18 июля 2008 г.
Выльăх-чĕрлĕхрен паха продукци илесси ăна мĕнпе тата мĕнле тăрантарнинчен нумай килет. Халĕ районта шăпах выльăхсене хĕллехи вăхăтра çитерме апат хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Ветеринари служби апат пахалăхĕпе куллен интересленет. Ку таранччен хатĕрленĕ выльăх апачĕн 70 процентне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ: тĕрĕсленĕ утăн 40 проценчĕ – пĕрремĕш, 35 проценчĕ – иккĕмĕш, 25 проценчĕ виççĕмĕш класа тивĕçтерет. Çанталăк кăларса тăратнă кăткăс условисем лару-тăрăва пушшех йывăрлатаççĕ. Акă июнĕн 10-мĕшĕнче специалистсем “Шимкусский” ЯХПКра пулчĕç. Хуçалăх ĕне фермине 1000 рулон (приходлани 151 тонна) клеверпа люцерна хутăшĕ турттарса хунă. Утă хранилищине вентиляци вырнаçтарман, нÿрĕклĕх пысăк. Сăмсана тÿрех çĕрсе кăвакаракан утă шăрши çапать. Рулон çине ура пусатăн та, вăл тислĕк çинчи пек путать. Утă йăлт хĕрсе кайнă. Пахалăх пирки хуçалăхри тĕп специалистсемпе, ертÿçĕпе сăмах хускатрăмăр та, вăл никамах та пит кăсăклантарманнине сисрĕмĕр. Агрономăн, ав, уя хăвăрт пушатмалла. Мĕншĕн-ха чĕрĕ курăка утă хранилищине кĕртсе кăмпа (фузарио, аспергилл) токсинĕсемпе наркăмăшлантармалла, хĕллехи вăхăтра наркăмăшлă апат çитерсе выльăхсене чирлеттермелле; Иртнĕ вунă çулхи анализ фуражлăх тырă фузарио токсинĕпе чирли çинчен калать. Апата пула выльăхсем микотоксикозпа чирлесси сарăлса пыни ветеринари специалисчĕсене самай пăшăрхантарать.
“Красная Чувашия” ЯХПК-ри ĕне ферминчи тĕрĕслев те çавнах çирĕплетет. Кăвакара пуçланă тырă çитернипе пăрусем аптраççĕ, ĕнесем тăтăш хырăм пăрахаççĕ, вилĕ е чирлĕ пăрусем çуралаççĕ. Выльăха ерттернĕ хыççăн хромосомсем тепĕр хут саланса каяççĕ, асас тапхăр 90-100 кун таранччен тăсăлма пултарать. Организмри токсинсем иммунитета хавшатаççĕ, темиçе сиктерсе те ĕнесем хĕсĕр юлаççĕ.
Хуçалăх ертÿçисемпе специалистсен выльăх апачĕ хатĕрлес, ăна упрас ыйтусене куллен тимлĕхре тытмалла. Чĕрĕрех утта пресласа хума юраманнине пурте пĕлеççĕ. Сенаж хатĕрленĕ чухне те симĕс масса нÿрĕклĕхĕ 60 процентран пысăк пулмалла мар, унсăр пуçне ăна хытă пусăрăнтармалла, микробсемпе кăмпасене ĕрчеме сывлăш ан юлтăр тесен. Пĕр сăмахпа, хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне технологие çирĕп пăхăнмалла, çанталăк е ыттисем çине йăвантармалла мар. Ку вăл хуçалăх руководителĕсен, специалистсен тивĕçĕ.
Тата тепĕр хут аса илтеретĕп, утта, унри нÿрĕклĕх 24-25 процентран пысăкрах пулсан, преслама юрамасть, вăл хăй тĕллĕн хĕрсе каять, унра кăвакартакан кăмпасем хăвăрт аталанма тытăнаççĕ. Утăри нÿрĕклĕх 22 процентран пысăкрах пулсан, ăна вĕртерсе типĕтмелле. Çапла тума май килмесен, уйра тепĕр талăк тытмалла, çавăн хыççăн тин пресламалла.
Силос массинче те, нÿрĕклĕх пысăк пулсан, тутлăхлă япаласем сĕткенпе пĕрле юхса тухса нумай çухалаççĕ. Вĕсене упраса хăварас тесен, масса çине типĕ компонентсем, хими консерванчĕсем (проминпа кăткă кислотисем, натри пиросульфачĕ) хушаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"