АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă презентацисен конкурсĕ (Общество)

11 июля 2008 г.

Районта наркоманипе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Вĕрентÿ учрежденисенче, культура çурчĕсенче, тĕслĕх библиотекисенче çак çивĕч ыйтупа çыхăннă пурнăçламалли ĕçсен ятарлă планне туса хатĕрленĕ. Вĕсенче çамрăксене наркотик сиенĕ çинчен ăнлантарасси, çак наркăмăшпа çывăхланассинчен сиресси, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма пропагандăласси тĕп вырăнта тăрать.
Çул çитмен çамрăксем мĕн сăлтавпа наркотикпа туслашаççĕ; Наркоманипе кĕрешсе мĕн тунă пулăттăр; Çак тĕллевпе районта июнĕн 16–26-мĕшĕсенче “Наркотиксене хирĕç альтернатива пур!” ятлă электронлă презентацисен конкурсĕ иртрĕ. Унта 14-25 çулсенчи çамрăксем хутшăнчĕç. Шăпах çак ÿсĕмре ачасем хăйсен айванлăхĕпе наркотик серепине çакланас хăрушлăх пысăк. Çак наркăмăшпа туслашни çынра чунлăха аркатать. Кун пек чух вара преступлени çулĕ çине тăрасси те аякра мар. Паллах, инкеке сирме çăмăлтарах. Ку тĕлĕшпе конкурс участникĕсем хăйсен çул-йĕрне палăртнă.
Жюри членĕсем презентаци ĕçĕсем тулли содержаниллĕ, информаци енчен пуян пулнине палăртрĕç. Пулас ăрушăн наркомани проблеми пĕрре те ют мар. Вĕсем çак хăрушă чире хирĕçле альтернатива сĕнеççĕ: спорт, туризм, вĕренÿ, юратнă ĕç, хобби...Нумайăшĕ тĕрĕс çул суйласа илнĕ – сывă пурнăç йĕркипе пурăнать.
Конкурса 16 ĕç тăратнă, вĕсенчен 8-шĕ – шкулта вĕренекенсен. Жюри Тăвай шкулĕнчи Светлана Михайлова ĕçне (руководителĕ Е.Хвостова учительница) чи лайăххи тесе хакларĕ. Светлана – “Смена” волонтер ушкăнĕн членĕ. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – наркоманирен сыхланмалли хатĕр тупасси, инкеке лекнĕ ачасене, сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшасси. Шкул ачисем хушшинче иккĕмĕш вырăна В.Кондратьев (Çĕнĕ Пуянкасси), А.Майраслов (Енĕш Нăрваш) тухрĕç. Виççĕмĕшĕнче – Мучар шкулĕнчи А.Коровинапа Тушкил шкулĕнчи вĕренекенсен ушкăнĕ.
“Вĕренекен çамрăксен чи лайăх презентацийĕ” номинацире çĕнтерÿçĕсем çаксем:
1-мĕш вырăнта – Чăваш педагогика университечĕн студенчĕ Григорий Димитриев, Енĕш Нăрвашран.
2-мĕш вырăнта – Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Алексей Данилов, Тăвайран.
3-мĕш вырăнта – Чăваш педагогика университечĕн студенчĕ Евгений Соколов, Тăвайран.
“Ĕçлекен çамрăксем хушшинчи чи лайăх презентаци” номинацире Т.Кузнецова (вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сăхăтпуçĕнчи тĕслĕх библиотекин заведующийĕн Н.Александровапа Тушкил ялĕн библиотекарĕн И.Филиппован ĕçĕсене пачĕç.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика