АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

20 июля 2012 г. г. | СЕРГЕЕВСЕМ (Шупашкар хули).
Пирĕн ывăл ĕçлесе юсанмалли колонире айăплав вăхăтне ирттерет. Ăна юсав учрежденийĕн администрацийĕ хушакан ĕç килĕшмест. РФ Конституцийĕн 37-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пирĕн çĕр-шывра ĕç ирĕклĕ, кашни çын пултарулăхне кура хăй кăмăллакан ĕçе суйласа илме пултарать. Ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме юрамасть. Колонире хăйне панă ĕçрен пăрăнма пултарать-и пирĕн ывăл?
“Эсир çырура кăтартнă ĕçлев прави тĕлĕшпе конституци стройĕн никĕсĕсене, ытти çынсен йĕрке-тирпей, сывлăх, прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлес, çĕр-шыва хÿтлĕхпе, патшалăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе РФ Конституцийĕн 55-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн чараксем пама пултараççĕ. РФ уголовно-исполительнăй кодексăн 103 статйипе килĕшÿллĕн ирĕклĕхсĕр хăварса айăпланă çыннăн юсанмалли учрежденисен администрацийĕ палăртнă вырăнсемпе ĕçсенче ĕçлемелле. Айăплаври 60 çултан аслă арçынсем, 55 çултан аслă хĕрарăмсем тата I–II ушкăнри инвалидсем РФ законĕсемпе тата инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли çинчен законсемпе килĕшÿллĕн ĕçе хăйсем суйласа илме пултараççĕ. РФ уголовно-исполнительнăй кодексăн (УИК) 103 статйин 6-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн айăплаври çын ĕçрен пăрăнма пултараймасть, пăрăнни çирĕплетнĕ йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни шутланать, уншăн явап тыттарма пултараççĕ”.
06 июля 2012 г. г. | С.ПЕТРОВА, Тăвай ялĕ.
“Вăй-хал кĕртме, сывлăха çирĕплетме ыйхă та пулăшать. Çыннăн кунне миçе сехет çывăрмалла?
Тарăн ыйхă – вăй хăвăрт кĕртмелли чи ансат мел. Этем апатсăр 2 уйăх, шывсăр темиçе талăк пурăнма пултарать, ыйхăсăр вара – 2-3 талăк кăна. Çитĕннĕ çыннăн кунне 7–10 сехет çывăрмалла. Шел пулин те, ыйхă çĕтнипе аптракансем сахал мар. Вĕсем эмел ĕçеççĕ. Анчах та çакна асра тытмалла: тăтăшах эмел ĕçни сывлăха хавшатма пултарать. Хăвăртрах çывăрса каяс тесен кашни кун пĕр вăхăтра выртмалла. Çывăриччен 2–3 сехет малтан ăс-хакăл ĕçне пăрахăçламалла, хусканусем те тумалла мар. Ултă сехетчен апатланма тăрăшмалла. Тата сывлăхшăн кăмăл-туйăм лайăх пулни те пысăк пĕлтерĕшлине палăртмалла. Тухăçри авалхи сиплевçĕсем каланă тăрăх, пусăрăнчăк шухăшсене сирме вĕренмесен, пурнăç йĕркине улăштарма тăрăшмасан организма тухăçлă сыватма май çук. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Сывă çын кăна кăткăс лару-тăруран тухма, çутă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлама пултарать.
26 июня 2012 г. г. | К.ПЕТРОВА.
Манăн ывăла 5 çуллăха çирĕп режимлă юсанмалли колоние ячĕç. Вăл унта хăйне пирвайхи кунсенченех йĕркеллĕ тытать. Айăплав вăхăчĕ пĕтичченех условно ирĕке кăларма май çук-ши ăна?
«Айăплав вăхăчĕ пĕтичччен условно ирĕке кăларас (УДО) йĕркепе çавăн чухне усă курма пултараççĕ: пысăк мар тата вăтам йывăрăш преступленишĕн айăпланакан çын срокăн 1/3 пайĕнчен кая мар ларнă пулсан, йывăр преступленишĕн – срокăн çурринчен кая мар ларнă пулсан; уйрăмах йывăр преступленишĕн – срокăн 2/3 пайне ларнă пулсан. Çавăн пекех унччен судпа айăпланнă çынна срок пĕтиччен условно ирĕке кăларнине суд пăрахăçланă пулнă, халĕ вара айăплав вăхăчĕн 2/3 пайне ларнă пулсан. Çакна та палăртмалла. Ирĕклĕхсĕр хăварса айăпланă çыннăн айăплав вăхăтне 6 уйăхран кая мар лармалла».
05 мая 2012 г. г. | Л.И.ПЕТРОВА.
Манăн упăшка 2011 çулхи июньтенпе ĕçлесе юсанмалли колонире ларать. Пирĕн икĕ ача тата чирлĕ атте-анне. Манăн мăшăрăн киле килсе кайма ирĕк пур-и? Пур пулсан, çав правăпа усă курма мĕнле сăлтавсем кирлĕ?
