27 июня 2008 г.
“Лайăх лаша кÿлсе тухсан, пĕкки витĕр пăхса пырсан, ай-тур-тур чунăм савăнать”, – тесе юрланă чăвашсем ĕлĕк. Техника ĕмĕрĕнче вара юсавлă автомашинăпа çула тухсан аван, текен шухăша тĕпе хывмалла ĕнтĕ пирĕн.
Районти автомототранспорт мĕнле шайра пулнине кашни кĕçнерникун Тăвай ял тăрăхĕн çурчĕ умĕнче тĕрĕслеççĕ. Ку ĕç мĕнле пулса пынипе эпир çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче кăсăклантăмăр. Тĕрлĕ автомашинăсен черечĕ самаях вăрăмччĕ. Груз турттараканнисем, автобуссем, тĕрлĕ маркăллă çăмăл автомашинăсем пур, хĕрлĕ, шурă, сарă тĕслисем. “Кăçал техосмотр тухасси аванрах пулса пырать пулмалла, ав еплерех нумайăн кĕтеççĕ. Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн штраф тÿлеттерессине çĕнетнĕ хыççăн автомототранспорт хуçисем хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ ĕнтĕ”, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ ĕçтешĕм.
Шалти ĕçсен Канашри пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн техникăна тĕрĕслессипе тата регистрацилессипе ĕçлекен уйрăмран виççĕн килнĕ. Евгений Валерьевич Семенов патшалăх инспекторĕпе Леонид Анатольевич Сапан, Владимир Ильич Краснов контролерсем автомашинăсен двигателĕсене пăхаççĕ, руль, тормоз, çуткăçсем епле ĕçленине, докуменчĕсене тĕрĕслеççĕ. Пурне те вăхăтра тивĕçтересшĕн вĕсем. Çитменлĕхсем пулсан тепĕр эрнинче килме сĕнеççĕ, уйрăмах автомашина нормăран ытлашши сиенлĕ газ ан кăлартăр тесе тимлеççĕ тĕрĕслевçĕсем. “Техосмотр тухасси Канаш, Йĕпреç, Тăвай районĕсенче тата Канаш хулинче сисĕнмеллех лайăхланчĕ. Çынсем техникăна тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ, докуменчĕсем те йĕркеллĕ. Техникăна тĕрĕсленĕ чухне халь умĕнчен, айккинчен те фотоаппаратпа ÿкерсе илетпĕр. Пĕтĕмĕшле даннăйсемпе пĕрле кашни транспортăн сăн ÿкерчĕкĕсене те кĕртетпĕр компьютер çине”, – тет Е.Семенов аслă лейтенант.
Владислав Иванович Федоров майор ертсе пыракан уйрăм сотрудникĕсем тăвайсене каçченех тивĕçтерчĕç çав кун. Марина Васильева паспортистка тĕрĕслев витĕр тухнине çирĕплетекен документсене çырса парса пычĕ.
Техосмотр тухса ĕлкĕрейменнисене çак ĕçе вăраха ямалла марри пирки аса илтеретпĕр. Тĕрĕслев витĕр тухма Канаш хулине çити каймалла та мар. Юсавлă, йĕркеллĕ ĕçлекен транспортпа çул çине тухсан кăмăл çĕкленет. Тĕрлĕ инкек пуласси те сахаллансах пыма пултарать.
Сăн ÿкерчĕкре: Канашри Е.Семенов патшалăх инспекторĕ, Л.Сапанпа В.Краснов контролерсем груз турттармалли автомашинăна тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"