15 июля 2008 г.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне федераллă бюджетран уйăхсерен укçа тÿлевĕсем илсе тăракансем районта 1928 çын шутланать. Çав шутран 2008 çулшăн соцпакета укçа тÿлевĕпе ылмаштарнисем – 1412, 2009 çулшăн соцпакета укçа тÿлевĕпе ылмаштарма кăмăл тунисем хальлĕхе – 434 çын.
1999 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи 178-мĕш номерлĕ Федераллă саккунăн 6,3 статйин виççĕмĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн (ку пункт 2006 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен вăя кĕнĕ), федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем социаллă пулăшу пуххине (соцпакета) укçан ылмаштарса илме пултараççĕ.
Социаллă пулăшу пуххине тÿлевсĕр медикаментсемпе, санатори-курортра сипленмелли путевкăпа тивĕçтересси (495 тенкĕ) тата санаторине тÿлевсĕр çитсе килесси, хула çум чукун çулĕпе тÿлевсĕр çÿресси (62 тенкĕ) кĕрет. Анчах социаллă пулăшу пуххипе федераци çăмăллăхçи çав виçепе çеç усă курайĕ тени вырăнсăр, сывă мар çын кирек мĕн хаклăх эмел те илме пултарать.
Социаллă пулăшу пуххин пĕр пайне упраса хăварма, тепĕр пайне укçан ылмаштарма май пур. Тĕслĕхрен, тепĕр-тепĕр çынна эмел кирлĕрех, çав вăхăтрах вăл ниçтах та каймасть. Кун пек чухне соцпакетăн транспорт пайне (62 тенкĕ) укçан ылмаштарма ыйтса заявлени памалла, медицина пайне вара тĕкĕнмелле мар, унчченхи пекех тÿлевсĕр эмел илме хăвармалла.
Енчен те çăмăллăхпа усă куракана эмел уйăхсерен 495 тенкĕлĕх кирлĕ мар, анчах та вăл поездпа ытларах çÿрет пулсан, унăн медицина пайне укçан компенсаци илме май пур.
Тепĕр вариант – пĕтĕм соцпакета укçапа ылмаштарасси. Çапла тусан, федераци çăмăллăхçисене 2009 çулта уйăхсерен 557 тенкĕ хушса тÿлеме тытăнĕç. Соцпакета укçан илме кăмăл тăвакансен ун çинчен кашни çулах октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени тăратмалла.
Енчен те гражданин социаллă пулăшăва кĕрекен суммăна 2009 çулта укçалла илесшĕн пулсан, кун пирки Тăвай районĕн Пенси фончĕн управленине 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени тăратмалла. Сентябрĕн 30-мĕшĕ хыççăн заявлени йышăнмаççĕ (асăрхаттарни: пĕлтĕр соцпакета укçан илме заявлени тăратнă çынсен те тепĕр çул валли çĕнĕрен заявлени çырмалла).
Кунта çакна та каласа хăвармалла пулĕ. Калăпăр, çын социаллă пакета укçан хушса тÿленине ылмаштарма кăмăл туса заявлени тăратрĕ, анчах кăштахран шухăшне ылмаштарчĕ, ун пек чух çĕнĕрен заявлени çырмалла (каллех октябрĕн 1-мĕшĕнчен юлмасăр).
Тепĕр кăткăс ыйту. Çăмăллăхпа усă куракан заявление хăй çырса пырса пама пултараймасть пулсан, заявка паракан алă пуснине нотариус патĕнче çирĕплетмелле. Çавăн хыççăн заявление почта урлă заказлă çырупа ярса памалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"