27 июня 2008 г.
Ольга Ильинична Меркурьева 1923 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Енĕш Нăрвашра çуралнă. Çапла вара çак кунсенче унăн 85 çулхи юбилейĕ пулчĕ.
О.Меркурьеван кун-çулне, ĕç тапхăрĕсене тишкерсе пăхатăп та, унăн пурнăç çулĕ пархатарлă, паянхи çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх тесе шутлатăп. 1936 çулта ялти тулли мар, 1938 çулта Канашри 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă хĕр. Ун чухнех ыттисенчен пуçарулăхĕпе, харсăрлăхĕпе палăрса тăнă. Çамрăксем хушшинче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелекенĕ пулнă.
1938–1941 çулсенче Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. Учителĕн пирвайхи утăмĕсене Ураскассинчи пуçламăш шкулта тунă. Унта кăштах ĕçленĕ хыççăн Ольга Ильиничнана Енĕш Нăрвашри вăтам шкула кĕçĕн классене вĕрентме куçарнă. Çапла вара вăл кунта 20 çула яхăн тăрăшнă.
Вăрçă çулĕсем... Епле йывăр тапхăр пулнă вăл вĕрентекенсемшĕн те. Яла тăтăшах фронтран вилнĕ хутсем килнĕ. Учительсем пысăк хуйхă пырса çапнă çемьесене çитсе çынсене йăпатма, ачисене вĕренме хавхалантарма пулăшнă. Çу кунĕсенче яланах ял çыннисемпе пĕрле колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Ял хушшинче агитатор пулнă, фронт валли ăшă тумтир пухассине йĕркеленĕ тата ытти те. О.Меркурьеван хаяр вăрçă çулĕсенчи пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă, “1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медаль парса чысланă ăна.
1960-1978 çулсенче вăл Канашри педучилище çумĕнчи пуçламăш шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. 1978 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, ĕçлеме пăрахман, 1981 çулччен Канашри 5-мĕш вăтам шкулта вăй хунă.
Тивĕçлĕ канури Ольга Ильинична яланах общество ĕçĕнче, “Вăй-хăват пур чух çĕршыва усă кÿресчĕ”, – тет вăл хавхалануллăн. Хăйĕн мăшăрĕпе, П.М.Меркурьев паллă художникпа, Канашри, Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри музейсене йĕркелесе яма нумай тăрăшнă. Мăшăрĕ чăваш халăхĕн пурнăçне, ĕçне-хĕлне, йăли-йĕркисене сăнлакан картинăсем çырнă чухне тĕрлĕ канашсемпе, сĕнÿсемпе пулăшса пынă.
1990 çулта Енĕш Нăрвашра историпе мемориал музейĕ уçăлсассăн ял халăхĕ унăн директорĕ пулма Ольга Ильиничнана шаннă. Ку ĕçе вăл пĕтĕм вăй-халне, пĕлĕвне панă. Мĕн чухлĕ интереслĕ экскурси, тĕлпулу, курав йĕркелемен-ши хăй ĕçленĕ çулсенче; Тата музей валли халĕ те экспонатсем пухать, республикăри ытти музейсемпе тачă çыхăну тытать.
Паллă таврапĕлÿçĕне, педагогика ĕçĕн ветеранне час-часах Канашри педучилищĕне (педколледжа) тĕрлĕ тĕлпулусене йыхравлаççĕ. Мăшăрĕ Павел Меркурьевич пурăннă чух Шупашкарта, Канашра, Тăвайра, Йĕпреçре, Çеçпĕлте, тăван ялĕнче тата ытти çĕрте картинăсен выставкисене йĕркеленĕ. Апла пулсассăн, Ольга Ильинична яланах халăхпа пĕрле, яланах çынсем хушшинче. О.Меркурьева çемье бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе М.С.Спиридонов художникăн тăван килне юсаса музей-çурт туса хунă, халĕ пÿрчĕ çинче мрамортан асăну хăми çакăнса тăрать.
Нумаях пулмасть вăл мăшăрĕн картинисенчен Канашра, Енĕш Нăрвашра выставка йĕркелеме нумай вăй хучĕ. Тăван ялĕнчи халăх музейне “Санитарка” картина парнелесе хăварчĕ.
Халĕ Ольга Ильинична хăйĕн икĕ хĕрĕпе, ывăлĕпе тата кĕрÿшĕпе Канаш хулинче хăйсен вăйĕпе П.М.Меркурьев картинисен галерейине йĕркелесе ярассипе тимлет.
О.И.Меркурьева – ”Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ”, “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ, “Ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăпа чысланă. Çак пултаруллă, ырă чун-чĕреллĕ, сăваплă та пархатарлă ĕç тăвакан хĕрарăма çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"