АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа вилĕм юнашар çÿренĕ (Общество)

11 июля 2008 г.

 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Василий Иванович Иванов Енĕш Нăрвашри сумлă ватăсенчен пĕри. Вăл 1918 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта 7 çул вĕреннĕ хыççăн пĕр вăхăт колхозра вăй хунă. 1936–1939 çулсенче Канашри вакунсем юсакан заводра слесарьте ĕçленĕ.
1939 çул Нăрваш ялне пысăк хуйхă илсе килнĕ. Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, çиллĕ кун, кĕске вăхăтрах пушар 114 кил хуçалăха кĕлпе кăмрăк айне тăратса хăварнă. Ваççасен кил-çурчĕ те упранса юлман. Пурнăçа каллех çĕнĕрен пуçламалла пулнă. Васкаса çурт хăпартса хуçалăха çĕклемелле. Ĕç нумай.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ваççа Хĕрлĕ Çара кайма хут илет. Хĕсмете каймалли вăхăта пĕрер çула тăсма та пулать ĕнтĕ. Пушар хыççăн пурнăçа йĕркелеме вăхăт кирлĕ вĕт-ха. Çар комиссариатĕнче те ăнланаççĕ ĕнтĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕ ывăлне юлма ÿкĕтлемест. “Салтакран çын пулса таврăнĕ”, – тесе шутлаççĕ вĕсем. Ялти яшсемпе пĕрле Ваççа та Канаша тухса кайнă. “Виçĕ çул хăвăрт иртсе кайĕ”, – лăплантарнă вăл ăсатакан тăванĕсене. Салтак служби 7 çул çурăна тăсăласса Ваççа пĕлме пултарайман ĕнтĕ. Хĕвел анăç чиккинчен Кавказа çити чакма, унтан Туапсе хулинчен Берлина çитме вăрçăн тикĕс мар çулĕсемпе шофера чылай вăхăт кирлĕ пулнă. Çĕнтерÿ пулнăранпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ пулсан та, вăрçă çулĕсем асрах. Мĕншĕн тесен кашни утăмра пурнăçпа вилĕм юнашар çÿренĕ.
Ваççан салтак пурнăçĕ Хĕвеланăç Украинăра, Винница облаçĕнчи Гайсин хулинче пуçланнă. Чаçе çитсен тепĕр куннех ватă” салтаксене Финлянди чиккине ăсатнă. Çамрăксене вара вăрçă наукине вĕрентме тытăннă. Пĕрне винтовка, теприне пулемет çирĕплетсе панă. Час-часах çуран чуптарнă. Салтаксен шăм-шакне çирĕплетме тата чăтăмлăхне ÿстерме тăрăшнă. Кайран вăрçă çулĕсенче вăй-хала тĕреклетни питĕ усăллă пулнă. Çапла пĕр уйăх сисĕнмесĕр иртсе кайнă.
Пĕрре чаçе петлицисем çинче автомобиль эмблемиллĕ офицер килнĕ. Вăл стройран гражданкăра шоферта, трактористра тата слесарьте ĕçленĕ салтаксене суйласа илнĕ те Хмельницки облаçĕнчи Староконстантиново хулине шофер ĕçне вĕренме илсе кайнă. Вĕсен ушкăнне Ваççа та, хальччен слесарьте ĕçленĕскер, кĕнĕ. Малтан вĕсене кĕске программăпа вĕрентнĕ. 2 уйăха яхăн вĕрентсен, экзаменсем тыттарса водитель удостоверенийĕ панă.
Вăл 431-мĕш автополка лекнĕ. Староконстантиновăран ăна Винницăна куçарнă, ГАЗ–АА "полуторка" шанса панă. Машини кивĕскер, ăна час-часах юсама лекнĕ. Чăваш каччи хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕ, юратнă, автомашинăна яланах хатĕр тытнă. Тăрăшулăхне кура ăна инструктора лартнă, çамрăк салтаксене вĕрентме хушнă. 1940-1941 çулхи хĕл иртнĕ. Çуллана хирĕç автополк хула çывăхĕнчи хыр вăрманĕнчи лагерьте вырнаçнă.
