09 июля 2008 г.
Эльпуç ялĕнче 30 çула яхăн та пуль ĕнтĕ Тройски уявĕнче футбол турнирне йĕркелеççĕ. Унта ураскассисем, çĕнçырмасем, нÿшкассисем, кÿршĕ районти энĕшпуçсем те хутшăнатчĕç. Çак ырă йăлана, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнассине Эльпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан В.Николаев, В.Дмитриев, Н.Удалов, М.Борисов пуçарнă. Вĕсем кăçал та килчĕç тăван вырăна. Футболла ялти çамрăксемпе ветерансем вылярĕç. Вăйă 1:1 шутпа вĕçленчĕ. “Туслăх çĕнтерчĕ”, – терĕç. Эльпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов пуçаруçăсене тав тунă, парне – футболка панă кашнине, çуралнă кĕтесе килсех çÿреме сĕннĕ. Вăййа çÿллĕ шайра йĕркелеме В.Петров предприниматель, Шупашкар хулинчи Ленински районĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшакан Ю.Васильев "Эльпуçĕнче çуралнă иккĕшĕ те", спонсор пулса, пулăшнă.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çавнашкал ырă ĕçсем тата ытларах тăвасчĕ пирĕн. Аслисен пуçарăвне çамрăксен малалла тăсмалла. Эльпуçĕнчи футбол турнирĕ малашне тата кăсăклăрах пуласса шанатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"