г. г. | А.Александрова. Тăвай.
Патшалăх пошлинисен хакĕсем ÿснĕ теççĕ кăçал. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши?
2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче 374-ФЗ номерлĕ Федераллă саккун йышăннă. Унта РФ Налук кодексне тата ытти законодательство акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен каланă. Çĕнĕ саккун кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, ЗАГС органĕсенче тÿлемелли патшалăх пошлинисен виçисем ÿсеççĕ. Мăшăрланнине регистрациленĕшĕн патшалăх пошлини ÿсмен. Вăл 200 тенкех юлнă пулсан (кунта свидетельство пани те кĕрет), мăшăртан уйрăлнине ЗАГС органĕсенче регистрациленĕшĕн çакăн пек хаксем тума палăртнă: –мăшăрсем калаçса татăлса уйрăлсан, енчен те вĕсен çул çитмен ачасем çук-тăк,–кашнинчен 400-шер тенкĕ; –арăмĕ е упăшки çеç заявлени парсан (мăшăртан пĕри ăçта пулнине пĕлмесен, вăл ĕçлеме пултараймасан е преступлени тунăшăн 3 çултан ытлараха ирĕкрен хăтарнă пулсан) – 200 тенкĕ. Ашшĕ кам пулнине ĕнентернине регистрациленĕшĕн, кунта свидетельство пани те кĕрет, –200 тенкĕ. Ят ылмаштарнăшăн 1000 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Граждансен харпăрлăхне ĕнентерекен документа улшăнусем, тÿрлетÿсем кĕртнишĕн хыснана 400 тенкĕ хывмалла. Кирек мĕнле свидетельство та çĕнĕрен илнĕшĕн (дубликат) – 200 тенкĕ. ЗАГС органĕсен архивĕнчен уйрăм çынсене справка панăшăн малтанхи пек 50 тенкĕ мар, 100 тенкĕ хывмалла. Ют çĕршыва тухса кайнă чухне кашни документ çине апостиль ларттарма 1500-шер тенкĕ кăларса хума тивĕ. Ют çĕршыв территорийĕнчен документ ыйтса илнĕшĕн кашниншĕн 200 тенкĕ тÿлемелле. Ашшĕ камне палăртсан çурални çинчен калакан свидетельствăна улшăнусем кĕртнĕшĕн халь пошлина тÿлеттермелле мар йышăннă. Маларах çак пулăшу 200 тенкĕ тăнă. РФ Налук кодексĕнчи “Раççей Федерацийĕн тулашĕнче пурăнакан граждансен акчĕсене çырнăшăн, архивран справка панăшăн тÿлеттермелле мар” тенине халĕ пăрахăçланă. Тĕплĕнрех 2-11-80 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
26 января 2010 г. г. | Г.ВАСИЛЬЕВА. Тăвай ялĕ.
“Кăçал Раççейре халăх çыравĕ иртмелле. Кризиса пула ăна урăх вăхăта куçарнă сас-хура та пулчĕ. Хăш уйăхра пулать-ши вăл? Пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш çырава хăçан ирттернĕ? Мĕн тума кирлĕ вăл пире? Республикăра, районта миçе çын пурăнать? Çыравпа çыхăннă çак тата ытти ыйтусем çине хуравласа район хаçатĕнче пичетлесе кăлараймăр-ши? Ман пек ытти пенсионерсем те интересленеççĕ халăх çыравĕпе”.
Раççейре пĕрремĕш çырава хăçан ирттернĕ? Вăл миçе çултан пулса пырать? - Пирĕн çĕршывра халăха шута илес ĕç историйĕ чăннипех те пуян. Упранса юлнă документсенчен çакă паллă: шутлава Киев Руçĕнче те, Новгород çĕрĕ çинче те VII ĕмĕртех ирттерме тытăннă. Пĕрремĕш Петĕр хушăвĕпе 1718 çулта кашни çынна шута илес ĕç пуçланнă. Çакна вăхăтра та тĕрĕс ирттерни халăхран куланай пухассине тата арçынсене çара илессине йĕркелесе пыма май панă. Çак хушу хыççăн ирттернĕ шутлава халăхра «ревизи юмахĕсем» тесе ят панă. 1720 çултан пуçласа 1860 çулччен, урăхла каласан, 140 çул хушшинче Раççейре 10 ревизи ирттернĕ, вĕсенчен кашниех темиçешер çула тăсăлнă. Уйрăм çитменлĕхсем пулнă пулсассăн та, çакăн пек шутлавсем Раççейри халăх йышне тĕрĕс палăртса пыма май панă. Хăш-пĕр шутлавсем вăхăтĕнче çынсен йышне кăна мар, арçын е хĕрарăм, миçе çулта пулнине, мĕнле чĕлхепе калаçнине те шута илнĕ. Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш çырава 1897 çулта ирттернĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн ăна кашни 10 çултан ирттерме палăртнă (СССРта 1959, 1970, 1979, 1989 çулсенче йĕркеленĕ). Юлашки çырав 2002 çулта пулнă. Черетлĕ çырав хăçан иртет? -Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2010 çулта иртет. Çавна май пĕтĕм Раççейĕпех палăртнă срокра, юпа уйăхĕн 14–25–мĕшĕсенче, ятарлă программа тăрăх халăх йышне шута илеççĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха халăх çыравĕ? -Шăпах унăн кăтартăвĕсем тăрăх патшалăх умри тĕллевсене палăртать, социаллă пурнăçпа экономикăна тытса пырать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ сакăр çулхи социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕнчи, халăх йышĕнчи, тытăмĕнчи улшăнусене те çутатма пулăшĕ. Миçен эпир, Чăваш Ен çыннисем? -Иртнĕ çыравран çакă паллă: Чăваш Енре 1313,8 пин çын пурăннă. Çав шутра хула халăхĕн йышĕ 796,2 пин, ялтисен 517,6 пин пулнă. Чăвашсем – 889,3 пин, е пĕтĕм йышăн 67,7 проценчĕ чухлĕ. Иккĕмĕш вырăнта – вырăссем, виççĕмĕшĕнче – тутарсем, тăваттăмĕшĕнче – мордвасем. Пирĕн Тăвай районĕнче 18,6 пин çын пурăннă, чăвашсем -16,8 пин (90,5 проц.), вырăссем – 1,77 пин (8,9 проц.), тутарсем – 0,04 пин (0,2 проц.), мордвасем - 0,02 пин (0,1 проц.), 0,3 проц – ытти халăхсем.
23 ноября 2009 г. г. | Т.ГРИГОРЬЕВ, ĕçпе вăрçă в
“Ман ывăл ниçта та ĕçлемест. Ялта ĕçĕ те çук тата. Сайра-хутра республика тулашне ĕçлеме кайкаласа килет-ха. Капла пенси валли укçа пухăнса пымасть вĕт. Çавăнпа уншăн хам пенсинчен 2000 тенкĕ тÿлесе пырасшăн. Çакна мĕнле йĕркепе тумалла-ши; Ăçта хывмалла укçине? Çулталăкĕпех тÿлемелле-и ăна? 2009 çулшăн халь ноябрьпе декабрьте куçарсан кая юлман-и? Умĕнхи çулхишĕн те юрать-и тÿлеме? Сăмахран, 2007, 2008 çулсемшĕн? Çакăн çинчен хаçат урлă ăнлантарса пама ыйтатăп”.
“Пенсин пухăнса пыракан пайне хушма взнос хывса пырасшăн пулсан, сирĕн ывăлăрăн хăйĕн Пенси фончĕн Тăвай районĕнчи Управленине пырса заявлени çырмалла. Саккун тăрăх çулталăкри чи пĕчĕк тÿлев 2 пин тенкĕрен кая мар пулмалла. Кун пек чух патшалăх та çав эквивалентах, урăхла каласан тепĕр çавăн чухлех, хывать ывăлăн пулас пенсин пухăнса пыракан пайне. Патшалăх 12 пин тенкĕ таранччен хывнă взноса тепĕр çавăн чухлĕ ÿстерет. Хăй ирĕкĕпе пенсин пухăнса пыракан пайне хунă тÿлев стажа ÿстермест, пулас пенси виçине пысăклатма çеç пулăшать. Çавăнпа та, сирĕн ывăлăр иртнĕ çулсенче ĕçлемен пулсан, кăçал 2 пин тенкĕ çеç мар, ытларах та тÿлеме пултарать. Мĕншĕн тесен, мĕн чухлĕ ытларах тÿлет, патшалăх çавăн чухлĕ ытларах хушма тÿлев парать. Тÿлеве уйăхсерен пайăн-пайăн хума та, пĕр хутчен çулталăкне 2 пин тенкĕрен кая мар тÿлеме те юрать. Çулталăк вĕçлениччен Пенси фончĕн Тăвай районĕнчи Управленине заявлени çырса взнос хывса ĕлкĕрсен, патшалăхран çитес çул хушма тÿлев илме пултарать сирĕн ывăлăр. Тĕплĕнрех 2–31–92, 2–13–96 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр”.
