04 июля 2008 г.

Пĕр ĕçĕ хыççăн тепри ĕлкĕрсех пырать çĕр ĕçченĕ валли. Акана вĕçлерĕç кăна, утçи пуçланчĕ. Районта выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçлани иккĕмĕш эрне кăна-ха. Паянхи куна ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пуринче те ку енĕпе пăр тапраннă. Районĕпе пурĕ кĕçнерникун тĕлне 840 тонна утă, 1350 тонна сенаж хатĕрленĕ. Утçире “Шимкусский”, “Красная Чувашия”, Ленин ячĕллĕ ЯХПКсем, “Акконд-агро фирма” общество ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ В.Ванеркепе, Е.Михайлова тĕп зоотехникпе, Н.Краснов тĕп агрономпа пĕрле эпир юнкун Ленин ячĕллĕ ЯХПКри тата “Акконд-агро фирма” обществăри ĕçченсен хастарлăхĕпе паллашрăмăр.
Малтан Хура çăл çывăхĕнчи уйра пултăмăр. Нумай çул ÿсекен курăк 130 гектар йышăнать унта. В.Николаев “Е–302” агрегатпа çулса пĕтернĕ иккен ăна.
Тивĕçлĕ канăва тухни 9 çул çитнĕ пулин те, тăван хуçалăх ĕçĕсенчен кăçал та пăрăнса юлман-ха М.Суракин механизатор, вăл утă картисене “кĕреплепе” тавăрса кушăхтарассишĕн тимлетчĕ. “ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята илнĕ арçын ĕçе тĕплĕ тунине асăрхарăмăр. Пирĕнтен инçех мар – П.Николаевăн агрегачĕ. Вăл пресподборщикпе утта рулонлатчĕ. Анан пĕр пайĕ пушаннă та ĕнтĕ. Рулонсене И.Семенов погрузчикпе тиесе тăнă автомашинăсем çине. Тăрмăшсем 100 тонна утă хатĕрленĕ те темиçе кун хушшинче.
“Акконд-агро фирма” общество членĕсем Вырăс сали патĕнчи уйраччĕ, çĕнĕ технологипе сенаж хатĕрлетчĕç. Р.Чернов “КСК–600” комбайна тухăçлă ĕçлеттерет. Ун хыççăн В.Смирновăн автомашини шăватчĕ. Самантран тулчĕ те кузовĕ, тепĕр “КАМаз” çитсе те тăчĕ. Аякрах мар курăка вĕтетекен тепĕр комбайнĕ чарăнса ларнăччĕ. “Пилĕк минут кăна тăратпăр-ха, самантранах юсатпăр, запаслă пайне тупатпăр та,” – терĕ А.Емельянов. Ăна А.Козлов водитель пулăшать. А.Афанасьев механизатор «кĕреплепе» утă картисене майлатчĕ. А.Николаев, Н.Иванов, Н.Михайлов водительсемпе С.Федоров тракторист хатĕр тăраççĕ, комбайн патĕнчи автомашина кузовĕ туласса кĕтеççĕ. Çĕнĕ комплекс енчен тепĕр транспорт, симĕс апата пушатса, килни курăнчĕ. Унти сенаж шăтăкне тултарма пуçланă иккен нумаях пулмасть. Г.Новиковапа В.Степина рабочисем кузовăн хыçалти енне уçса тăраççĕ тата водительсем миçе рейс тунине шутлаççĕ иккен. Сенажăн техĕмлĕ шăрши сăмсана кăтăклать. Выльăхсем хĕлле юратса çийĕç ĕнтĕ ăна. Кĕçех тулли кузовлă тепĕр автомашина килсе çитрĕ уйран. Çапла рейс хыççăн рейс тăваççĕ водительсем, кунсем иртнĕ май выльăх апачĕ пухăнсах пырать. Çанталăкĕ кăна ан чăрмантартăр ĕнтĕ ĕçченсене. Комплекс тулашĕнчи икĕ шăтăка тултарнă та общество членĕсем. Вĕсене технологие пăхăнса хуплаççĕ. Ку ĕçре Р.Николаева, Г.Кузьмина, Е.Иванова рабочисемпе В.Максимов механизатор тимлетчĕç. Экономика, пурлăх тата АПК аталанăвĕн управленийĕн ĕçченĕсем сенаж пахалăхне тĕрĕслерĕç, шăтăк тавра тасатма тата ытти сĕнÿсем пачĕç. Акондçăсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе районта чи малтан старт илнĕ иккен, ку енĕпе пысăк активлăх кăтартаççĕ халь, кашни уяр кунпа, минутпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ăратлă ĕнесем валли хĕлле çителĕклĕ апат пултăр тесе тимлеççĕ. Паянхи куна пин тоннăна яхăн сенаж хатĕрленĕ ĕнтĕ вĕсем.
Районта утçи малалла та ăнăçлă пулса пырасса шанма пулать, ял ĕçченĕсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Çумăр çуса ан кансĕрлетĕр кăна вĕсене.
Сăн ÿкерчĕкре: “Аккон-агро фирма” общество членĕсем сенаж хатĕрлеççĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"