15 июля 2008 г.
Сăмах Кивĕ тата Çĕнĕ Пуянкасси ялĕсем пирки пырать, тĕрĕсрех – çула тухакансем пирки. Канашран килекен автобус Пуянкасси клубĕ тĕлне çити 4 хутчен килет. Пĕр рейс Нÿшкассине каяканни те кĕрсе çаврăнать. Анчах вĕсем пĕри те яла кĕмеççĕ. Шутласассăн, Çĕнĕ Пуянкасси пĕчĕк ялах та мар. Нумайăшĕн ялтан клуб патне тухма çухрăмран кая мар утмалла. Ялти магазин тĕлне кĕрсе çаврăнмалла йĕркелеме çук-ши рейссене;
Иккĕмĕшĕнчен, çыннăн çула кирек мĕнле çанталăкра та тухма тивет. Чĕресрен тăкнă пек çумăрта та, асар-писер тăманра та, вичкĕн çилре те. Анчах кĕтекен е анса юлнă пассажирсемшĕн нимле хÿтлĕх те çук. Эльпуçне каякан е çав енчен килекен автобус çине тухакансен Атлă çырми енче çул хĕррине лартнă “павильон” пекки патнелле утмалла. Хÿшĕ тейес хÿшĕ мар, унта йытă пытанмалăх вырăн та çук. Кам шутласа кăларнă-ши çав япалана, проект туса укçа та илнĕ ĕнтĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ларать, анчах никама та тивĕçтермест. Çăвар хуппишĕн тунă япала кăна. Туалечĕ те çук.
Кивĕ Пуянкасси çыннисенчен ытларахăшĕ автобус çине ферма патне тухать. Тăвайран хăпаракан автобус пушăрах чух кĕтекенсем клуб патне ларса каяççĕ-ха, тулли пулсан, каллех пĕр хÿтлĕхсĕр уйра шакăртатса тăмалла.
Çакна та асăнса хăвармалла. Кивкассенчен ытларахăшĕ ферма патĕнче мар, ялалла пăрăнса кĕрекен асфальтлă çул хĕрринче анса юлас кăмăллă. Пылчăк ашиччен тата, кунтан кил те çывăхрах, çул çинчех магазинсем – эппин остановки те çав вырăнта пулмалла пек туйăнать. Кунта та кĕтекенсем валли тепĕр хÿтлĕх кирлĕ, паллах, туалетпа пĕрле. Ферма патне анакансен пĕрех машинăсем çÿрекен çак асфальт çул тăрăх утмалла, транспорт хатĕрĕ çапса хăварас хăрушлăх та пысăк.
Çак ыйтусене вырăнти, районти пуçлăхсем, пассажирсем турттаракан автотранспорт предприятине ертсе пыракансем тимлĕх уйăрасса шанас килет.
РФ Патшалăх Думин суйлавĕ умĕн Павел Семенов кандидата суйлавçăсем Кивкаспа Çĕнкас хушшине асфальтлă тротуар тутарма наказ панăччĕ. Икĕ ял хушшинчи уçлăха йĕпе-сапара утса тухма тем кирлĕ мар. Машина-трактор паркĕнчи тăмлă тăпра урари атта та хывса юлма пултарать. Кивĕ Пуянкассинчен Çĕнĕ Пуянкасси шкулне çÿрекен ачасене хĕрхенесчĕ хуть.
Источник: "Ял ĕçченĕ"