20 ноября 2009 г. г. | И.ПЕТРОВ.
“Кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Час тĕттĕмленет. Пирĕн Ленин урамĕнче вара ниçта та çутă çунмасть. Мĕнре-ши сăлтавĕ”.
Çынсене пăшăрхантаракан ыйту çине Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Иванов çапла хуравларĕ: “Чăнах та çуллахи вăхăтра электроэнергие перекетлес тĕл-левпе çутăсене сÿнтернĕ пулнă. Халь каçсерен лампăсене çутма тытăннă. Ленин урамĕнче 6 çĕрте çутă çунать”.
17 ноября 2009 г. г. | А.АЛЕКСАНДРОВА. Тăвай.
Ял урамĕсенче час-часах çапкаланчăк йытăсем тĕл пулаççĕ. Тепĕр чухне ушкăнпах çÿреççĕ, çыртма та пултараççĕ. Çак лару-тăрура хамăра мĕнле тыткаламалла-ши?
Усал йытăран айккинерех пăрăнма тăрăшăр. Хăвăр хăранине ан палăртăр чĕр чуна. Кăшкăрашма е хытă хусканусем тума юрамасть. Ун еннелле çурăмпа çаврăнса, чупса кайма ан шутлăр. Йытă хуçипе тавлашăва ан кĕрĕр. Унăн апатне е çурисене, кĕçех çăвăрламалли амасене ан тĕкĕнĕр. Йытта тĕл пулсан, хăвăра лăпкă тытма тăрăшăр. Майĕпен каялла кайса пырăр. Йытта куçĕсенчен тинкерсе ан пăхăр, вĕсем çакна урăхла ăнланаççĕ. Çапкаланчăк чĕр чун сирĕн хыççăн пырать пулсан, сасартăк чарăнăр та: “Фу!” – тейĕр. Çав вăхăтра хăлхисемпе хÿрине пăхăр, куçĕсенчен мар. Майĕпен хăвăр çиелти тума хывса аллусене чĕркĕр. Енчен те йытă сире çĕре ÿкерчĕ пулсан, хутланса выртăр, пит-куçпа мăя алăсемпе хупăрлама тăрăшăр. Чышкăна чăмăртаса йытта сăмсинчен çапăр. Чĕр чунсен ушкăнне тĕл пулсан, çĕр çинчен мĕн те пулин илсе пенĕ пек тăвăр е чăнах та перĕр. Çак хускану вĕсене хăратма пултарать. Енчен те йытă çыртрĕ пулсан, юхакан юна тÿрех ан чарăр. Юнпа пĕрле йытă сĕлеки тата микробсем тухĕç. Кайран хуçалăх супăньне ирĕлтернĕ шывпа çăвăр сурана. Водород перекиçĕпе сиплĕр çакăн хыççăн. Спиртпа, одеколонпа усă курма юрамасть. Таса бинтпа çыхăр та çывăхри больницăна васкăр. Йытă çыртнинчен урмăш чирĕ лекме пултарать организма. Çавăнпа ятарлă укол тутармалла. Сурана та лайăхрах çыхса ярĕç медицина ĕçченĕсем.
12 ноября 2009 г. г. |
Я имею квартиру в многоквартирном жилом доме. Слышала, что сейчас можно оформить права и на земельный участок под домом, что я должна для этого сделать?
В соответствии с жилищным законодательством собственникам помещений в многоквартирном доме, в частности, принадлежит на праве общей долевой собственности земельный участок, на котором расположен данный дом, с элементами озеленения и благоустройства. То есть собственники этих помещений в многоквартирных домах являются участниками долевой собственности на земельный участок под этим зданием. Порядок оформления права определен в зависимости от следующего: - если земельный участок, на котором расположены многоквартирный дом и иные входящие в состав такого дома объекты недвижимого имущества, был сформирован до введения в действие ЖК РФ (до 01.03.2005г.), в отношении него был проведен государственный кадастровый учет, то он переходит в общую долевую собственность собственников помещений в многоквартирном доме; - если же указанный земельный участок сформирован не был, то на основании решения общего собрания собственников помещений в многоквартирном доме любое уполномоченное указанным собранием лицо вправе обратиться в органы государственной власти или органы местного самоуправления с заявлением о его формировании. С момента формирования земельного участка и проведения его государственного кадастрового учета он переходит в общую долевую собственность собственников помещений в многоквартирном доме.
