18 июля 2008 г.
Пирĕн районта çĕрулми çитĕнтерессипе ытларах ĕçлекен хуçалăхсем те пур. Ку енĕпе юлашки вăхăтра “Родник” тулли мар яваплăхлă общество çитĕнÿсем тăвать. Асăннă коллектив иртнĕ çул та лайăх тухăçлă çĕрулми илнисен йышĕнче пулнă. Кăçал та обществăра 85 гектар вырăн панă ку культурăна.
Иртнĕ кунсенче çĕрулми мĕнле çитĕннипе экономикăпа пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванеркепе тĕп агрономĕ Н.Краснов вырăна тухса интересленнĕ. “Çĕрулмин элитлă вăрлăхĕсене тĕпчес енĕпе начар мар ĕçлетпĕр. “Невский”, “Удача”, “Рокко” сортсене кÿрсе килсе лартрăмăр кăçал. Хăвăрах куратăр çĕрулми аван çитĕннине. В.Николаевпа М.Волков механизаторсем калчасене тĕрлĕ чир-чĕртен тата колорадо нăррисем çисе ярасран иккĕмĕш хут сапаççĕ ав. “Моспилан”, “Манкоцеб”, “Кристалин” имçамсемпе усă куртăмăр”, – хăйсем мĕнле ĕçлени пирки кĕскен каласа кăтартнă общество ертÿçи А.Петров.
Ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Ванерке çăлпуçсен тăрăшулăхĕпе кăмăллă юлнине пĕлтернĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем панă юлашкинчен.
Сăн ÿкерчĕкре: управленин тĕп агрономĕ Н.Красновпа общество ертÿçи А.Петров калчасен ÿсĕмĕпе кăмăллă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"