АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял пурнăçĕн пăрăнăçĕсем (Общество)

09 июля 2008 г.

Патшалăх ертÿçисем халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма тăрăшни сисĕнет-ха. Çакна Президент Указĕсем те, Правительство йышăнăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Çынсем хăйсем те ăнланмаççĕ мар улшăнусене. Çавах та кулленхи ял пурнăçĕнче пăшăрхантараканни те сахал мар. Çынсем ун пирки хаçата çырма ыйтаççĕ. Усă кÿрессе шанаççĕ.
Акă Тĕмер ялĕнче перекет касси пур. Унччен вăл, почта уйрăмĕ пекех, кашни кунах ĕçленĕ, халĕ вара эрнере икĕ кун кăна ĕçлет. Ял-йышшăн питĕ мелсĕр ку. Пенсионерăн, калăпăр, хăйне тивĕçекен укçана илме унта темиçе хутчен кайма тивет. Перекет касси пенсисемпе кăна ĕçлемест, унăн укçа та йышăнмалла, вкладчиксене укçа та памалла. Çынна тăрук укçа кирлĕ, вăл эрнипе кĕтме пултараймасть. Компенсаци панă чухне вара кунта халăх пасарти пек. Ватă çынсен йышĕ, ав, ялта ÿссех пырать. Нумайăшĕн ачи-пăчи хуласене тухса кайнă.
Сывă чухне эпир хамăршăн кăштăртаткаласа çÿретпĕр-ха. Чирлесен вăт кансĕр. Ĕлĕк ялта участок больници пулнă, йывăр чирлĕ çынна унта хурса сипленĕ – хамăр ялсене кăна мар, таврари ялсенчен пынисене те. Халĕ çĕнĕ йышши учреждени – çемье врачĕн офисне уçрĕç. Унта врач сывлăха тĕрĕслеме, эмел туянма рецептсем çырса пама пултарать-ха. Анчах чирлĕ çынна офиса хурса сиплеме пăхман ку учрежденире. Сипленме район центрĕнчи тĕп больницăна кайма тивет. Унта – черет, тăруках хумаççĕ, вырăн пушанасса кĕтмелле. Врач рецепчĕпе эмел туянма каллех Тăвайне каймалла, мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнче те хупăнман ялти аптека халĕ хупăннă. Çапла ял çыннин ахаль те пĕчĕк пенсийĕ Тăвайне хутласах пĕтет.
Тата тепĕр нуша – ялта пушар сÿнтерекен машина тытма вăй çитерейменни. Инкекĕ куçа курăнса килмест. Иртнĕ кĕр ялта тăлăх хĕрарăмăн кил хуçалăхĕнче вут-кăвар тухрĕ. Телее, çанталăкĕ тÿлек пулчĕ. Пÿрчĕпе алкумĕ вутра пĕтрĕç пулин те, лупассипе мунчине çăлса хăваркаларĕç. Анчах чи хăрушши – вутра çамрăк арçыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Совет влаçĕн çулĕсенче вут-кăвартан сыхланас ыйтăва тимлĕхре тытнă. Урамсенче пысăк емкоçсемпе, хапха кутĕнче катка-пичкепе шыв тытнă, каçсенче урам хуралне йĕркеленĕ, тĕрĕслесе тăнă. Çу кунĕсенче питех те пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусем.
Хăй вăхăтĕнче пирĕн ялта шурă çăнăх арманĕ, пилорама, столярка, сад пахчи пурччĕ. Çаксемпе эпир тахçанах сывпуллашрăмăр. Шутласассăн, паянхи пурнăç кĕрлевĕнче ялта питĕ кирлĕ-ха вĕсем.
Николаев урамĕ – Тĕмерти чи вăрăм урамсенчен пĕри. Çынсем те, ачи-пăчи те йышлă çак урамра. Пĕр çитменлĕх: питĕ çăрăнчăк çак урам кĕрĕн-çурăн, çу кунĕсенчи çумăрсем вăхăтĕнче. Ял-йыш чунтан кĕтет Николаев урамне асфальт сарса парасса. Пуçлăхсем пурте пĕрле тытăнсан, татса парайми ыйтусем мар ĕнтĕ çаксем.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика