27 июня 2008 г.
Президентăн халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли программине çине тăрса пурнăçа кĕртсе пыни халăх сывлăхĕшĕн чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каларĕ Йăнтăрчă ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.П.Хайдукова. Ялсенче, уйрăмах Йăнтăрчăпа Тенеялĕнче, иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсенче хывнă пăрăхсемех. Çитменнине, вĕсем те пур урама çитмеççĕ тата ку чухнехи требованисене те тивĕçтермеççĕ. Çаксене шута илсе, ял поселенийĕ Йăнтăрчăпа Тенеяль ялĕсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермешкĕн проектсем туса хатĕрлессипе çине тăнă. Шыв анализĕсем тутарнă. Экспертиза витĕр кăларнă. Çаксем пурте вăхăтпа тата нумай укçа-тенкĕпе çыхăннă. Халĕ Йăнтăрчă ялне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелле тăвассине 2009 çулхи программăна кĕрттерессишĕн тăрăшаççĕ. Тенеяльне туса хатĕрленĕ проекта ĕçе кĕртессипе те тимлеççĕ. Кунта çур ял тенĕ пек колонка шывĕсĕр, тет И.Хайдукова. Тенеяль валли проект туса хатĕрлеме “Аккондран” 250 пин тенкĕ кивçен илнĕ. Республикăри Минстройра та пулнине каларĕ шыв ыйтăвĕсемпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Малаллах талпăнаççĕ. Улянкă ялĕнче пурăнакансем валли кăçал проект тутарса хатĕрлесшĕн. Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси кал-калрах пулса пырасса, çакна валли малашне укçа-тенкĕ нумайрах уйăрма тытăнасса шанать ял поселенийĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"