“Суд йышăнăвĕпе ирĕклĕхсĕр хăварнă çынсене юсанмалли учреждени тулашне çак йĕркепе тухса кĕме ирĕк параççĕ: –ăна пырса тивекен расна лару-тăрăва пула (çывăх тăванĕ йывăр чирлĕ выртсан е вилсе кайсан; айăпланаканăн çемйи çут çанталăк инкекне пула пысăк тăкак курсан) е ирĕке тухас пулсан айăпланакана ĕçе вырнаçас е йăлари ыйтусене татса пама. Çавăн пек сăлтавсемпе ларакана кĕске вăхăтлăха 7 талăк таран (çул çинче пулнă вăхăта шутламасăр) отпуск пама пултараççĕ; –колонире юсанакана, çав шутра пенсири е хăйсенчен килмен сăлтавсене пула ĕçсĕр шутланнă çынсене те çулталăкра пĕр хутчен 12 ĕç кунĕ чухлĕ тÿлевлĕ отпуск параççĕ. Юсав учрежденийĕн тулашне тухса кĕмелли йĕркесене РФ УИКĕн 97-мĕш статйинче çырса кăтартнă. Тепĕр чухне юсав учрежденийĕнчен тухмалли ирĕкшĕн колонире лараканран е унăн тăванĕсенчен укçан е япала анратса ыйтнă тĕслĕхсем пулма пултараççĕ. Ун пек чухне право сыхлав органĕсене юсав учрежденийĕсенче законсене пăхăнса пынине тĕрĕслесе тăракан Шупашкар прокуратурине пĕлтермелле. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Байдуков урамĕ, 23а çурт. Е прокуратурăн тÿрремĕн çыхăнмалли 62–56–80 номерĕ çине шăнкăравлама пулать”.
17 апреля 2012 г. г. | С.ПЕТРОВ. Тăвай районĕ.
Утар валли çĕр участокĕ тара илес тетĕп. Ветеринарипе санитари нормисемпе килĕшÿллĕн утара ăçта вырнаçтарма юрать тата ăна валли мĕнле ветеринари докуменчĕсем хатĕрлемелле?
–Утарсене хĕвел лекекен, çилрен хÿтлĕх пур типĕ вырăнсене вырнаçтараççĕ. Вĕсем шоссе çулĕсенчен, пилорамăсенчен, пысăк вольтлă электропередача линийĕсенчен 500 метртан тата кондитер, хими промышленноçĕн предприятийĕсенчен, аэродромсенчен, çар полигонĕсенчен, радиолокаци, радио тата телевещани станцийĕсенчен, микрохумсем кăларса тăракан ытти çăлкуçсенчен 5 километртан кая мар хушăра пулмалла. Стационарлă утар территорине 2 метр çÿллĕш хÿмепе çавăраççĕ. Кашни утар валли ветеринарипе санитари паспорчĕ туса хатĕрлеççĕ, унта вăл санитари тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине кăтартаççĕ. Ветеринарипе санитари паспортне утар мĕнле ведомствăн е мĕнле харпăрлăхра пулнине пăхмасăр йĕркелеççĕ. Паспорт учет докуменчĕ шутланать, унăн йĕркери номер пур, ăна выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире ятарлă журналта регистрацилеççĕ (унта паспорт номерне, хурт-хăмăр хуçин хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, хуртсене хăçан пăхнине, вĕсен çемье хисепне, утар санитари, эпизоотологи тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине, сĕнÿсене кăтартаççĕ). Утара çулталăкра пĕрререн кая мар – çуркунне е кĕркунне тĕрĕслеççĕ. Çак ĕçе туса ирттерекенĕн алă пусни пулмалла. Паспорта ăвăс чĕртаварĕ сутнă, пушă карас туяннă чухне кăтартаççĕ. Вăл пыл хурчĕсемпе вĕсен продукчĕсене илсе тухмашкăн (сутмашкăн) çирĕплетнĕ йĕркепе 1" тата 2" формăллă ветеринари свидетельствисем илнĕ тата çавăн пекех вĕллесене урăх вырăна куçарса кайнă чухне документ пулса тăрать. Паспорт хуçалăхăн аслă хурт-хăмăр ăстинче е утар хуçинче упранма тивĕç.
10 апреля 2012 г. г. | В.ИВАНОВА. Тăвай ялĕ.
Предприяти çуллен работниксемпе 1 çулталăка васкавлă ĕç килĕшĕвĕ тăвать. Çав вăхăт иртсен ертÿçĕ алла ларман "килĕшмен" çынсене ĕçрен кăларса ярать. Право тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-ши ку?
РФ Ĕçлев кодексĕн 58 тата 59-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн васкавлă ĕç килĕшĕвĕ тăвасси ĕç параканăн ирĕкĕ, анчах тивĕçĕ мар, çавăнпа та ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелесе янă чухне законсем ыйтнине çирĕп, пăркаланмасăр пурнăçласа пымалла. Сăмахран, вăхăтлăх (сроклă) килĕшĕве РФ Ĕçлев кодексĕн 59-мĕш статйинче пăхнă тĕслĕхсенче кăна, çав шутра ĕçе тухман çын вырăнне унăн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан работникпа тата сезонлă вăхăтлăх ĕçсем чухне (2 уйăхран мала тăсăлман ĕçсем) тума пултараççĕ. РФ Ĕçлев кодексĕн 57-мĕш статйипе килĕшÿллĕн вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕнче обязательнăй йĕркепе вăл мĕн вăхăт вăйра тăнине, çав килĕшĕве мĕн сăлтавпа тунине (РФ Ĕçлев кодексĕпе е ытти федераллă законпа килĕшÿллĕн) кăтартса хăвармалла. РФ Аслă сучĕн Пленумĕ 2004 çулхи мартăн 17-мĕшĕнчи “РФ сучĕсем РФ Ĕçлев Кодексĕпе усă курасси çинчен” Постановленийĕн 14-мĕш пунктне ăнлантарса панинчен çакă курăнать: пĕр йышши ĕç е çав пĕлтерĕшлĕ ĕç пирки васкавлă ĕç килĕшĕвне çырнă тĕслĕхсем темиçе те пулнине судра çирĕплетме май килчĕ пулсан, лару-тăрăва шута илсе, кашни ĕçпех судăн ĕç килĕшĕвне паллă мар вăхăта тунă тесе шутлама право пур. Ыйтăва тĕрĕс, работник уссине татса парас тесен, суд ĕçĕнче çакă та пĕлтерĕшлĕ: ĕç функцийĕсемпе ĕç вырăнĕ тата ĕçĕн ытти условийĕсем улшăнманни. Çапла вара суд, ĕç хутшăнăвĕсене паллă мар вăхăта йĕркеленине çирĕплетсен, работника ĕç прависене тавăрса пама пултарать.
30 марта 2012 г. г. | О.СЕМЕНОВА. Тăвай ялĕ.
“Çăмарта хуппи янă шыва чечексене шăварнине илтнĕччĕ. Тата мĕнле усă парать-ши вăл?“.
Çăмарта хуппине тăпрана йÿçеклĕхне пĕтерме, тытăмне лайăхлатма хушаççĕ. Малтанах ăна çумалла, типĕтмелле, лайăх вĕтетмелле. 1 тăваткал метра 100 чĕрĕ çăмарта хуппине хывмалла. Пĕçернĕ çăмарта хуппине çĕре мар, компоста хушаççĕ – вăл çĕр тытăмне лайăхлатать, мĕншĕн тесен çăмарта пиçнĕ май кальци çухалать. Хăяр, çĕр улми, помидор лартакан вырăна çăмарта хуппи хывни уйрăмах усăллă.
16 марта 2012 г. г. | А.ПЕТРОВА. Тăвай ялĕ.
Пирĕн районта вырсарни шкулĕ ĕçленине пĕлтĕм. Вĕсем пирки тĕплĕнрех çутатаймăр-ши?
Вырсарни шкулĕсем – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан е тĕн вĕрентĕвĕн учрежденийĕсем. Православи вĕрентĕвĕн тытăмне 1884 çулта кĕртнĕ, чиркÿ çумĕнчи шкулсем çук вырăнсенче вĕсене пачăшкăсем уçнă. Унта хутла пĕлмен халăха тата шкула çÿремен ачасене вырсарни кунсенче пухнă. Уроксем тĕн калаçăвĕ евĕр иртнĕ, кĕлĕ вуланă, юрăсем юрланă. Вырсарни шкулĕсем çумĕнче тĕн литературин пуян библиотекисем пулнă. 1882 çулта Хусан кĕпĕрне земстви училищисен çумĕнче кашни уесра шкул пĕтернисен пĕлĕвне çирĕплетме тăватшар класс уçнă. 1885–1886 çулсенче Шупашкарта хушма икĕ класс, 1890–1891 çулсенче Етĕрнере çавăн йышши саккăр ĕçлеме пуçланă. 80-мĕш çулсенче Чăваш Енре пĕлĕве çирĕплетмелли 20 яхăн заведени шутланнă. Унта тин çеç шкул пĕтернисем е аслă классенче вĕренекенсем çÿренĕ. 1917 çулхи юпа уйăхĕ хыççăн вырсарни шкулĕсене пĕтернĕ. 1990 çулсенче Чăваш Ен хулисенче вĕрентÿ тата культура учрежденисен çумĕсенче эстетика аталанăвĕн тата шкула хатĕрлекен тÿлевлĕ вырсарни шкулĕсем ĕçлеме пуçланă. 2005 çулта Шупашкар–Чăваш Ен епархи прихучĕсенче 26 вырсарни шкулĕ ĕçленĕ, унта 4–23 çулсенчи вĕренекенсем çÿренĕ.
13 марта 2012 г. г. | С.ПЕТРОВ. Тăвай районĕ.
Эпĕ çамрăк сунарçă шутланатăп. Сунарçăсем çинчен пынă пĕр (ВОПР)телепередачăра тискер чĕр чунсем тĕрлĕ чирпе чирлеме тата вĕсем аш урлă çынна ерме пултарни çинчен пĕлтĕм. Унта каланă тăрăх, тытнă хир сыснисен, пурăшсен ашне темле пулсан та ветеринари врачĕсене темĕнле трихинеллсенчен тĕрĕслеттермелле. Калăр-ха, тархасшăн, мĕнле чир вăл трихинелла тата çыншăн хăрушă-и?“.
Çут çанталăкра выльăхсенчен çынна ерекен чирсем нумай. Вĕсенчен пĕри трихинелла (трихинеллез) чирĕ. Трихинеллез – сыснасен тата апат тиркемен, ашпа тăранса пурăнакан чĕр чунсен, кăшлакан чĕр чунсен, çавăн пекех çынсен трихинелла нематодин личинкисем пуçарнипе çивĕч те вăраха пыракан чирĕ шутланать. Çут çанталăк условийĕсенче трихинеллезпа сыснасем, йытăсем, кушаксем, йĕкехÿресем, шăшисем тата чылай тискер чĕр чун – тилĕсем, кашкăрсем, упасем, хир сыснисем, пурăшсем, песецсем, сăсарсем, пăсарасем, шашкăсем, нутрисем тата ыттисем те чирленине асăрхама пулать. Чĕр чунсем трихинелла личинкисемпе сиенленнĕ аша, кухньăри тата выльăх пуснă хыççăнхи чĕрĕ каяшсене, тискер чĕр чунсен тушкисене, кушаксен, йытăсен, йĕкехÿресен, шăшисен виллисене, асăннă чĕр чунсен тиррисене ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăнхи ăпăр-тапăра çинипе сиенленеççĕ. Тирпейлесе йĕркелемен çÿп-çап вырăнĕсем тата тасамарлăх пухăнакан вырăнсем те трихинелла чирĕ ертекен çăлкуç пулса тăраççĕ. Трихинеллезăн çут çанталăкри вучахĕсене пĕтĕм Раççейĕпех регистрацилеççĕ. Çапах та вăл тискер чĕр чунсем хушшинче хăйне евĕр закономерноçпа сарăлать, уйрăмах ку енĕпе тайгари тата тундрăри зонăсем палăрса тăраççĕ. Çын трихинелла чирĕпе трихинеллезлă выльăхсен ашне тата шпикне çинĕ хыççăн чирлет. Чирĕн пирвайхи паллисем ÿт-пÿ температури ÿснипе, пит-куç (уйрăмах куç хупанкисем) тăртаннипе, ăш пăтраннипе, хырăм ыратнипе палăраççĕ. Малалла мышцăсем вăйлă ыратма пуçлаççĕ. Хăш-пĕр чухне ÿт-пÿ çине вĕт-вĕт шатра тухать. Йывăр формăпа чирленĕ чухне çын вилсе кайма та пултарать. Çынсен трихинеллезпа чирлесрен пурнăçламалли профилактика ĕçĕсенчен аша ветеринарипе санитари экспертизи туни тĕп пĕлтерĕшлĕ. Çын трихинеллезпа чирленĕ пур тĕслĕхре те Раççейĕн ветеринари законодательствине пăсни палăрать, мĕншĕн тесен унпа килĕшÿллĕн сыснасен, хир сыснисен, пурăшсен, упасен, апат тиркемен тата ашпа тăранса пурăнакан ытти выльăхсен, çавăн пекех апатра усă куракан нутрисен ашĕнче трихинеллез пуррипе çуккине тепле пулсан та тĕрĕслемелле пулнă. Çавăнпа ветеринарипе санитари экспертизи тунă аша кăна туянма тата апат хатĕрлеме усă курма юрать. Çакна асра тытмалла: аша тĕплĕ вĕрилесен те, шăнтсан та, тăварласан е сĕрĕмлесен те трихинелла личинкисем пĕтмеççĕ. Выльăхсен трихинелла личинкисемпе сиенленнĕ ашне, шалти органĕсене утилизаци тăваççĕ.
14 февраля 2012 г. г. | Н.МИХАЙЛОВА, Г.СТЕПАНОВА, пенсионеры.с.Янтиково.
“Иногда и нам, пенсионерам, приходится пользоваться услугами автотранспорта. Не можете ли вы напечатать расписание автобусных маршрутов в районной газете “Ял ĕçченĕ”.
