09 июля 2008 г.
Районта вут-кăвар тухас хăрушлăх çав-çавах пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри шутланать. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 8 пушар пулнă (2007 çулта – 9), 2 çын пурнăçĕ татăлнă (пĕлтĕр – 3).
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Тин кăна çуракиччĕ, утçи те çитрĕ. Темле йывăр пулсан та ял ĕçченĕ пуçа усмасть, малаллах талпăнать, утта уйран типĕтсе кĕртме тăрăшать. Çапла тар кăларса хĕле хатĕрленĕ выльăх апатне пушартан сыхласа хăварас тесе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Лайăх типĕтсе кĕртмен утă хăйне хăй хĕрсе тивсе кайма пултарать. Çавăнпа унăн нÿрĕклĕхĕ 17 процентран ытла пулмалла мар.
Утçи вăхăтĕнче пушар ан тухтăр тесен çакна пĕлмелле: машина е трактор рулĕ умĕнче пирус туртма юрамасть, кăварĕ утă çине вĕçсе ÿксе транспорчĕпех тивсе илме пултарать. Выльăх апачĕ упранакан вырăнта пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла, пичкепе шыв лармалла. Склада кĕрекен е утçире ĕçлекен транспорт хатĕрĕсен пурин те искрогасительсем йĕркеллĕ пулччăр. Машина кузовĕ çине тиенĕ чухне двигателе сÿнтерсен аван.
Источник: "Ял ĕçченĕ"