АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрваш каччи те хутшăннă (Общество)

15 июля 2008 г.

Нăрваш каччи те хутшăннă (Общество)

 
Çак кунсенче Курск пĕккинчи çапăçусем пуçланнăранпа 65 çул çитрĕ. Фашистла Германи çарĕсем Курск çывăхĕнче Сталинград патĕнчи пысăк çухатусемшĕн Хĕрлĕ Çара тавăрма шутланă. Кунта нимĕçсем пурĕ 50 дивизи, вĕсен шутĕнче танкпа моторизованнăй дивизисем 16 вырнаçтарнă. Çав ушкăна тăшманăн 900 пин салтакĕпе офицерĕ, 10 пин орудипе миномет, 2700 яхăн танк, çав шутра çĕнĕ йышши “тигрсемпе” “пантерăсем”, 2 пин ытла самолет тата ыт. те кĕнĕ. Курск çывăхĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнма Енĕш Нăрваш каччине Петров Василий Никитича та шăпа пÿрнĕ. Ялти историпе мемориал халăх музейĕнче Василий Никитич асаилĕвĕн ал çырăвĕ упранать. Вуланă май çакна пĕлетĕн. Ăна, 1924 çулта çуралнă каччăна, 10-мĕш класран вĕренейсе тухнăскере, 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çар ретне илеççĕ. Мотоциклистсен полкĕн шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавпа Воронеж çывăхĕнче разведка туса ирттерекен полк йышĕнче Çеçенхир, Воронеж, Иккĕмĕш Украина фрончĕсенче, 5-мĕш танк гварди çарĕн йышĕнче çапăçнă. Июлĕн 7-мĕшĕнче вĕсен полкне 200 км марш-бросок хыççăн Курск пĕккинчи çапăçусене кĕртнĕ. Прохоровка ялĕ патĕнче историре юлнă танксен çапăçăвне хăй куçĕпе курма тивнĕ ăна. Çав хаяр çапăçăва икĕ енчен пурĕ 1200 яхăн танк хутшăннă. Василий Никитич аса илнĕ тăрăх, Прохоровка уйĕ пысăках мар, танлаштарсан, Енĕш Нăрвашпа Кипеч ялĕсем хушшинчи уçлăх пек кăна. Унта танксемпе маневрсем тума та май килмен, “çамкаран çамка” çапăçмалла пулнă. Çавăнпа çухату икĕ енчен те пысăк пулнă темелле, çавах та пирĕн Т-34 танксем ăнăçлăрах çапăçнă. Танкистсем хăйсене çулăм ярса илнĕ пулсассăн та, вилĕмрен хăрамасăр тăшмана аркатнă. Прохоровка патĕнчи çĕнтерÿ пирĕн çарсене малалла кайма çул уçса панă. В.Петров каланă тăрăх, “Освобождение” кинофильмра çав тапхăрти çапăçусене тĕрĕс çутатса панă. Василий Никитич тата çапла та аса илетчĕ. Нимĕç самолечĕсемпе артиллерийĕ вăйлă тапăннă вăхăтра пирĕн салтаксем блиндажсенче хÿтĕленнĕ. Пĕррехинче çавăн пек самантра вăл блиндажри пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе чикарккă çавăрма кайса тăнă кăна, унччен те пулман нимĕçсен пĕр мини шăп та лăп вăл малтан тăнă вырăна ÿксе çурăлнă. Харăсах темиçе çын вилнĕ, нумайăшĕ аманнă. “Манăн ÿт çинче вара пĕр шăйрăк та, пĕр чĕрмеленчĕк те çукчĕ. Турри çапла çырнă пуль,”– тетчĕ вăл.
Хаяр вăрçă çулĕсенче В.Петров Белгород, Харьков хулисене, Днепр урлă каçса Знаменка, Кировоград, Звенигород, Днепропетровск, Умань хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Каярахпа Румыни çĕрĕ çинче çапăçать. Смоленск, Витебск, Минск, Вильнюс, Каунас, Шауляй, Кенигсберг, Варшава, Данциг хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пулать. Вĕсен 5-мĕш танк çарĕн командующийĕ А.П.Ротмистров пулнă. 3-мĕш Белорусси, 1-мĕш тата 2-мĕш Прибалтика, 2-мĕш Белорусси фрончĕсен йышĕнче çапăçма тÿр килнĕ ăна. Çĕнтерÿ кунне Германи çĕрĕ çинче, Берлинран 70 км çурçĕререх, кĕтсе илнĕ. Вăрçă чарăнсан, ăна Брест хулине куçарнă. В.Петров сержант тăван яла 1947 çулта тин çаврăнса çитнĕ. Вăрçă çулĕсенче паттăрлăх кăтартнăшăн Василий Никитича икĕ хутчен “Хăюлăхшăн”, “Кенигсберга илнĕшĕн”, “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланă.
Мирлĕ вăхăтра Василий Никитич ял Советне, пĕрлешÿллĕ хуçалăхри ĕне фермине ертсе пычĕ, Госстрах агентĕнче ĕçлерĕ. Мирлĕ ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден, “Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăсем тата икĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн грамотисене парса чысларĕç. В.Петров 1994 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: В.Н.Петров "1975 ç.".

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика