09 июля 2008 г.
Çĕртме уйăхĕн 2–22-мĕшĕсенче Тĕмерти вăтам шкулта “Çутçанталăк тусĕсем” ятлă профильлĕ лагерь ĕçлерĕ. Вĕренекенсем тăван ен культурине, тăван тавралăха тĕпчес ыйтусемпе нумай вăй хучĕç. Лагере 7,8 классенчен çÿрерĕç. Ачасен ĕçне усăллă йĕркелеме Л.Степанова, В.Гаврилова, Л.Солдатова, Т.Большова вĕрентекенсем пулăшса пычĕç.
Лагерь ĕçлеме пуçласанах кашни ача тĕпчев ĕçĕ валли хăйне кăмăла килекен тема суйласа илчĕ. Вĕсем тăрăх юлашкинчен рефератсем çырса хатĕрлерĕç. Маларах вара тĕрлĕ вырăна çитсе унти ÿсен-тăрансене, чĕр чунсене тĕпчесе пĕлчĕç. Çынсемпе калаçса хамăр тăрăхри сумлă ентешсем, ял историйĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме тăрăшрĕç. Çак ĕçсене пурнăçланă май хăйсен тавракурăмĕ те ÿсрĕ.
Пирĕн ĕçсене лагерĕн юлашки кунĕнче наукăпа практика конференцийĕнче хак пачĕç. Эпир кашниех хамăр тĕпчевсен тĕллевĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăтăмăр.
Кашни ĕç хăйне май интереслĕ те усăллă пулчĕ. Акă, Марина Беляева сăвăрсем çинчен тĕпчесе пĕлнĕ. Вĕсем ял вĕçĕнчи çырмара нумай иккен. Алеша Еремеев пулла çÿреме юратать. Вăл пулă хăш вырăнта, хăш вăхăтра кĕнине лайăх пĕлет. Вĕсен тĕсĕсемпе те кăсăкланать.
Катя Баринова шкул территорийĕнче ÿсекен йывăçсене сăнанă, мăк курăксене тĕпченĕ. Олеся Манишева нитратсем хăш пахча çимĕçсенче ытларах пулни, вĕсем çынсен организмне мĕнле сиен кÿни çинче чарăнса тăчĕ.
Анжелăпа Надя Кайсаровасем йывăçсемпе кăсăкланаççĕ. Надя вĕсен историйĕпе паллаштарчĕ, Анжела вара Тĕмер ялĕнче мĕнле йывăçсем ытларах тĕл пулни, вĕсен усăллăхĕ çинчен ăнлантарчĕ.
Ирина Романована ялта, урамсенче йĕрке çукки, таса марри пăшăрхантарать. Çынсем хуçалăхра кирлĕ мар япаласене ятарлă вырăна тăкманни тавралăха варалать. Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ – тирпей-илем кĕртме пĕтĕм халăха анлăн явăçтарасси.
Кристина Лаврентьева Кармал, Оля Чумышева Тĕмер ялĕсен историне тĕпчесе пĕлнĕ. Марина Еремеевапа Алексей Федоров хăйсен йăхĕнчен тухнă паллă çынсем çинчен пуян материал пухнă. Алеша Мускавра ĕçлесе пурăнакан Василий Валерьянович полковник çинчен презентаци те туса хатĕрленĕ.
Регина Большован ĕçĕ вара паянхи пурнăçра пурте усă куракан кĕсье телефонĕсемпе çыхăннă. Вĕсен сиенĕ пирки те чарăнса тăчĕ вĕренекен.
Конференци пирĕншĕн питĕ усăллă пулчĕ. Нумай çĕнĕлĕх пĕлтĕмĕр.
Çуллахи кану вăхăтне усăллă ирттерес тесе тимлеççĕ Тĕмер шкулĕнче. Тĕрлĕрен лагерьсем ĕçлеççĕ. Эпир çакăнпа питĕ кăмăллă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"