12 ноября 2009 г. г. |
Подскажите, пожалуйста, какие документы необходимо собрать, чтобы оформить право на земельный участок под многоквартирным домом?
Для государственной регистрации права общей долевой собственности на земельный участок под многоквартирным домом Вам необходимы следующие документы: - решение (протокол) общего собрания собственников помещений (или иное соглашение всех участников долевой собственности) об определении долей в праве общей долевой собственности на общее имущество в многоквартирном доме, о наделении представителя полномочиями для государственной регистрации прав всех собственников помещений на общее имущество в многоквартирном доме; - документы, подтверждающие приобретение прав на помещения в многоквартирном доме; - кадастровый паспорт земельного участка, на котором расположен многоквартирный дом. Кадастровый паспорт можно получить в ФГУ «Земельная кадастровая палата» по Чувашской Республике - Чувашии. Если земельный участок сформирован после 01.03.2005г., то есть после введения в действие Жилищного кодекса необходимо представить: - документы о формировании органом государственной власти или органом местного самоуправления земельного участка, на котором расположен многоквартирный дом; - решение общего собрания собственников помещений в многоквартирном доме о формировании земельного участка, на котором расположен многоквартирный дом (в случае, если земельный участок, на котором расположен многоквартирный дом, не сформирован до введения в действие Жилищного кодекса)
11 ноября 2009 г. г. | В.АЛЕКСЕЕВ. Тăвай районĕ.
“Халĕ чылайăшĕ гриппа тата шăнса пăсăлнипе чирлет. Çĕршыври хăш-пĕр хуласемпе хамăр республикăри темиçе районта та ăна пула ачасен кĕрхи каникулне тăснă. Грипп е сунас пулсан тухтăрсем выртса сипленме хушаççĕ. Хама та апчху тутарттарать, ÿсĕрме пуçларăм. Чир пуçланасшăн пулмалла. Эмелсемсĕр пуçне халăх медицинипе мĕнле усă курмалла?“
Грипп – çăмăл чир мар. Вăхăтра тата кирлĕ пек сипленмесен чир шала кайма пултарать. Калăпăр, бронхит, астма, ытти чир час-часах грипп хыççăн амаланаççĕ, вăй илеççĕ. Грипп сарăлнă тапхăрта (вăл сире ан ертĕр тесен) пĕр апат кашăкĕ календула чечекне вĕренĕ пĕр стакан шыва ярса темиçе минут вĕретмелле, пĕрер сехетрен сăрăхтармалла. Ăна кунне виçĕ хут апат умĕн 1–2 апат кашăкĕ ĕçмелле. Теркăпа вĕтетнĕ сухана икĕ сий марля çине хумалла, вара (унччен тип çу сĕрнĕ) сăмса çине (аяларах хурса) компресс тумалла. Çапла виçĕ хут тусан грипран çăлăнма пулать. Тепĕр меслет: икĕ лимонпа икĕ пуç ыхрана терка витĕр кăлармалла, хутăштарса вĕренĕ пĕр литр шыва ямалла. Çак хутăша пÿлĕмре виçĕ кун тытмалла. Кайран сăрăхтарса холодильнике лартмалла. Апат кашăкĕпе апат умĕн ĕçмелле. Грипп анлă сарăлнă тапхăрта сăмсана тăвар шывĕпе (стакан шыва – пĕр чей кашăкĕ Тăвар) чÿхемелле. Шыва сăмсана туртса илсе каялла кăлармалла. Гайморитран та çаплах сипленеççĕ. 5 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ шăлан çырлине (шиповник) 1 литр сивĕ шыва ярса вĕретмелле. 10 минутран илсе савăта ăшă япалапа чĕркесе 8–10 сехет тытмалла. Сăрăхтармалла. Икĕ-виçĕ сехетрен пĕрер стакан ĕçме пуçламалла. Шĕвеке пыл, сахăр, варени яма пулать. Грипп чухне шăлан шывне эрнипех ĕçни усăллă. Шурă эрех кĕленчине (эрехĕ – пĕрре тăваттăмĕш пай чухлĕ) армути курăкне тултарса лартмалла, тĕттĕмре 3 эрне тытмалла. Кайран сăрăхтарса кашни кун 20-шер грамм ĕçмелле (анчах виçĕ кунран ытла мар). Икĕ апат кашăкĕ çăка чечекĕпе палан çырлине икĕ стакан шывра 5–10 минут вĕретсе сăрăхтармалла. Каçхине вĕрилле 1–2 стакан ĕçмелле. Çак шĕвеке грипп ерсен çеç мар, ревматизм аптăратсан тата шăнса пăсăлсан та ĕçме пулать. Грипп чирĕ сарăлсан е унпа чирлесен кашни кунах 2–3 шăл ыхра çини усăллă. Пĕр апат кашăкĕ хăмла çырлипе çăка чечекĕн хутăшне (1:1 виçепе) вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 20 минут тытмалла. Каçхине пĕрер стакан ĕçни çынна хăвăртах сиплĕх кÿрет...
10 ноября 2009 г. г. | А.ВАСИЛЬЕВА.
“Хĕрĕм нумаях пулмасть иккĕмĕш ача амăшĕ пулчĕ. Амăшĕн капиталĕн сертифакачĕ шутĕнчен 12 пин тенкĕ илме пулать теççĕ. Районта миçе çын амăшĕн капиталне тивĕçнине, сертификатпа мĕнле усă курмалли çинчен пĕлес килет”.
Амăшĕн капиталне сирĕн хĕрĕр ача виçĕ çул тултарсан тивĕçме пултарать. Унччен çур çул малтан Пенси фондне амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма кăмăл туни çинчен заявлени çырса памалла. Амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме усă курма юрать. Тÿлев виçине çулсерен индексацилеççĕ, халĕ вăл 312162,50 тенкĕпе танлашать. Çурт-йĕршĕн илнĕ кредита тÿлеме вара сертификат илсенех амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма юрать, енчен те кредит договорне 2010 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăваççĕ пулсан. Амăшĕн капиталĕн сертификатне 2007 çултан пама пуçланă. Кăçалхи ноябрь пуçламăшĕ тĕлне ăна 278 çын тивĕçнĕ. Çав тÿлев шучĕпе пурăнмалли çурт-йĕр кредитне саплаштарма 30 заявлени килнĕ, вĕсенчен хальлĕхе 28-шĕ пирки йышăну кăларнă, 6 млн. та 767 пин тенкĕ куçарса панă. Сертификат хуçисен амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут тÿлеве, 12 пин тенке, ача çуралнăранпа мĕн чухлĕ вăхăт иртнине пăхмасăрах илме май пур. Ун валли районти Пенси фондне заявлени çырса памалла. Укçана банкри сирĕн хĕрĕр счечĕ çине куçарĕç, ăна кулленхи ыйтусене татса пама тăкаклама юрать. Заявленипе пĕрле сертификат хуçин паспорчĕ, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкри счет пулмалла. Паянхи куна амăшĕн капитал шутĕнчен пĕр хут тÿлевпе усă курасси çинчен районти пенси фондне 234 çын заявлени тăратнă, 219-ĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ, вĕсене 2 млн. та 628 пин тенкĕ куçарса панă.
06 ноября 2009 г. г. | Т.КОНСТАНТИНОВА, Тăвай ялĕ.
Кăçал купăста ăнса пулчĕ, ăна хĕле валли мĕнле упрамалла-ши? Çавăн пекех тăварласси, маринадласси çинчен хаçатра çырса кăлараймăр-ши?
Пухса кĕртесси Купăстана ĕлĕкрен Сергийпе (октябрĕн 8-мĕшĕ) Пукравран (октябрĕн 14-мĕшĕ) пухса кĕртнĕ. Хĕл каçмалли пуçсене çанталăк аван тăнă чух ноябрь пуçламăшĕчченех йăран çинче тытма юрать. Мĕн чухлĕ каярах касатăн, çавăн чухлĕ лайăхрах упранать. Купăста сивĕ çанталăкра та ÿсет. Анчах пулса çитнĕ пуçсем çурăлма пултарасси пирки манмалла мар. Çапла ан пултăр тесен, купăста пуçне 2–3 хутчен çĕр çумнелле тайăлтарса илеççĕ е тымарĕсене кĕреçепе касаççĕ. Тулса çитнĕ пуçсене сывлăш температури çĕрле 0 градус таран ансан пухса кĕртме тытăнаççĕ. Халĕ кая юлса çитĕнекен сортсем те тем тĕрли те пур, вĕсем çĕрле 5 градус таран сивĕ пулнине те чăтаççĕ (анчах унтан ытла мар). Кучана май пур таран вăрăмрах касăр. Кайран хĕл каçма хунă чух, ăна 3 см кăна хăвараççĕ. Хупăрласа тăракан çиелти таса мар çулçăсене иртмелле. Купăста тунине, ÿксе вараланнă, таса мар çулçăсене йăран çинче ан хăварăр, вĕсене пухса компост купине пăрахăр. Купăста 0 градуса яхăн температурăра, сывлăшри нÿрĕк 90–95 процент чух лайăх упранать. Путвалра ăна стеллажсем çинче, пĕр пĕрин çине 2–3 сий хурса е сывлакан ещĕксенче упрама юрать. Унтан та аванраххи – тымарĕпех кăларнă пуçсене маччаран пĕрне пĕри лекмелле мар пуç хĕрлĕ çакса яни. Путвалра типĕ хăйăр çине йăран çинчи пек лартма та юрать, тулĕк çиелти сарăхнă çулçăсене иртмелле. Типĕ çанталăкра путвала тăтăш уçăлтармалла, купăста мĕнле хĕл каçнине тĕрĕслесех тăмалла. Пăсăлма тытăнакан пуçсемпе хăвăртрах усă курмалла (сăмах май, купăста кучанран пăсăлма пуçлать). Тăварласси Ĕлĕкренех тăварламалли чи лайăх вăхăт Пукрав шутланать. Ку вăхăта пуçсем хытса çитеççĕ, пылакланаççĕ. Çĕнĕ уйăх тунă хыççăн 5–6-мĕш кунне тăварлама меллĕ. Тулли уйăхпа тăварланă çимĕç хăвăрт çемçелет, йÿçсе каять. Ан йÿçтĕр тесен каткана ăвăс турачĕ е пуленке чиксе хăварнă. Тăварланă купăста рак клеткисем пайланса сарăлассине чарать, уйрăмах сĕт парĕсен, ÿпке, пыршăлăх шыççисенчен пулăшать тесе шутлаççĕ. Вăл шăнса пăсăласран та, астмăран та, тытамак тытнинчен тата ытти нумай чиртен усăллă. Ар хăватне ÿстерет. Тĕрлĕ мелпе тăварлаççĕ. Пуçа витсе тăракан ванман таса çулçăсене суйласа илсе лайăх çăваççĕ те ал шăлли çине хурса типĕтеççĕ. Вĕсене тăварлама хатĕрленĕ савăт тĕпне сарса тухаççĕ. Пуçа çурмалла пайласа кучана касса кăлараççĕ (кăмăл пулсан ăна та тураса яма юрать, вăл витаминсенчен пуян). Вĕтĕ туранă (тÿнĕ) купăстана пĕр-пĕр савăта ярса тăвар сапса сĕткен тухиччен пуса-пуса чăмăртаççĕ, вĕтетнĕ кишĕрпе пăтраштарса тăварламалли савăт тĕпĕнчи çулçăсем çине сараççĕ. Савăта пусăрăнтарса тултарсан çиелтен каллех çуса тасатнă çулçăсемпе, вара таса материалпа витеççĕ, ун çине çаврака хăма (катка е савăт çăварĕ Пысăкăш) хурса йывăр чулпа пусăрăнтараççĕ. Купăста пÿлĕмри температурăра 1 эрнене яхăн йÿçет (сулхăнрах вырăнта – ытларах). Йÿçнĕ вăхăтра 1–2 хутчен темиçе вырăнта катка тĕпне çити çĕçĕпе чиксе тухмалла. Çакă кирлĕ мар шăршăсенчен, хĕртесрен хăтарать. Йÿçсе çитсен, пусаркăçа илмесĕр каткана сулхăн е сивĕ çĕре куçараççĕ. Хăвăрт тăварласси Тасатнă шурă пуçсене 4 пая касса уйăраççĕ те савăта вырнаçтарса 80–85 градус вĕри тăварлă шыв яраççĕ. Тăварлă шывăн çуркамсене йăлтах витсе тăмалла. Шыв сивĕнсен, çуркамсен хушшине хура çăкăр пичĕн хыттине е шултран хырнă хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, тутлăлантаракан япаласем (энĕç, пĕтнĕк, калемпĕр) хушаççĕ. Тепĕр 3 талăкран купăста çиме юрăхлă. 1 кг купăста тăварлама 1 л шыв, 25–30 г тăвар, 5 г хура çăкăр хытти, 5 г тутлăлантаракан япаласем кирлĕ. Маринадласси Купăстана тăварпа лайăх пăтраштарса 2–3 сехете пÿлĕмри температурăра тазра тытаççĕ. Унтан банкăна куçараççĕ, 5–8 пĕрчĕ хура пăрăç, кăштах корицăпа гвоздика, лавр çулçи хураççĕ. 1 л шыв çине 4 чей кашăкĕ уксус эссенцийĕ, 1,5 чей кашăкĕ тăвар, 4 чей кашăкĕ сахăр песукĕ хушаççĕ. Банкăна шуç хупкаçпа витеççĕ те 85 градус вĕрире пастеризацилеççĕ: çур литрлă банкăна 20, 1 литрлине – 30, 3 литрлине 40–45 минут тытаççĕ. Асра тытмалли самантсем Ир çитĕнекен купăстана тăварламаççĕ. Кучанĕ шăннă купăста тăварласан тутлă пулмасть. Тăварлама кĕленче е эмальпе витнĕ савăт аван. Пластик, цинклă е лудить тунă савăт тăварлама юрăхсăр. Йодланă тăвар юрăхсăр, шултра тăвар кирлĕ. Пусаркăç вырăнне пысăк яка чул е шыв тултарнă банка юрать, металл япаласем юрăхсăр. Чула лайăх çуса типĕтмелле, вара духовкăра 250–300 градус вĕрире 1 сехетрен кая мар хĕртмелле. Купăстана шăнтма кирлĕ мар, 0–2 градус сивĕре тытмалла. Шăнтсан купăста çемçелет, тĕсне улăштарать, пахалăхне çухатать. Тăварланă е маринадланă чух шĕвек ирĕлчĕкĕ çимĕçе туллин витсе тăтăр. Сĕткен пĕтсенех купăстари С витамин арканма пуçлать. Пирĕн условисенче тăварланă купăстана кĕленче банкăсенче упрама меллĕ. Банкăсене нÿхрепе е путвала антарма та, холодильникре тытма та юрать.
06 ноября 2009 г. г. | В.ИВАНОВА.
Чĕре курăкĕ мĕнрен усăллă? Унпа мĕнле чиртен сывалнă чухне усă курма юрать?
Çак ÿсен-тăран чĕрепе юн тымарĕ чирĕсенчен сиплет. Çавăн пекех юн пусăмне йĕркелеме те пулăшать вăл. Унсăр пуçне арçынсемшĕн те усăллă. Чĕре курăкне (пустырник) кăмăл-туйăм улшăннă вăхăтра та ĕçме сĕнеççĕ тухтăрсем, вăл чĕрене лăплантарать. Çав вăхăтрах пуç ыратнине те ирттерет, сывлăш пÿлĕннине (одышка) та сиплет. Çавăн пекех ăна хĕрарăмсене те (уйăх хушши вăхăтĕнче) ĕçме сĕнеççĕ. Чĕре курăкĕнчен хатĕрленĕ шĕвек сывлăхшăн пĕрре те сиенлĕ мар. Паллах, тути хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать, йÿçĕ пулнăран ĕçме кăмăллах мар. Çав вăхăтрах унăн сиплĕхĕ пирки те манмалла мар. Чĕре курăкне спиртпа пĕр пек шайлашупа (1:1) хутăштармалла, кунне виçĕ хутчен 30–40 тумлам апат умĕн çур сехет маларах ĕçмелле. Çавăн пекех çак ÿсен-тăран сĕткенне вĕретсе сивĕтнĕ шывпа (виçĕ пайĕнчен пĕр пайĕ стакан шыва 0,5 чей кашăкĕ чĕре курăкĕ) те хутăштарма юрать. Апат умĕн çур сехет маларах кунне виçĕ хутчен ĕçмелле. Кăштах пыл хушсан аван. Ытларах чухне курăк шывĕпе (настой) усă кураççĕ. Вĕретнĕ пĕр стакан шыва пĕр апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕре курăкĕ ямалла, эмаль савăта куçармалла, шыв мунчинче 15 минут тытмалла, сивĕтмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хутчен апат çийиччен çур сехет маларах (виçĕ пайĕнчен пĕр пайĕ) стакан ĕçмелле. Сиплĕ шĕвеке виçĕ куна хатĕрлеме юрать. Ăна холодильникре тытмалла. Çăмăлрах меслет те пур: вĕренĕ шыва чĕре курăкне ямалла та хупламалла, сивĕнесрен савăта ал шăллипе чĕркемелле. 8 сехет тытмалла. Тепĕр мел те вулаканшăн кирлĕ пулĕ: 10-12 апат кашăкĕ чĕре курăкне 0,5 литр шурă эрехпе хутăштармалла. 7–10 кун тытмалла, сăрăхтармалла. Кунне виçĕ хутчен апат умĕн çур сехет маларах 30–40 тумлам ĕçмелле.
02 ноября 2009 г. г. | Л.КУДРЯШОВА
“Ял ĕçченĕ” хаçатăн иртнĕ номерĕнчи “Уçă алăксен кунĕ” информацире çитес çулхи январьтен ĕç пенсийĕсене валоризацилесси пирки çырнă. Мĕн вăл валоризаци; Ман пек ватă çынсенчен нумайăшĕ ăнланмасть çак сăмаха. Пурте пенси управленине пырса çÿреймеççĕ. Хаçат урлă пĕр-пĕр тĕслĕх илсе ăнлантарса параймăр-ши?
Валоризаци сăмах хаклантарни, ÿстерни тенине пĕлтерет. Пенси тытăмĕпе илес пулсан, ĕç пенсийĕн шайне хушса ÿстерни тени пулать. 2010 çулхи кăрлачăн (январĕн 1-мĕшĕнчен) валоризаци механизмĕ вăй илет. Валоризаци пенсионерсене кăна мар, 2002 çулччен ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухмалли çул çитмен граждансене те пырса тивет. Валоризаци тунă чух пенсин 2002 çулччен йĕркеленнĕ расчетлă пенси капиталĕ 10 процент ÿсет тата 1991 çулччен ĕçленĕ стажăн кашни тулли çулталăкĕшĕн 1-ер процент хушса параççĕ. Валоризаци йĕркипе 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси ирĕкне хакланă чухне стажа кĕртнĕ тапхăрсенех шута илеççĕ, анчах та ăна чикĕлемеççĕ. Пенси капиталĕ мĕн чухлĕ ÿсесси ĕç стажĕнчен килет. Çавна май кашни гражданинăн пенси хăпарни тĕрлĕрен пулать. Пенсионер 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлемен пулсан, валоризаци ирттернипе пенси мĕнле ÿснине çак йĕркепе шутлама пулать. Тĕслĕхрен: 1930 çулта çуралнă хĕрарăм 1991 çулччен 44 çул та 2 уйăх стаж пухнă. Вăл 2002 çул хыççăн ĕçлемен. 2009 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне пенси виçи – 4482 тенкĕ, вăл шутра страховани пайĕ – 1920 тенкĕ. Валоризаци валли тулли 44 çул стажа тĕпе хураççĕ. Пенсин страховани пайĕ 2002 çулччен ĕçленĕшĕн 10 процент пысăкланать тата 1991 çулчченхи кашни çулталăкшăн 1-ер процент ÿстернипе 44 процент хăпарать – пĕтĕмĕшле хушăм 54 процентпа танлашать. Халĕ çакна укçа çине куçаратпăр: пенсин страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутлатпăр – 1920 тенкĕ х 0,54=1036 тенкĕ те 80 пус. Валоризацие пула пенсин страховани шайĕ 1036 тенкĕ те 80 пус хăпарать. Çапла вара, пенсин пĕтĕмĕшле виçи 5518 тенкĕ те 80 пуспа танлашать. Пенсионер 2002 çул хыççăн ĕçленĕ пулсан шутлав кăткăсрах – кун пек чух 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси капиталĕ хăпарать (пенсин пĕтĕм страховани пайне мар, мĕншĕн тесен унта 2002 çул хыççăнхи страховани взносĕсене шута илнĕ, вĕсене валоризаци тумаççĕ). Пенси виçине 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿстереççĕ. Валоризаци валли заявлени çырма кирлĕ мар. Пенси ĕçĕнчи мĕн пур документ тăрăх шутлаççĕ. Çапла вара ку ыйтупа çыру авторĕн Пенси фончĕн районти управленине пымалла мар.

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика