18 июля 2008 г.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район сучĕ 23 уголовнăй ĕç пăхса тухнă, вĕсем тăрăх айăплă 22 çынна явап тыттарнă. Икĕ çынна ирĕксĕрлесе психиатри больницине ăсатма йышăннă. Пĕр çынна суд залĕнчех арестлесе ирĕклĕх прависĕр хăварнă.
Суд айăплă çынсенчен саккăрăшăнне ирĕклĕх правине тĕрлĕ вăхăта туртса илнĕ, 6 çынна (вĕсенчен пĕри – çул çитмен çамрăк) условно айăпланă, 3 çынна юсанмалли ĕçсене явăçтарнă, 5 çынна штраф тÿлеттернĕ.
Камсем-ха преступлени тăвакансем; Вĕсенчен виççĕшĕ – хĕрарăмсем, виççĕшĕ – ниçта та ĕçлемен çынсем, вун пиллĕкĕшĕ ĕçлеме тивĕçлĕ ÿсĕмри, анчах ĕçлемен-вĕренмен (укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тупăш çук) çынсем, виççĕшĕ – çул çитмен çамрăксем. Пĕр преступление икĕ çын пĕрле, 9 çын ÿсĕрпе, вуннăшĕ унччен судпа айăпланнăскерсем тунă.
Суд пăхса тухнă уголовнăй ĕçсенчен ытларахăшĕ (43 проценчĕ) вăрлассипе, 8,6 проценчĕ закона пăсса хĕçпăшал тытнипе, хĕрарăма мăшкăлланипе çыхăннă.
Уголовнăй ĕçсем тăрăх пулнă приговорсене пурнăçа кĕртекен инспекци представленийĕсем тăрăх суд çакăн пек ĕçсем пăхса тухнă:
–айăплав вăхăчĕ тухиччен условно ирĕке кăларнă 1 çынна тепĕр хут ирĕклĕх прависĕр хăварнă;
–2 çын тĕлĕшпе условнăй айăплава вăхăт тухиччен пăрахăçланă;
–12 çын тĕлĕшпе условнăй айăплав вăхăтне малалла тăснă;
–условнăй йĕркепе айăплă 4 çын тĕлĕшпе, айăплав вăхăчĕ тухиччен палăртнă тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыманшăн, суд условнăй айăплава пăрахăçласа, ăна чăннипех пурнăçа кĕртме йышăннă.
2 çыннăнне ĕçлесе юсанмалли вăхăтне ирĕклĕх правине туртса илнипе ылмаштарнă.
Унсăр пуçне 2 çын пирки (иккĕшĕ те çул çитмен çамрăк) арестлеме ыйтнă 2 ходатайствăна пăхса тухнă, иккĕшне те тивĕçтернĕ, 1 çын пирки унăн арест вăхăтне тăснă.
Айăплă тесе шутлакан арестленĕ 1 çынна медицина е психиатри стационарне яма ыйтса çырнă 1 ходатайствăна тивĕçтернĕ.
Çавăн пекех хуçисенчен ирĕк илмесĕр кил-çурта пăхса çаврăнса обыск тăвас пирки 6 ходатайство пулнă, вĕсене пурне те татса панă.
Шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕн уголовнăй ĕç пуçарас пирки кăларнă постановленийĕпе килĕшмесĕр пулнă 1 çăхава пăхса тухнă, ун тăрăх суд ĕçе чарса лартма йышăннă.
Административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă ĕçсене те пăхса тухса мерăсем йышăннă. Вĕсем вăя кĕрсе ĕлкĕриччен пырса кĕнĕ 10 çăхавпа протеста пăхса тухнă, маларах пулнă 8 постановление пăрахăçланă.
Çур çулта 81 гражданла ĕç пăхса тухнă, 71-ĕшĕнче ыйтнине тивĕçтернĕ, 4 ĕçе пăхса тухмасăр хăварнă, 5 ĕçе чарса лартнă, 1 ĕçе пăхса тухма урăх суда ярса панă.
Пăхса тухнă гражданла ĕçсенчен ытларахăшĕ юридици пĕлтерĕшлĕ фактсене çирĕплетессипе (55,5 процент), 9,8 проценчĕ пурлăха еткерлĕх йĕркипе илес тавлашусемпе çыхăннă. Пенси законодательствине пăснă тĕслĕхсем пирки çĕкленĕ тавлашусем 6,1 процент йышăнаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"