Расписание движения автобусов из Янтиковской автостанции Чебоксары (через Канаш) – 7-00, 8-55, 14-15, 17-06. Чебоксары (через Урмары) – 6-20, 10-10, 13-20, 16-05. Канаш – 6-00 (кроме субб. и воскр.), 6-40, 7-05, 7–20, 7-40 (кроме воскр.), 8-00, 8-15, 9-10, 9-25, 9-40, 10-30, 11-25, 12-25, 12-40, 13-40, 14-00, 14-20, 15-20, 15-55, 16-20, 17-10, 17-25, 18-05 (кроме субб. и воскр.), 18-15, 19-00. Гришино 6-00, 9-20, 12-50, 16-10. Новоишино 8-05, 12-20, 15-50. Чув.Чутеево 6-10 (до Новоишино), 9-50, 11-00, 14-40, 18-00. Кармалы 6-00, 14-05, 17-17. Нюшкасы 5-50, 6-41 (кроме воскр.), 8-50, 11-20, 11-50, 15-00, 17-15 (кроме субб. и воскр.), 18-30. Новобуяново 7-10, 13-35, 16-40. Тенеево 7-00, 10-25, 12-30, 17-20. Урмары 6-50, 9-35, 13-05, 15-30, 18-07.
11 января 2012 г. г. | Илья ГЛАДКОВ. Вăтаялĕ.
“Ĕлĕк çынсем харпăр хăй килĕсене электричество кĕртиччен краççын ламписем çутса пурăннă. Халĕ унашкал лампăсем манăçа юлчĕç. Çапах та пурнăçра тĕрлĕрен килсе тухать, çанталăка е ытти пĕр-пĕр сăлтава пула электричество çутисĕр тăрса юлма пултаратпăр. Ун пек чухне краççын кирлĕ. Халĕ вара çынсем ăна ăçта сутнине те пĕлмеççĕ. Хăш-пĕрисем вара краççын тăвас тесе бензинпа дизтопливо хутăштарса айкашаççĕ – ку вăл пушартан питĕ хăрушă. Краççын сутас ыйтăва районта татса пама çук-ши?“
“Тăвайри кооператив” потребобщество магазинĕсенче 0,46 литрлă пластик савăтпа краççын сутаççĕ. Ăна çулла илсе килнĕччĕ. Хăш-пĕр ялсенчи магазинсенче краççын çук пулсан, çынсем ăна харпăр хăй ялĕнчи магазина кÿрсе килме заявка пама пултараççĕ. Çуртасем те сутаççĕ”.
20 декабря 2011 г. г. | З.ПЕТРОВА. Тăвай ялĕ.
Манпа кÿршĕллĕ хваттерте пурăнакан хĕлле пулла çÿреме питĕ юратать. Унтан таврăнсан вăл час-часах хăй тытнă пуллăн пĕр пайне мана та парать. Калăр-ха, тархасшăн, сывă, лайăх пулла пăсăккинчен мĕнле уйăрма пулать.
Сывă лайăх пулă таса çутă е кăштах тĕксĕмрех йăлмакапа витĕннĕ. Хуппи пĕрлĕхлĕ, çутă, перламутр тĕслĕрех, çирĕп тытăнса тăрать. Хупписĕр пулăсен тирри яка, йăлтăркка, кăштах тĕксĕмрех йăлмакапа витĕннĕ. Куçĕсем йăлтăркка, чармак е кăштах путса кĕнĕ. Сухисем шупка хĕрлĕ е питĕ хĕрлĕ, йăлмакапа витĕннĕ. Мускулатура çăтă, пиçĕ, тирри çине пÿрнепе пуссан, путăк юлмасть. Пулă хăйне майлă паха, пĕçерсен те шÿрпи тăрă, ырă шăршăллă. Пăсăлнă, пахалăхĕ начарланнă пуллăн тирри тĕксĕм, вараланчăк тĕслĕ лăймакаллă. Пуллăн куçĕсем пăтранчăк, тĕксĕм, путса кĕнĕ. Хуппи те тĕксĕм, йăлтăртатмасть, çăмăллăнах хăйпăнса ÿкет. Пулă ишкĕчĕн (çуначĕн) çурхахĕсем хĕррисемпе е пĕтĕмпех ваннă. Сухисем вараланчăк-сăрă е симĕсрех тĕслĕ, çирĕп мар, лăймакапа витĕннĕ, ырă мар çĕрĕк шăршăллă. Мускулатура çемçешке, пÿрнепе пуссан, путăк юлать. Пĕçерсен шÿрпи пăтранчăк пулать тата ырă мар шăршă тухать. Шăнтнă пуллăн пахалăхне ирĕлтернĕ хыççăн палăртаççĕ. Пахалăхсăр пулла утилизаци туса ытти çĕре яраççĕ. Пахалăхĕ пирки иккĕленекен пулăпа унăн продукчĕсене ветеринари лабораторийĕсенче тĕрĕслесе пĕлме пулать. Унта бактериоскопи тăваççĕ, рН шайне палăртаççĕ, пĕçерсе тĕрĕслеççĕ, редуктаз проби илеççĕ, пероксидаза реакцине тата аммиак пуррине палăртаççĕ.
16 декабря 2011 г. г. | И.СЕМЕНОВА. Тăвай районĕ.
“Нумаях пулмасть çулталăк çурăри килти пушмак пăрăва ашлăх пусрăмăр. Шалти органсене ĕçлесе тирпейленĕ чухне упăшка выльăх пĕверĕнче çулçă евĕр хăмăр паразитсем пуррине асăрханă. Мĕнле чир вăл тата выльăхсен çакнашкал шалти органĕсене çиме, апат-çимĕçре усă курма юрать-и?“
–Енчен те паразитсене пĕверĕн ват çулĕсенче асăрханă пулсан, вĕсем, эсир сăнласа панă тăрăх, ахаль фасциолăна аса илтереççĕ, унпа пĕрешкел. Фасциолез (лĕпĕ) – сурăхсемпе качакасен, мăйракаллă шултра выльăхăн, сайрарах – тĕвесен, лашасен, сыснасен, пăлансен, хир качакисен, пăшисен, мулкасен, хăнтăрсен, нутрисен, анлă сарăлнă инвазиллĕ (шĕвĕрĕлченлĕ, хурт-кăпшанкăллă) чирĕ. Раççей территорийĕнче фасциолеза икĕ тĕс – ахаль фасциола, вăл çулçă евĕрлĕ, 20–30 мм тăршшĕ тата 8–12 мм сарлакăш тата пысăк фасциола, вăл тăрăхла формăллă, 50–70 мм тăршшĕ, 9–12 мм сарлакăш. Фасциолăсем дефинитивлă хуçа пĕверĕн ват çулĕсенче пурăнаççĕ, çамрăк формăсен организмне те миграци тапхăрĕнче тата пĕверте пухăннă ÿссе çитĕннисенне те механикăллă витĕм кÿреççĕ. Выльăх организмĕнчи паразитсен ĕçĕ-хĕлĕнчи продуктсем наркăмăшлă витĕм кÿнипе тĕрлĕ инфекцисем пуçланма пултараççĕ, куçнă вăхăтра юна, пĕвере тата ытти органсене тĕрлĕ микрофлора, çав шутра патогенлине те илсе кĕме пултараççĕ. Çавăнпа фасциолезпа (лĕпĕпе) сиенленнĕ аш тата шалти органсем час-часах тĕрлĕ микрофлора витĕмĕнче пулаççĕ. Выльăха пуснă хыççăн унăн органĕсене фасциолезран тĕрĕслесе диагностика лартасси йывăр ĕç мар. Пĕвер мĕнле сиенленесси шĕвĕрĕлченсен, хуртсен интенсивлăхĕнчен килет. Фасциолăсемпе сиенленнĕ ват çулĕсем тулаш енчен тăкăскă шурă кĕпçе майлă пулаççĕ, йăлмака витĕмĕ те улшăнать. Малалла ват çулĕсем хулăнланаççĕ, тикĕсмарланаççĕ, кăмăрчакланаççĕ. Пĕверĕн сыпăнтаруллă-тĕртĕмлĕ элеменчĕсем вăйлă ÿссе каяççĕ, цирроз аталанать. Ват çулĕсенче извеçĕн тăвар катăкĕсене тата тăсăлакан сарă-хăмăр шĕвек тупаççĕ. Çын сиенсĕрлетмен органсене, сăмахран, пĕвере çисе, фасциолезпа чирлеме пултарать. Вăйра тăракан ветеринари законодательствипе килĕшÿллĕн, выльăхсен органĕсенче фасциолез асăрхасан, сиенленнĕ пайĕсене уйăрса илсе техникăлла утилизацие яраççĕ е тĕп тăваççĕ, улшăнман пайĕсене тата аша апатра усă кураççĕ. Органăн иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен ытла сиенленнĕ чухне ăна (çав органа) пĕтĕмпех техникăллă утилизацие ăсатаççĕ е тĕп тăваççĕ.
19 октября 2011 г. г. | Н.ТИМОФЕЕВА. Тăвай ялĕ.
“Пыл сиплĕ çимĕç иккенне пĕлетпĕр-ха. Хамăр килте хурт-хăмăр ĕрчетейместпĕр, çавăнпа сутăн илетпĕр. Банкăна вара çутă вырăнтах тытатпăр. Тĕрĕсех упратпăр-ши? Мĕнле чирсенчен усăллă вăл?“
Сиплекен апат-çимĕçрен пыл чи малта тăрать. Чăнах та, пыл – чи тутлă апат-çимĕç те, чи сиплĕ эмел те, илемпе çамрăклăха упраканни те. Пыл апат хуранĕнче пит хăвăрт ирĕлет. Вăл пÿрепе пыршăсене лайăхрах ĕçлеме пулăшать. Унăн тепĕр паха енĕ – вăл çынна энерги сахăртан ытларах парать пулин те, унра калорисем сахал. Çавăнпа та диетăра ларнă вăхтра пыл çиекен мăнтăрланмасть. Ирпе выçă хырăмпа пĕр стакан ăшă шыв çине пĕр чей кашăкĕ пыл ярса ĕçме сĕнетпĕр. Унта лимон татăкĕ ярсан пушшех те лайăх. Кун пек туни сирĕн организма тасатма пулăшать, сăн-пит çуталать, кĕлетке пăсăлмасть, юн тасалать. Вăрттăнлăхĕ – пыл организмра час ирĕлни. Ăшă шывра вăл çичĕ минутра апат хуранĕнче ирĕлет. Пыл бактерисене пĕтерни те паллă. Ăшă шывра унăн бактерисемпе кĕрешес вăйĕ икĕ хут ÿсет иккен. Пыла 40 градус таранччен е ытларах вĕрилентерсе, ирĕлтерсен унра витаминсем пĕтеççĕ. Ирĕлтернĕ пылра усăлли юлмасть. Пыла тĕрĕс усрамалла. Унăн виçĕ тăшман: нÿрĕк, çутă тата пысăк температура. Нÿрлĕ çĕрте тытсан вăл нÿрĕке хăй çине туртса илет те йÿçме тытăнать. Хĕвел çути пылри витаминсене пĕтерет. Çиелтен пăхсан вăл улшăнмасть пулин те, усси юлмасть.
23 августа 2011 г. г. | С.Иванов
Ĕçлесе юсанмалли колонирен С.Иванов айăпланакан административлă надзор мĕне пĕлтернине тата çав закон кама пырса тивнине ăнлантарса пама ыйтать.
“Кăçал июлĕн 1-мĕшĕнчен “Ирĕклĕхсĕр ларнă çĕртен таврăнакансене пăхса тăмалли административлă надзор çинчен” федераллă Закон "64;" вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ирĕклĕхсĕр ларнă çĕртен айăплав вăхăчĕ тухмасăр таврăнакан çул çитнĕ çынна, йывăр е уйрăмах йывăр преступленишĕн судпа айăпланине пăрахăçламан пулсан, суд йышăнăвĕ тăрăх контроллесе тăраççĕ. Айăплав вăхăтĕнче айăпланакан çирĕплетнĕ йĕркесене сĕмсĕррĕн пăссан е ирĕке тухнă хыççăн обществăри йĕркелĕхе çулталăкра икĕ е ытларах та хут пăсрĕ пулсан, унашкал çын каллех надзорта тăма тивĕç. Çул çитмен ачасене мăшкăлланă е мăшкăллама тăнăшăн айăплавра пулнă, çавăн пекех преступленин хăрушă е уйрăмах хăрушă рецидивĕ пур çынсене те надзорта хăвараççĕ. Айăплавра пулнă çынна сăнаса, контроллесе тăмалли вăхăт çул çитменнисем тĕлĕшпе тунă преступленисемшĕн 1 çулталăкран пуçласа 3 çулталăк таранччен пыма пултарать, хăрушă е уйрăмах хăрушă рецидив пулсан – айăплав вăхăтне пăрахăçличченех. Надзорта тăракан çын обществăри йĕркелĕхе тăтăш пăсать пулсан, суд надзор вăхăтне малалла тăсма е, çын хăйне лайăх тытсан, çав вăхăта чакарма пултарать.
19 августа 2011 г. г. | В.АЛЕКСЕЕВ. Çăлпуç ялĕ.
Ир çитĕнекен купăста çирĕп пуç чăмăртаса çурăлма пуçларĕ. Ăна касса пуçтарса хутăмăр. Анчах та тăварламалли купăста çулçисене тем шăтарать. Пăхсан, хурт таврашĕ те курăнмасть. Наркăмăш та пĕрĕхтертĕмĕр – усси çук. Мĕн туса пăхмалла-ши?
Сирĕн купăстан çулçисене ахăртнех улиткăсем шăтараççĕ. Вĕсем кун çутинче хăма татăкĕсем, чул айĕсенче пытанаççĕ, çĕрле “сунара” тухаççĕ. Çавăнпа та июль вĕçĕпе август пуçламăшĕнче купăста тавра хыр-чăрăш лăссисем хурса çаврăнмалла. Енчен те купăста пуç çавăрнă вăхăтра çĕрет пулсан, ăна метронидазол (аптекăра сутаççĕ) ирĕлчĕкĕпе пĕрĕхтереççĕ. 5 литр шыв çине 2 таблеткăна имĕрсе ямалла. Çакна купăста çĕрнине асăрхасанах пурнăçламалла. х х х Хăяра куллен ăшă шывпа шăвармалла. Кĕлпе, ĕне каяшне йÿçĕтсе шывпа хутăштарса е комплекслă шĕвĕ удобренисемпе виçеллĕ апатлантармалла. Сарăхнă çулçисене, айккинелле каякан хунав туратсен вĕçĕсене чĕпĕтсе татмалла. Суя çăнăх сывлăмĕнчен хÿтĕлесе ешĕл сенкер ирĕлчĕкĕпе пĕрĕхтерме юрать.
