04 июля 2008 г.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен обществине (ВОИ) туса хунăранпа 20 çул тултарнине халалласа Ульяновск хулинче çамрăк инвалид çемьесен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна Мемориал центрĕнче хăнасене çамрăк барабанщицăсем параппан кĕввипе кĕтсе илнипе уçрĕç. “Çемье – наци пуянлăхĕ” конкурса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пынă 26 çамрăк çемье хутшăнчĕ. Пирĕн республика чысне çав конкурсра Тăвайра пурăнакан Надеждăпа Евгений Петровсем хÿтĕлерĕç. Конкурса 5 номинаципе йĕркеленĕ: чи пултаруллă çемье, социаллă пурнăçри чи хастар çемье, спортпа туслă çемье, бизнеспа çыхăннă çемье тата кил-йыш управçи. Çемьесен харпăр хăйпе паллаштаракан видео роликсем илсе пымалла пулнă. Ăçта ĕçлеççĕ, пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ, мĕнпе ытларах кăсăкланаççĕ т.ыт.те. Петровсем чи пултаруллă çемьесен номинацийĕнче тупăшрĕç. Евгений Вячеславович ВОИне халалланă сăвă вуларĕ, Надежда Владимировна Александр Васильев репертуарĕнчи “Аннеçĕм” тата “Ревнуй, не ревнуй” юрăсене юрларĕ. Чи лайăх номер пулчĕ çак конкурсра Надя чăвашла юрлани. Залра ларакансем чăваш юррин сăмахĕсене ăнланмарĕç пулин те, кĕвĕ çепĕçлĕхĕ вĕсене пурне те чунтан тыткăнларĕ. Вĕсем ăна татах та татах юрлама ыйтрĕç, “Здоровская песня, молодец!” терĕç юрăçа. Çак номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ Максим Смирнов та (Костромаран) Надежда Владимировнана пырса саламларĕ: “Эпĕ пĕлетĕп Эсир кунта чи пултаруллине. Пĕрремĕш вырăна Сире памаллаччĕ”, терĕ айăплăн аллисене саркаласа. Анчах жюри Максимăн (вăл педагогика наукисен кандидачĕ, сăвăсем çырать) çемье пурнăçĕнчи йывăр лару-тăрăва шута илчĕ, ăна пулăшас тĕллевпе хавхалантарма йышăнчĕ. Тепĕр тесен çыншăн дипломсемпе парнесенчен те хаклăраххи чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем. Çавăнпа та Надя кулянмасть. Ахальтен мар Ульяновска пынă 26 çемьерен пĕр ăна кăна юлашкинчен пулнă Гала-концерта хутшăнма ирĕк пачĕç.
Тата мĕн чухлĕ çынпа çывăххăн паллашрĕ вăл фестивальре. Вĕсен шутне Липецкран пынă Коваленкăсене, Челябинскри Котовсене, Пушкăрт Республикинчен пынă Садыковсене, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Тĕп правленийĕ 200 пин экземплярпа кăларса тăракан “Надежда” хаçатăн тĕп редакторне Наталья Владимировна Кузьмичевана тата ыттисене кĕртмелле. ВОИн Тĕп правленийĕн председателĕпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе А.В.Ломакин–Румянцевпа пĕрле сăн та ÿкерттерчĕç Надьăпа Женя.
–Пире фестиваль çав тери килĕшрĕ. Ăшшăн кĕтсе илчĕç. 22 хутлă “Венец” гостиницăра люкс-номерте пурăнтăмăр. Хула тăрăх кăтартса çÿрерĕç, музейсемпе театрсене, экскурсисене илсе кайрĕç. Арское ялĕнче Ксения Блаженная ячĕпе лартнă храмра пултăмăр, часовньăра çăл шывĕнче шыва кĕтĕмĕр. Пур çĕрте те сăн ÿкерттертĕмĕр. “Инвалидсене реабилитацилес тата обществăна пĕрлештерес ĕçри çемье пĕлтерĕшĕ” çавра сĕтел калаçу та самай интереслĕ пулса тухрĕ. Пирĕншĕн курса-итлесе тĕлĕнмелли, асра юлмалли нумай пулчĕ. Пурнăçра çĕнĕ туссем, юлташсем хушăнчĕç. Тавах ВОИн республикăри организацийĕн ертÿçисене Маргарита Павловна Кузьминыхпа Геннадий Яковлевич Яковлева, – ăшшăн каласа парать Надежда Владимировна.
Надежда Петрова чăннипех талантлă юрăç, анчах çав таланта малалла аталантарма майсем туса памалла. Юрă альбомĕсем кăларас енĕпе ăна спонсорла пулăшу питĕ кирлĕ. Вĕт вăхăтра асăрхаса пăхса тăмасан, талант та, çăлкуç пекех, типсе ларма пултарать. Ахах-мерченĕн йăлкăшакан, чĕрĕлĕхпе тапса тăракан çăлкуçсене типме парас марччĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Надеждăпа Евгений Петровсем ВОИн Тĕп правленийĕн председателĕпе А.В.Ломакин-Румянцевпа.
Источник: "Ял ĕçченĕ"