04 июля 2008 г.

Çĕр çинчи хаклă пурнăçа чыслă, сумлă пурăнакансем сахал мар пирĕн хушăра. Тăвай ялĕнчи Галина Петровнапа Юрий Борисович Ивановсене те çавнашкаллисен йышне кĕртес килет. Вĕсем юнашар утнине е çынсемпе кăмăллăн калаçнине куратăн та, чунра ăшă-ăшă туйăм çуралать. “Мăшăр кăвакарчăн пек туслă пурăнаççĕ ĕнтĕ вĕсем”, – тесе шухăшласа илетĕн. Çемьере лăпкă лару-тăру пулсан, хавхаланса ĕçлес килет ĕнтĕ, çул хыççăн çул иртни сисĕнмест çапла.
Асăннă çемье пирки тĕплĕнрех пĕлме çăмăл пулмарĕ. Хваттерне кайсан тĕл пулаймарăмăр. “Пахчинче тăрмашатчĕç-ха вĕсем питĕ”, – терĕ кÿрши. Çул çинче курсан, тантăшĕпе сăмах пуçарнăччĕ те, чăрмантарас килмерĕ. Телефонпа икĕ-виçĕ хут шăнкăравласан тин калаçу пуçарма май килчĕ. Çулла килте лармаççĕ ĕнтĕ вĕсем те.
–Пирĕн пирки çырма кирлĕ мар, эпир ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастпăр. Çынсем хушшинче çын пек пурăнма тăрăшатпăр кăна, – сăпайлăн хирĕçлерĕ малтан Галина Петровна. Сăмах çăмхи майĕпен сÿтĕлсех пычĕ вара.
Хĕрлĕ Чутай районĕн каччи Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хорпа дирижер уйрăмне Тăрмăшри пулас композиторпа А.Васильевпа пĕрле вĕреннĕ. Каярахпа Юрий Борисович асăннă ялти халăх хорĕпе ĕçлеме хаваспах кăмăл тунă. Тăвайри ачасен музыка шкулĕнче те вăй хунă çав хушăра харсăр çамрăк. Шăпах çак вăхăтра куç хывнă ĕнтĕ вăл Çăлпуç пикине, Галина Петровнана. Çамрăксем пĕр-пĕрне кăмăлланă, юрату çирĕпленсе çитсен çемье çавăрнă. Çĕнĕ мăшăра кĕçех икĕ пÿлĕмлĕ хваттер панă.
Çемье пуçĕ районти культура çуртĕнче те тăрăшнă пĕр хушă, Воркутари шахтăра та хăйĕн тÿсĕмлĕхне тĕрĕслесе пăхнă. Ю.Ивановăн чунĕ вара асамлă кĕвĕ тĕнчинех туртнă. Мускаври культура институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн районти ачасен искусствисен шкулĕнче ĕçлекенсен коллективне ертсе пыма шаннă ăна.
–1972 çултанпа ĕнтĕ ачасене юрра–кĕвве туйма хăнăхтаратăп, - тет Юрий Борисович. Халăхра сумлă çын вăл, “ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ” хисеплĕ ята илнĕ. Галина Петровна медицинăра тупнă хăйĕн телейне. Канашра медицина училищи пĕтернĕ хыççăн Тăвайри санэпидстанцинче, тĕп больницăра аслă сестрара, чĕре мĕнле ĕçленине тĕрĕслекен пÿлĕмре вăй хунă. Сывлăх сыхлавĕнче 33 çул ĕçлесе Хисеп грамотисем чылай илнĕ вăл. “Çынсен ăшă сăмахĕ пахарахчĕ маншăн. Иртрĕ вăхăт, халь тивĕçлĕ канура ĕнтĕ”, - шухăшлăн пуплет хĕрарăм.
Калаçу ачисем çине куçсан, унăн сасси хавасланчĕ.
Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ Ивановсем. Асли, Наталья Юрьевна, шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Наука енĕпе питĕ кăсăкланнине кура ентешĕмĕре малалла студентсене вĕрентме сĕннĕ. Аспирантурăран вĕренсе тухнă Наталья Юрьевна педагогикăпа тата психологипе диссертаци хÿтĕленĕ. 25 çултах педагогика наукисен кандидачĕ пулса тăнă, тăван институтра та тăрăшать. Çул–йĕр специалисчĕсем хатĕрлекен Мускаври аслă вĕренÿ учрежденийĕн Шупашкарти филиалĕн деканĕ халь, çемьеленнĕ.
Александр Юрьевич Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, аспирантурăран вĕренсе тухнă. Ентешĕмĕр Мускав хулинче суту–илÿ фирмин уйрăм пуçлăхĕнче ĕçлет.
Галина Петровнапа Юрий Борисович пирки ял–йышра лайăххине кăна калаççĕ. Вĕсем çак хисепе пĕр–пĕрне юратса, ăнланса, кÿршĕсене, ял çыннисене сума суса пурăннипе тивĕçлĕ пулнă. Çак кунсенче Ивановсем çемье çавăрни 35 çул çитет. Вĕсене эпир çывхаракан йĕтĕн (льняная) туйпа ăшшăн–ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри Галинăпа Юрий Ивановсем.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"