27 июня 2008 г.
Тăван тавралăхшăн, унăн илемĕпе тасалăхĕшĕн, пуянлăхĕшĕн тăрăшакансем кашни ялтах пур. Пирĕн ялта, Кивĕ Пуянкассинче, çавăн пек çынсенчен пĕри – Иван Павлов. Пуянкассисем, вĕсемпе пĕрлех ытти иртен-çÿрен те, асăрханах ĕнтĕ, ялти машина-трактор паркĕн çырми вĕçĕнче, асфальтлă çул хĕррине çитичченех, тĕрлĕ йывăçсем – хурăнсем, хăвасем, йăмрасем илем кÿрсе лараççĕ. Çапла, халĕ хурăнсем те палăрмаллах ÿссе хитреленчĕç. Вĕсем хăйсене лартса ÿстернĕ хуçине кашни ирех шĕпĕл-шĕпĕл çулçисемпе тав тунăн туйăнать. Тав тумасăр, усăсăр выртакан çырма çапла симĕсленсе, илемленсе пыни кама кăна савăнтармĕ. Вĕт-ха Иван Павлов унччен ишĕлсе пынă çырмана йывăçсем лартса чĕртнĕ-çке-ха. Çав тери пархатарлă ĕç пуçарнă Иван Иванович. Вăл, хăй каланă тăрăх, кăçал кăна çĕнĕрен 250 тĕп йывăç-тĕм лартнă. Ĕлĕкрех пĕвеленĕ пĕве тĕлне çитесшĕн-ха вăл йывăçсем лартса. Сăмах майăн асăнсан, унăн ывăлĕ ял çумне уйрăлса тухсан, карта хĕррипе чылай çеç çамрăк хунавсем лартса тухрĕ: çăка, хурăн, пахча вĕçнерех чăрăшсем вырнаçтарчĕ.
Унччен лартса ÿстернĕ йывăçсем хушшинче вара çынсем кăмпа пухса çимĕçлĕ пулнине калаççĕ. Çакă мар-и-ха ырă туни: тавралăха та, çынсене те, хăвна та. Кунашкал ĕçшĕн чуна çăмăл.
Анчах Иван Павлова ял халăхĕ килти çÿп-çапа çырма хĕррине тăкса тултарни, çавăнпа çырма хăяккăнне йывăç-тĕм лартма майсăрри пăшăрхантарать. Кунтан аякрах мар пурăнакан Юрий Васильев пенсионер çав çÿп-çапа “кун каçа çунтартăм” тесе каларĕ. Мĕн кăна çук иккен унта: пружинăллă кивĕ матрас, пластика савăт-сапапа сăрă банкисем таранах. Пĕр йышшисем çунсан та, тепĕр йышшисем юлаççĕ. Çапла вара çырма тĕрлĕ ăпăр-тапăртан ниепле те тасалса пĕтмест. Ăнланса илес вырăнне, çынсем унта вăрттăн та пулса тăкаççĕ кирлĕ-кирлĕ мара.
Иван Павловăн ырă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăмах пуçарнă май, унăн аллисем ылтăн пулнине те, вăл тытса туман ĕç сахаллине те асăнса хăвармалла пулĕ. Иван Иванович ĕç майне пĕлнине, ÿркенменнине тата хирĕçлесе тăманнине кура çава туптаттарма тата ытти тĕрлĕ ĕçпе те ун патне çÿреççĕ кÿршисем.
Хăй çитмĕлтен иртнĕ пулин те, вăй-хал пур чухне йывăç-тĕм ытларах лартса чĕртесчĕ-ха тесе тимлет И.Павлов пенсионер. Пархатарлă ĕçшĕн тав тунипе пĕрлех, нумай çул çирĕп сывлăхлă та хавхалануллă пурăнма ырă сунар çут çанталăк тусне.
Источник: "Ял ĕçченĕ"