АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти палăк умĕнче (Патриотизм, образование)

27 июня 2008 г.

Ялти палăк умĕнче (Патриотизм, образование)

 
Çĕнтерÿ пĕр аслă юрă,
Пĕр уяв пек пуличчен
Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ,
Пуçĕпе пĕтни миçен!
П.Хусанкай.
Пирĕн çĕр-шыв çине нимĕçсем 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче тапăннă. Нимĕç фашисчĕсенче чунсăрлăх, çăткăнлăх хуçаланнă. Мĕн чухлĕ çынна персе тата çакса вĕлернĕ, çунтарса янă, мĕн чухлĕ çынна концлагерьсенче асаплантарнă. Тăван çĕр-шыва тăшмансенчен хÿтĕлес тесе совет халăхĕ кар тăнă. Çавна пулах аттесем, аппасем, йăмăксем, шăллăмсем, пиччесем, яшсем, хĕрсем, вăрçă хирĕсенче паттăррăн çапăçса, пуçĕсене хунă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пурнăçран 20-30 миллион çынна илсе кайнă. Çакна эпир нихăçан та манас çук.
Июнĕн 22-мĕшĕнче Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи предметсемпе тарăнрах пĕлÿ илме çÿрекен лагерьти ачасен пĕр ушкăнĕ З.Кириллова воспитательницăпа пĕрле вăрçăра вилнисене халалласа лартнă ялти палăк умне чечек çыххисем кайса хучĕç. Пирĕн салтаксем мирлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçĕсене хунă, эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тушкилти шкулти предметсемпе тарăнрах пĕлÿ илме çÿрекен лагерьти ачасен ушкăнĕ З.Кириллова воспитательницăпа ялти палăк умĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика