11 июля 2008 г.

Тĕрлĕ çĕршывсенчи кооператорсем кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне утă уйăхĕн пĕрремĕш канмаллинче паллă тăваççĕ. Тăвай енри суту-илÿ системинчи ĕçченсем хăйсен профессиллĕ уявне иртнĕ эрнекун, райцентрти спорткомплексра йĕркелерĕç.
Малтанах “Тăвайри кооператив” потребобщество правленийĕн председателĕ С.Салмина сăмах илчĕ, вăл пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламларĕ.
Унтан район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Гаврилов тухса калаçрĕ. Григорий Яковлевич Тăвай енри ĕçчен халăхăн харсăрлăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. “Потребительсен кооперацийĕ хресченсенчен ял хуçалăх продукчĕсем туянать, суту-илÿпе обществăлла апатланăва йĕркелет, хушма пулăшусем парать тата ытти те. Район экономикине çирĕплетсе пынă çĕрте кооператорсен тÿпи те сахал мар. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре сире пурне те ÿсĕмсем тума сĕнетĕп. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма тата ăнăçупа телей сунатăп”, – терĕ вăл сăмахне вĕçленĕ май.
“Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров коллектив ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕ.
Районти потребкоопераци ĕçченĕсем, йывăр тапхăра хыçа хăварса, системăри лару-тăрăва чылай лайăхлатрĕç, тесен те йăнăш мар. Пысăк конкуренцине пăхмасăр кооператорсем суту-илÿ предприятийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетессишĕн, магазинсене паянхи кунпа килĕшÿллĕ оборудованисемпе тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ. Ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшасси – потребкооперацин тĕп задачисенчен пĕри. Тăвайра тата Тăрмăшра туянакан харпăр хăйех тавар суйламалли заллă магазинсем ĕçлеççĕ. Тушкил ялĕнче пурăнакансем те çак ырлăхпа усă курма пуçлĕç кĕçех. Суту-илÿ оборудованийĕсем, кондиционерсем илнĕ, “1С–бухгалтери” программа лартнă, икĕ автомашина туяннă, çăкăр пĕçерекен завода газ кĕртессине вĕçлесшĕн тата ытти те.
Потребобщество 255 пайщике пĕрлештерсе тăрать, пай фончĕ – 172 пин тенкĕлĕх. Пирĕн 35 суту-илÿ çурчĕ, обществăлла апатланун 11 предприятийĕ тата “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăпа пылак шывсем кăларакан цех ĕçлеççĕ. Ваккăн сутакан тавар çаврăнăш 6 уйăхра 56977 пин тенкĕпе танлашнă, çав шутра 6012 пин тенки общепитăн.
Хатĕрлев ĕçне 23 магазин туса пырать. Ку енĕпе сăхăтпуçсем, тенеяльсем, çăлпуçсем, тушкилсем, йăнтăрчăсем, вăтаяльсем, чутейсем маттур. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, таварçаврăнăш 13 миллион та 873 пин тенкĕлĕх ÿснĕ. Кăçал çур çулта пĕр çын пуçне 3 пин те 158 тенкĕлĕх тавар сутнă, пĕлтĕр вара çулталăкĕпе те 2 пин те 416 тенкĕлĕх кăна пулнă.
Потребобществăн производство предприятийĕсем 8892 пин тенкĕлĕх продукци кăларнă. Çăкăрпа булка изделийĕсем – 399 тонна, 7704 декалитр пылак шывсем хатĕрленĕ. Çур çула тăкаксăр вĕçлени савăнтарать. “Ĕçри çитĕнÿсем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленинчен те килет. Тăрăшулăхшăн пурне те тав тăватăп. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе саламлатăп, “Тăвайри кооператив” потребобществăна аталантарнă çĕрте малашне те активлă пуласса шанатăп”, – терĕ Вячеслав Николаевич юлашкинчен.
Çакăн хыççăн асăннă системăра ĕçлесе хисепе тивĕçлĕ пулнисем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Знак, Хисеп грамоти, значок, ветеран ятне илнине çирĕплетекен документ тата ыттине илчĕç. Савăнăçлă йăла-йĕрке вĕçленессĕн туйăнмарĕ.
Уявăн тепĕр пайĕнче пухăннисем Шупашкарти артистсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Суту-илÿ та йĕркеленĕ спорткомплексра, кăмăл тăвакансем шашлăк та тутанчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: «Тăвайри кооператив» потребобщество ертÿçи В.Федоров сăмах калать.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"