05 августа 2011 г. г. | В.СТЕПАНОВ. Тăвай ялĕ.
“Утă уйăхĕн 21–24-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Чăваш спортсменĕсем палăрнă-ши унта?“
Чăваш атлечĕсем те ăмăртусенче хăйсене тивĕçлипе кăтартнă. 3 пин метра чăрмавсем урлă чупакансенчен Красноармейски районĕнчи Яманак хĕрĕ Людмила Кузьмина 9 минут та 26,03 çеккунтра чупса тухса Кăнтăр Корейăра çурлан 27-мĕшĕнче уçăлакан тĕнче чемпионатне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Кунта кайма, сăмах май, Муркаш районĕче çуралнă Вера Соколова маларах путевка çĕнсе илнĕччĕ. Вăл 20 çухрăма хăвăрт утассипе Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕччĕ. Шупашкарта иртнĕ ăмăртура çавăн пекех тепĕр ентеш – Раççей спорчĕн мастерĕ Марина Максимова сăнă ывăтассипе иккĕмĕш вырăна тухнă.
02 августа 2011 г. г. | Редакцие килнĕ çыруран.
“Иртнĕ çул упăшка вилнĕ хыççăн икĕ ачапа тăрса юлтăм. Асли салтака кайса килнĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни шкула çÿрет. Хам ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăратăп. Тăрантарса тăракансăр юлнăшăн пенси пама пултараççĕ-и?“
РФ Пенси фончĕн Тăвай районĕн управленийĕн начальникĕ Л.В.Яковлева хуравланă тăрăх, тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенсипе çаксем усă кураççĕ: –амăшĕнчен е ашшĕнчен тăлăха юлнă 18 çула çитмен ачасем, вĕрентÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа (очно) пĕлÿ илекен 23 çул тултарман çамрăксем; –упăшки вилнĕ хыççăн тăлăха юлнă ĕçсĕр хĕрарăм, енчен те вăл 14 çул тултарман ачана пăхать тата мăшăрĕнчен саккунпа уйрăлман пулсан. Ĕçсĕрлĕх пособийĕ тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан пенсие илме чăрмантармасть.
18 марта 2011 г. г. | Е.СИДОРОВА.
“Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ ман ывăла кăçалхи нарăсăн 14-мĕшĕнче УК 162 статйипе айăпласа 4 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăнчĕ. Вăл халь ăçта – çакна паян кунччен те пĕлместĕп. Юсанмалли учреждени администрацийĕн мана ывăл айăплав вăхăтне ăçта ирттернине пĕлтермелле-и?
–Сирĕн ывăлăрăн РФ УИКăн 73 статйин требованийĕсемпе килĕшÿллĕн айăплав вăхăтне хамăр республика территорийĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле режимлă юсанмалли учрежденире ирттермелле. Уйрăм тĕслĕхсенче айăпланнă çын сывлăхне е вăл килĕшнипе унăн хăрушсăрлăхне тивĕçтермеллине кура ăна Раççей Федерацийĕн урăх субъекчĕн территорийĕнчи тивĕçлĕ колоние яма пултараççĕ. Айăпланнă çын колоние çитни пирки юсанмалли учреждени администрацийĕн унăн тăванĕсенчен пĕрне (çын кама пĕлтермеллине хăй калать) вунă кунран кая юлмасăр пĕлтермелле.
11 февраля 2011 г. г. | А.ИЛЬИН, д.Уразкасы.
Как можно получить землю для развития личного подсобного хозяйства?
Для ведения личного подсобного хозяйства могут использоваться земельный участок в границах населенного пункта "приусадебный земельный участок" и земельный участок за пределами границ населенного пункта "полевой земельный участок". Приусадебный земельный участок используется для производства сельскохозяйственной продукции без права возведения на нем зданий и строений. Максимальный размер общей площади земельных участков, которые могут находиться одновременно на праве собственности и "или" ином праве у граждан, ведущих личное подсобное хозяйство, не должен превышать одного гектара. Для приобретения в собственность земельного участка для ведения личного подсобного хозяйства заинтересованное лицо должен подать письменное заявление на имя главы Янтиковского района. В отношении земельного участка выполняются кадастровые работы. Определяется рыночная стоимость земельного участка и объявляется аукцион по продаже данного земельного участка. С победителем аукциона заключается договор купли-продажи земельного участка.

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика