18 июля 2008 г.
Районти ача-пăча библиотеки çу кунĕсенче те çамрăк вулакансенчен татăк тăмасть. Кăçалхи çур çулта вĕсен йышĕ 1500 çынна çитрĕ, вĕсене 20400 кĕнеке панă. Хуларан аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне канма, пулăшма килнĕ ачасем кĕнекепе уйрăмах туслă.
Библиотекăра çавăн пекех хаçат-журналти кăсăклă статьясемпе, пуç ватмăшсемпе, викторина-вăйăсемпе паллашма пулать. Кунта “Советская Чувашия”, “Çамрăксен хаçачĕ”, “Ял ĕçченĕ”, “Тетте”, “Самант”, “Простоквашино”, “Тошка и компания” тата ытти пичет кăларăмĕсем килсе тăраççĕ. Райадминистрацире ĕçлекен В.Чайкин спонсорла пулăшу шучĕпе библиотекăна иккĕмĕш çур çулшăн “Школьники” тата “Школьники постарше” хаçатсем, 5 курс студентки Т.Иванова “Чем развлечь гостей;“ журнал çырăнса пачĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"