01 июля 2008 г.
Енĕш Нăрвашри Виталий Васильевич Петрова ачаранпах пĕлетĕп. Ялти шкулта пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чух (1970 çулта) пĕрремĕш хыпар çырса пĕлтернĕччĕ районти “Ял ĕçченĕ” хаçата. Çакăн хыççăн тĕрлĕ заметкăсем çырса тăрса чи активлă çамрăк корреспондентсен шутне кĕнĕччĕ. Вăл вăхăтра Рая Кайсарова (Шумова), Володя Вадимов çырса тăратчĕç. Çамрăк çыравçăсене редакцине е ВЛКСМ райкомне пуçтарса тав тунă тата хавхалантарнă ун чухне. “Ял ĕçченĕсĕр” пуçне “Пионер сасси”, “Коммунизм ялавĕ”, “Советская Чувашия” хаçатсемпе те çыхăну тытатчĕ Витали.
1973 çулта вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтра та çыхăну татăлман пултаруллă çамрăкпа. 1977 çулта техник-электромеханик специальноçне алла илсе тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă вăл. Çав çулах çар службине илнĕ ăна. Командовани маттур чăваш салтакне пур енĕпе те ыттисем умĕнче тĕслĕхе хунă. Тĕрлĕ вĕренÿсенче пуçаруллă пулнăшăн грамотăсем, кĕнеке-альбомсем, тав çырăвĕсем парса чысланă.
Хĕсмет вăхăтне чыслăн татса тăван яла таврăннă каччă, “Красная Чувашия” хуçалăхри фермăсенче инженерта ĕçлеме пуçланă. Виçĕ ялти 4 фермăри ĕç агрегачĕсене пăхса тăмалла пулнă унăн. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе 1981 çулта çамрăк специалист Хусанти “Хисеп Палли” орденлă, А.М.Горький ячĕллĕ ял хуçалăх институтне заочно вĕренме кĕнĕ. Аслă шкула ăнăçлă пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн ăна Енĕш Нăрвашри ĕне фермин заведующине лартнă. Çак ĕçре 6 çул тăрăшнă вăл.
Асăннă хуçалăхра районта чи малтан “Волга” сĕт сумалли аппарат ĕçлеттерме пуçланă. Выльăх-чĕрлĕх фермисенчи ĕçсене механизацилессипе В.Петров нумай вăй хунă. Вăл тăрăшнипе тĕрлĕрен холодильник, транспортер, пăс хуранĕсем, дробилкăсем, шыв, сывлăш ăшăтакан агрегатсем кÿрсе килнĕ. Вĕсем ăнăçлă ĕçлеччĕр тесе куллен тимлемелле, вăхăтра пăхса тăрса юсамалла. Час-часах унăн сварщик та, слесарь те пулма лекет. Тăрăшнине кура Виталий Васильевича тĕп электрик ĕçне те шанса панă. Вăл общество ĕçĕнчен те айккинче тăмасть. Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйланă ăна. Хăй те суйлавсем вăхăтĕнче участокри комисси ĕçне хастар хутшăнать.
Хăй вăхăтĕнче Виталий Васильевич театр ĕçĕнче те пултарулăхне кăтартнă. Асрах-ха “Кай, кай, Ивана” спектакле халăх хĕрÿллĕн йышăнни. Виталий унта тĕп рольсенчен пĕринче. Ялта кăтартнă хыççăн Канашри ВРЗ культура керменĕн сцени çинче те Нăрваш артисчĕсене куракансем хапăл пулнă.
Çавăн пекех В.Петров ялти тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче активлă. Сĕт-çу ферми волейболла выляссипе палăрнă.
Çакна та каласа хăвармалла пулĕ, Виталий чылай хушă хăйĕн ашшĕпе, Василий Никитичпа (вăл çав тапхăрта ферма заведующийĕнче ĕçленĕ), юнашар вăй хунă, ĕçре пиçĕхсе аслинчен опыт пухнă. Халĕ вара хăй “Красная Чувашия” ЯХПКра ăста специалистсенчен пĕри. Чылай ĕçе пултарнăран ялта ун пирки «пирĕн МЧС», теççĕ.
Виталий Васильевич ĕнер 50 çул тултарчĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл пăхса ÿстереççĕ. Паллă юбилейпе ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере телей, тăнăçлăх сунатпăр ялти хастар, хисеплĕ ĕçчене.
Источник: "Ял ĕçченĕ"