Европăра лару-тăру çăмăл пулман. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче чаçре 50 автомашина суйласа илсе автоколонна йĕркеленĕ. Ăçта илсе каясси паллă мар-ха. “Вĕренĕве каятпăр пулĕ”, – пăшăлтатнă шоферсем хăйсен хушшинче.
Автоколонна часах çула тухнă. Ваççан грузовикĕ çине расчетпа пĕрле пулемет вырнаçтарнă. Дивизисем тата нумай техника куçнă анăçалла.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче автополк нумай кунлă похода вĕçлесе ун чухнехи Чехословаки чиккинчен инçе мар Ужгород çывăхĕнчи хырлăхра вырнаçнă. Уçă сывлăш, илемлĕ тавралăх, курорт тейĕн. Анчах та шоферсене сывлăха çирĕплетме тÿр килмен. Тепĕр ирхинех нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ. Тăшман самолечĕсем пысăк хуласем çине бомбăсем пăрахнă. Çапла хаяр вăрçă пуçланнă. Дивизи çапăçăва кĕмесĕрех каялла чакма пуçланă. Мĕншĕн тесен тăшман çавăрса илес хăрушлăх пысăк пулнă.
В.И.Иванов автороти Михайловка ялĕнче тăнă. Отделени командирĕ 6 шофера автомашинăсемпе çывăхри чукун çул станцине боеприпас илме кăларса янă. Çав каç нимĕçсем яла пырса кĕнĕ те машинăсене çунтарса янă, шоферсене тата ытти салтаксене персе пăрахнă. Ваççапа юлташĕсем командир хушнă задание пурнăçланипе çеç чĕрĕ юлнă.
Тĕрлĕ йывăр лару-тăрура пулма тÿр килнĕ Нăрваш каччине, анчах руле алăран яман вăл. Тăшман бомбисенчен сыхланма ăсталăх кирлĕ пулнă. Хăйĕн полуторкипе тем те пĕр турттарнă вăл. Снарядсемпе патронсем, апат-çимĕç, çар кухнине малти траншейăсем патнелле илсе çитернĕ. Аманнисене тата шăнса пăсăлнисене санчаçе леçнĕ. Йывăр та хăрушă вăрçă çулĕсем. Кунта – ланкашка, унта – бомбăпа снаряд шăтăкĕсем. Тепĕр чух çул çийĕн “мессерсем” пулеметран шĕкĕлчесех вĕçсе çÿренĕ. Машинăна хытă хăвалама е тăп! чарма тивнĕ. Миçе хутчен Днепрпа Дон урлă каçма тÿр килмен пулĕ Унăн; Икĕ хут Сталинград заводне çитсе çаврăннă вăл.
1942 çулхи çулла гитлеровецсем Сталинград еннелле çĕнĕ наступлени пуçланă. Автополк дивизипе пĕрле каялла чакса пынă. Дон урлă каçнă чух нимĕçсем кĕпере аркатнă. Шыв хĕрринче кĕпĕрленнĕ техника та нумай пĕтнĕ. Ваççа, машинăпа кăшт айккинерех тăнăскер, сыхланса юлнă.
Кавказ тăвĕсем урлă каçсан çар чаçĕ Туапсе хулинче чарăннă. Кунта вăйлă çапăçусем пулса иртнĕ. Фашистсем пысăк вăйпа та хулана илеймен. Ахаль мар кăçал В.В.Путин хăйĕн Указĕпе Туапсене “Çар Мухтавĕн хули” (”Город воинской Славы”) ят панă. Шоферсем ырми-канми Сухумирен фронта вăрçă хатĕрĕ турттарнă. Полуторкăсем хăйăрлă çулпа тÿрĕ вырăнтах лакса ларнă. Сăртсем урлă каçнă чух тата та ытларах тапаçланнă. Машинăсем тормоз тытманнипе тарăн хушăка ÿкнисем те пулнă. Çулла ротăна Америкăн “Форд-6” 25 çĕнĕ машинине илсе килнĕ. Ваççана та панă ăна. Унпа çÿреме çăмăлрах пулнă.
Пĕррехинче Ваççа пĕр чаçе апат илсе килнĕ. Салтаксем апатланма ларнă çеç, йĕри-тавра минăсем ÿкме пуçланă. Пурте хăвăрт траншейăсене е хÿтлĕхсене пытанса пĕтнĕ. Ваççа вара хăйĕн машини çинчен çеç шухăшланă, ăна çухатасран шикленнĕ. Минăсем çурăлнине пăхмасăр кабинăна кĕрсе ларнă, тапранса малалла вĕçтернĕ.
Сталинград патĕнче пирĕн çарсем Паулюс фельдмаршалăн пысăк çарне çавăрса илсе хĕçпăшалсăрлантарнă. Фронт малалла Новороссийск патнелле куçа пуçланă. Новороссийска, Анапăна, Тамань çур утравне ирĕке кăларнă чух уйрăмах хаяр çапăçусем пулса иртнĕ. Водительсен пĕр канмасăр ĕçлеме тивнĕ. Командовани чăваш каччин паттăрлăхне пысăк хак панă. Тамань çур утравне ирĕке кăларнă ятпа Ваççана Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата “Кавказа ирĕке кăларнăшăн” медальпе наградăланă.
Малалла Керчь çур утравне тата Крыма фашистсенчен тасатмалла пулнă. Пролив урлă паромпа каçнă хыççăн çийĕнчех Керчь хулине илнĕ. Крымшăн шутсăр вăйлă çапăçу пынă. Автополк пĕр чарăнмасăр малалла çĕнтерсе пыракан чаçсем валли боеприпассемпе апат-çимĕç турттарса тăнă. Севастополе илнĕ чухне пирĕн çарсем чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Тăшманăн нумай салтакне тыткăна илнĕ.
Крыма ирĕке кăларнă хыççăн автомашинăсене Белоруссинчи Гродно хулине куçараççĕ. Нимĕçсен вăйлă çирĕплетнĕ крепоçне Кенигсберга илмелле пулнă. Кайран ăна “Кенигсберга ирĕке кăларнăшăн” медальпе наградăлаççĕ, Рокоссовский маршал тав тунă хута панă. Ун хыççăн Данциг хулине фашистсенчен тасатса Германин тĕп хули еннелле васканă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çул çинче вĕсен патне савăнăçлă хыпар çитнĕ. Вăрçă чарăннă! Çĕнтерÿ! Вĕçсĕр-хĕрсĕр савăнăç!
Вăрçă чарăннă хыççăн та Василий Ивановичшăн хĕсмет пĕтмен-ха. Шоферсем кирлĕ пулнă. Хăйĕн автомашинипе вăл Берлинран хамăр çĕршыва станоксемпе оборудовани турттарнă. Бреслау хулинче вара пĕр çулталăк службăра тăнă.
Çĕнтерÿçĕ-салтак киле 1946 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче çеç таврăннă. Пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ ăна кил-йыш, ял çыннисем. Часах ялти чипер хĕрпе Людăпа çемье çавăрнă. 1948 çулта Василий Иванович Канашри вакунсем юсакан заводăн пушар хуралне ĕçе кайса кĕрет. 30 çул, мĕн пенсие тухичченех ĕçлет вăл унта. Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть ĕçпе вăрçă ветеранĕ, вĕлле хурчĕсем, кроликсем тытать.
Василий Ивановичпа Лидия Гурьевна килĕшÿллĕ пурăнса икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Лайăх пĕлÿ, воспитани панă ачисене. Уявсенче ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем пĕрле пуçтарăнсан вĕсен килĕнче савăнăçлă кулă-юрă тăрать. Шел, Лидия Гурьевна пурнăçран маларах кайрĕ.
Василий Иванович тăтăш çамрăксемпе тата шкул ачисемпе тĕл пулса вăрçă çинчен чăннине каласа парать. Салтаксен паттăрлăхĕ, çывăх юлташĕсем тата тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсем час-часах аса килеççĕ ĕçпе вăрçă ветеранне.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика