11 июля 2008 г.

Урамра паян кунĕпех çумăр çăвать. Апла пулин те хаçат-журнал чикнĕ сумка йăтнă хĕрарăм килтен-киле çÿрет. “Йĕпенесрен те шикленместĕр-и?“ – тĕпчетĕп унран. “Çĕнĕ хыпара, пенси укçине вăхăтра çитермелле-çке”, – пулчĕ кĕске хурав. Çакнашкал тĕллевпе ĕçлеççĕ, пурăнаççĕ Канашри почтамтăн пирĕн районти ĕçченĕсем. Паян тумалли ĕçе нихăçан та ырана хăвармаççĕ. Хăйсен профессиллĕ уявне лайăх кăмăл туйăмпа, ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем. Тăвай ялĕнчи почта уйрăмĕн начальникĕпе И.Матвеевапа калаçма тÿр килчĕ çакăн пирки.
–Вăтăра яхăн тĕрлĕ услуга паратпăр ял çыннисене. Нумаях пулмасть хаçат-журнал çырăнтармалли кампание ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Районта тухса тăракан “Ял ĕçченне” пĕлтĕрхи шайрах хăварма май килчĕ. Ватă çынсене хаçат-журнал е пенси укçи панисĕр пуçне хăйсем ыйтнипе тĕрлĕ япаласем те сĕнетпĕр тата ытти те. Ялсенче пурăнакансемпе туслă çыхăнура эпир çапла, – кĕскен паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕпе Ирина Николаевна.
Тăвайри почта уйрăмĕ районти ултă яла тивĕçтерет. Çирĕм çул ытла ĕçлет А.Алексеева почтальонка кунта, унăн ĕçтешĕ С.Иванова та ку енĕпе пысăк опыт пухнă. З.Кузьмина почтальонка Вăрманхĕррипе Чÿкçырми ялĕсенелле каякан çула 17 çул такăрлать. З.Виноградова та ял-йышпа хăвăрт пĕр чĕлхе тупрĕ. И.Куприяновапа А.Якимова парикмахерсем патĕнчен çын татăлма пĕлмест. Р.Яковлева оператор пирки те лайăххине кăна калаççĕ çынсем, вăл 33 çул тăрăшать почтăра. Çамрăк работниксем аслă юлташĕсенчен ĕçе хăвăрт хăнăхса пыраççĕ.
В.Васильева, А.Григорьевапа З.Сильвестрова (Тăвай), Ю.Никитина, Ю.Васильева (Вăрманхĕрри), З.Филиппова (Çăлпуç) тата ытти ветерансене те манмаççĕ вĕсем, пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ.
Раççей почтин кунĕпе саламлатпăр юлашкинчен районти почта ĕçченĕсене пурне те, “Ял ĕçченĕ” хаçата çырăнтарма, кил хуçалăхсене çитерме пулăшнăшăн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай ялĕн почта уйрăмĕн начальникĕпе И.Матвеевапа хăш-пĕр ĕçченсем çырăнтару кампанине мĕнле вĕçленине сÿтсе яваççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"