АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăвай Ен” – Михайловкăн 100 çулхи юбилейĕнче (Общество, культура, история)

15 июля 2008 г.

“Тăвай Ен” – Михайловкăн 100 çулхи юбилейĕнче (Общество, культура, история)

 
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Кемĕр облаçĕнче чăваш культурин 5-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Ăна Прокопьевск районĕнчи ентешсем пурăнакан Михайловка ялĕ 100 çул тултарнине халалланă. Шăпах çакăнта вырнаçнă пĕтĕм Кузбасри чăвашсене пĕрлештерекен культура центрĕ. 100 çул каялла тымар янă вĕсем кунта, пирĕн районтан тухса кайнă мăн асаттесемпе асаннесем. 2002 çырав тăрăх Кемĕр облаçĕнче 15480 чăваш пурăнать. Прокопьевск районĕнче вара пурăнакан халăхăн 10 проценчĕпе танлашать.
Çак район администрацийĕн пуçлăхĕ Риннат Федорович Ахметгареев хăй “Тăвай Ен” ансамбльне Çĕпĕрти чăвашсен фестивальне хутшăнма ыйтса ЧР культура министрĕ Р.М.Лизакова патне çыру янă.
Райадминистрацин культурăпа социаллă аталану, спорт пайĕн пуçлăхĕ Г.Масленников ертсе пыракан ушкăн Кузбасс тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче пулнă хыççăн “Ял ĕçченĕ” хаçат корреспонденчĕ Р.Шумова Геннадий Арсентьевичран фестиваль, аякра вырнаçнă чăвашсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтнă.
– Çулçÿревĕн пĕр енне 3570 çухрăм, пĕтĕмпе вара 7 пин ытла километр хыçа хăварса, Хусан, Уфа, Челябинск, Курган, Тюмень, Омск, Новосибирск, Новокузнецк, Прокопьевск хулисем витĕр тухса Михайловка ялне июнĕн 29-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Çăкăр-тăварпа, чĕрĕ чечексемпе ăшшăн кĕтсе илчĕç тăвайсене Кемĕр чăвашĕсем.
Михайловка ялĕнче 300 яхăн кил. Пине яхăн çын пурăнать, вĕсенчен 80-90 проценчĕ – чăвашсем. Пĕр-пĕринпе хамăр чĕлхепе калаçаççĕ. Пирĕн енчи пек урамсем, пÿртсем, мунчи-хапхисем...Тăвайри пекех туятăн хăвна. Пилĕк çул каялла (2003 çулта пулнăччĕ Тăвай артисчĕсем юлашки хут кунта) тума пуçланă чиркÿ ĕçлеме пуçланă. Ял урамĕсене асфальт сараççĕ. Чăннипех пултаруллă пирĕн ентешсем. Ĕçченлĕхĕшĕн, ĕçе тĕплĕ тунишĕн мухтаççĕ вĕсене.
Пултаруллă тенĕрен, çак ялти чăваш çемйине – Александра Васильевнапа Павел Романович Афанасьевсене палăртмасăр май çук пулĕ. Асамлă тĕнчене, юмахри теремока аса илтерет вĕсен çурчĕ. Иккĕшĕ те питĕ кăмăллă, тарават çынсем. Пирĕн чĕресенче вĕсем ырă йĕр, илемлĕ те ăшă туйăмсем хăварчĕç. Кил пуçĕн несĕл тымарĕсем Енĕш Нăрвашри Ванеркесен йăхĕпе çыхăннă. Павел Романович мăшăрне, вырăс майрине, чăн чăвашла калаçма вĕрентнĕ. Хăй вара Кемĕр тăрăхĕнче чи ăста алăллă çынсем шутĕнче. Килĕнче фабрик-заводра туса кăларнă пĕр сĕтел-пукан та çук. Пурте хăй эрешлесе ăсталанăскерсем. Кил çуртне, мунчине, ытти пĕтĕм хуралтине, умывальникне, сăра ĕçмелли алтăрне, кашăкĕ таранчченех йывăçран касса хитрелетсе . Енĕш Нăрвашсем мĕн ĕлĕкренех йывăç ăстисемпе палăрнă. Вĕсенчен пĕр “ылтăн” пĕрчийĕ вара Çĕпĕр çĕрĕ çине те лекнĕ. Кемĕр область губернаторĕ А.Тулеев халăх пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнăшăн панă грамота чи сумлă вырăнта çакăнса тăрать Афанасьевсен килĕнче.
Пĕтĕм Кузбасри чăваш культура центрĕн ертÿçин В.Ф.Антоновăн мăн аслашшĕсем Михайловка ялне никĕслесе тымар яракансем пулнă. 1992 çулта Василий Филиппович хăйсен йăх тымарĕсемпе кăсăкланса Çăлпуçне килсен хывăннă тăвайсен туслăх кĕперĕ аякри йăхташсемпе. Вĕри чун-чĕреллĕ чăваш хастарĕ В.Антонов чăвашлăха аталантарас, унăн сумне çĕклес енĕпе пĕтĕм вăй-халне парать, тесе палăртрĕç фестиваль пынă кунсенче те.
Хăй вăхăтĕнче Тăвай тăрăхĕнчен кайса Михайловка ялне пуçарса яракансене чыс туса кăçал çимĕк умĕн масара пырса кĕнĕ çĕрте мрамор палăк лартнă. Унта сумлă пирĕн ентешсен хушамачĕсем çырăннă. Тепĕр хут палăртса хăварасшăн, Чăваш Республикин Тăвай районĕнчен тухнă çынсем тесех çырса хунă çав асăну палăкĕ çине.
Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, паттăррăн çапăçса пуç хунă çынсене асăнса Прокопьевск район администрацийĕ 3 томлă «Асăну» кĕнеки кăларнă. Унта Михайловка ялĕнчи пирĕн тăрăхран тухнă çынсен хушамачĕсем те пур. Унпа эсир районти тĕп библиотекăра паллашма пултаратăр.
Михайловка ялĕн пĕр ĕмĕрхи уявĕ фестивальпе, чăваш культура центрĕн çĕнĕ çуртне уçнипе пĕр килчĕ. Ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене аталантарма районти “Хĕлхем”("1943 çулта йĕркеленĕ), ачасен “Чĕкеç” ансамблĕсем хăйсен тÿпине хываççĕ. Фестивале Прокопьевск, ытти районсенчи чăваш ансамблĕсем, фольклор ушкăнĕсем – пурĕ 15-ĕн – хутшăнчĕç. Чăвашлăх уявне 3 пине яхăн çын пуçтарăннă. Ăна ирттерме 16 млн. тенкĕ уйăрнă, терĕç. Пирĕн ансамблĕн уяв программи çур сехет ытла тăсăлчĕ. Ялта тата 4 концерт патăмăр. Чăваш юррисĕр тунсăхланă тухса çÿреймен ватăсем патĕнче те пултăмăр. Вĕсем асатте-асаннесен тумне, ĕлĕкхи несĕлсен юрри-ташшине курса-итлесе савăнчĕç. Михайловкăсăр пуçне “Тăвай Ен” ансамбль районти ытти чăваш ялĕсенче те пулчĕ. Аваллăх чаршавне сирсе паянхи эстрада юррисене те шăрантарчĕ. Мĕн чухлĕ хавхалану, çĕкленÿ кÿмерĕç пулĕ пирĕн артистсем – Валентина Александрова, Римма Маркова, Вера Абржина, Наталия Иванова, Татьянăпа Владислав Степановсем, Надежда Иванова, Федор Трифонов.
Чăваш культура центрĕн çĕнĕ капмар та илемлĕ çуртне уçнă, фестиваль ячĕсемпе Кемĕр область губернаторĕн çумĕ, Прокопьевск район администрацийĕн пуçлăхĕ, ытти яваплă çĕрте ĕçлекенсем, пирĕн делегаци те саламларĕç. Тухса калаçакансем центр ĕçне пысăка хурса хакларĕç, тăван халăхăмăрăн чĕлхине, культурине, авалхи йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕç.
Кунти чăвашсене чун апачĕ çитменни палăрчĕ. Ял çыннисем чăвашла вуласшăн. Тăван чĕлхепе хаçат-журнал, кĕнекесем сахал килсе тăраççĕ. Ĕлĕкхи уявсен сценарийĕсене ыйтаççĕ. Хăш-пĕр чăваш ташшисене вĕрентсе, компьютер çине 600 ытла чăваш юрри çырса хăвартăмăр. Кассеттăсем, чăваш символĕсем, хамăр республикăри паллă композиторсемпе юрăçсем çинчен кĕнекесем, юрăсен пуххисем, наци тĕррисем парнелерĕмĕр. Чăваш бальзамне, “Аккондăн” пылак çимĕçĕсене тутанса пăхмалăх илсе кайрăмăр.
Районти “Ял ĕçченĕ” хаçата питĕ килĕштереççĕ кунта. Район хыпарĕсене пĕрле пуçтарăнса вуланине каласа кăтартрĕç. Эпир маларахри çулсенчи пек вĕсене кăçалтан район хаçатне çырăнса пама шантартăмăр.
Аякри тăвансем хушшинче чăвашлăха сарас енĕпе хастар ĕçленĕшĕн, фестивале активлă хутшăннăшăн Прокопьевск район администрацийĕ “Тăвай Ен” халăх ансамбльне Диплом тата пурне те сумлă парне парса чысларĕ. Пирĕн ушкăн виçĕ кун хушшинче Çĕпĕр çĕрĕ çинче 14 концерт пачĕ. Пур çĕрте те пире тараватлăн кĕтсе илчĕç. Пĕрле юрларĕç, ташларĕç, чунĕ туличчен савăнчĕç. Акă мĕнле вăйлă, хăватлă вăл юрă-кĕвĕ, халăх пултарулăхĕ. “Тăвай Ен” ансамбль туса пыракан ĕç чăннипех пархатарлă, терĕç вĕсем. Тăвайсем туслă çыхăнăва малалла тăсма шантарчĕç.
–Мĕнлерех илемлĕ-çке аякри тăвансемпе курнăçни. Эпир сире яланах хавас, 5 çулта пĕрре мар, тăтăшрах килсе çÿрĕр. Çул укçине хамăр пухса ярса паратпăр,– тесе куççуль витĕр кĕтсе илсе куçĕсене шăлса ăсатрĕç пире кунти чăвашсем. Вĕсенчен эпир Тăрмăшри, Енĕш Нăрвашри, Тăвайри, Улянкăри, Çăлпуçĕнчи, Эльпуçĕнчи тăванĕсене çырусем, саламсем, парнесем çитертĕмĕр.
Аякри тăвансем патне çитсе килме пулăшнăшăн Тăвай район администраци пуçлăхне Н.Иванова, В.Кузьмин, Г.Сергеев, И. Грабовенко, В.Семенов, С.Хумышев, Н.Кольцов, А.Петрова предпринимательсене, А.Игнатьевпа А.Егоров водительсене питĕ пысăк тав.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Пĕтĕм Кузбасри чăваш культура центрĕ умĕнче аякри тăвансемпе тĕл пулнă самантра

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика