АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхă та тимлĕ Пулар (Правопорядок)

18 июля 2008 г.

Район территорийĕнче террорла ĕçсем пулассинчен сыхланас тĕлĕшпе ятарлă мероприятисем сахал мар туса ирттереççĕ. Ку енĕпе шалти ĕçсен пайĕн çирĕплетнĕ план пур. Террора хирĕç кĕрешмелли ĕçсен, хÿтлĕх тĕллевĕсемпе задачисем çинчен кашни канашлурах калаçатпăр. Пĕлтерĕшлĕ объектсем çумне сотрудниксене çирĕплетнĕ. Милици нарячĕсем вĕсене тата халăх ытларах пулакан вырăнсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Çавăн пекех грузпа иртекен автотранспорта, иккĕлентерекен çынсен докуменчĕсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Кашни шкултах, çавăн пекех учрежденисемпе предприятисенче, организацисенче терроризм темипе калаçу-занятисем йĕркелетпĕр, “Антитеррор” операцисем ирттеретпĕр.
Терроризм çулне пÿлмелли чи шанчăклă меслет – пирĕн кулленхи тимлĕх. Кашни çыннăнах хăй пурăнакан çĕрте, подъездра, ытти обществăлла вырăнсенче сыхлăха çухатмалла мар. Путвалсене, маччана хăпармалли алăксене питĕрсе çÿремелле. Çынсем пурăнакан вырăнсенче дежурство, ялсенче каçхи хурал йĕркелемелле. Нумай хутлă çуртсен пĕрремĕш хутĕнчи чÿречесене тимĕр решеткесемпе картлани те вырăнлă.
Теракт пулас хăрушлăх тухса тăрсан:
–чÿрече каррисене хупмалла;
–васкавлăн эвакуациленме документсене, хаклă япаласене, хăвăрт пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсене хатĕрлесе хумалла;
–малтанхи пулăшу пама кирлĕ медицина хатĕрĕсене ал айĕнче тытмалла;
–çынсем уйрăмах йышлă пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла.
Нумай чухне терактсем террористсем çынсене заложнике илнипе вĕçленеççĕ. Кун пек чухне те çухалса каймалла мар, ыттисене пулăшма тăрăшмалла. Хăвăрăн тыткаларăшăрпа бандитсене ан вĕчĕрхентерĕр, хирĕç тăма ан хăтланăр – çакă хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Терактсем ытларах ăçта пулма пултараççĕ-ха; Вокзалта, пасарта, стадионта, магазинсенче, вĕренÿ, культурăпа кану вырăнĕсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче, больницăра, путвалсенче...
Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласем: хуçасăр сумкăсемпе чăматансем, тулли хутаçсемпе ещĕксем, çурт çывăхне палламан çынсем пĕр-пĕр транспорт хатĕрĕ лартса хăварни.
Уйрăм паллăсем: пăрахса хăварнă япаласенчен проводасем тухса тăни, вĕсенче сехет шакканă сасă илтĕнни, хăйне майлă уйрăм шăршă кĕни. Иккĕлентерекен япалана алăпа тытмалла мар, ун çывăхне çынсене ямалла мар. Çав вăхăтра сотовăй телефонпа калаçни те инкек патне çитерме пултарать: çыхăну хумĕ сирпĕтме пултаракан хатĕре ĕçлеттерсе ярас хăрушлăх пур.
Сирпĕтмелли хатĕре асăрхасан, пĕр тăхтаса тăмасăр шалти ĕçсен районти пайне пĕлтермелле.
Терроризм – общество тăшманĕ. Теракт пуласран пурте яланах сыхă та тимлĕ пулар.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика