01 июля 2008 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти шашка-шахмат клубĕнче паллă шашиста Иван Прокопьевич Ижеева асăнса турнир иртнĕ. Ăна çавăн пекех Республика кунне те халалланă. 100 клетка тата 64 клетка çинче выляса ăмăртнă. 64 клетка (вырăс шашки) çинче 5-шер минутлă икшер парти вылянă. Урăхла каласан, блиц-турнир ирттернĕ. Чи нумай (10,5) очко пухса Вăрмартан пынă спорт мастерĕ Николай Иванович Дмитриев çĕнтернĕ. Вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта – Михаил Александрович Ефимов (Кÿкеç поселокĕ). Унăн – 8,5 очко. Тăвай районĕнчи Чÿкçырми ялĕнчен турнира хутшăннă Алексей Егорович Косарев, спорт мастерĕн кандидачĕ, 7,5 очко пухса, виççĕмĕш вырăна тухнă. Пурĕ 10 çын, вăйлă шашистсем, вылянă турнирта.
100 клетка çинче ăмăртса В.Лобышев (Шупашкар, I вырăн), М.Ефимов (Кÿкеç, II) тата А.Унтин (Шупашкар, III) малтисем пулса тăнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"