27 июня 2008 г.
Хăнăхрăмăр ĕнтĕ районти шкулсенчен 11 класс вĕренсе тухакансем аттестат илнĕ хыççăн çамрăксен балне йĕркеленине. Илемлĕ кĕпеллĕ хĕрсем, хура е шурă костюмлă каччăсем çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче пухăнчĕç райцентрти культура çуртне. Ашшĕ-амăшĕ, аслăраххисем вĕсене куç илмесĕр сăнаççĕ. Хăйсен ачисемпе пĕлĕшĕсем сисмесĕрех пурнăç çулĕ çине тухни савăнтарать те ĕнтĕ вĕсене, шухăшлаттарать те.
Бала вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Т.Шашкова уçрĕ. Вăл районти выпускниксене шкул вĕренсе пĕтернĕ ятпа, çывхаракан çамрăксен кунĕпе ăшшăн саламларĕ, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма сунчĕ.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов та кăмăл тунă Тăвай ен хĕрĕсемпе каччисен савăнăçне пĕрле пайлама. Çамрăксене пĕрлехи экзаменсене ăнăçлă тытса пĕтернĕ ятпа саламларĕ вăл малтанах.
“Телейлĕ ачалăх, шкулта выляса кулни, шавлă тăхтавсем хыçа юлчĕç. Сире умра çĕнĕ пурнăç кĕтет, савăнăç е пăшăрхану та пулĕ, йывăрлăхсемпе чăрмавсем те. Аслă çул çинче нихăçан та çухалса ан кайăр, пире малашне те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарăр, тăван çĕршыва юрăхлă çын пулăр”, – терĕ Николай Ильич.
Район администрацийĕ çамрăксен пурнăç условийĕсене лайăхлатсах пырассишĕн тимлет. Талантлă, обществăри ĕçсене активлă хутшăнакансене пулăшать. 2002 çултанпа тăвайсен 35 çамрăкĕ – Президент стипендине, вун тăватă ĕçлекен хĕрпе каччă район пуçлăхĕн премине илнĕ. Кăçал Президент стипендине тивĕçлĕ пулнă 8 çынран тăваттăшĕ шкулта вĕренеççĕ.
Тăвай енĕн вĕренекенĕсем республикăри олимпиадăсенче пилĕк малти вырăна йышăннă кăçал. А.Андреевапа С.Кузьмин Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулнă, Сергей çĕршыври ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă.
Кăçал районти шкулсенчен 275 выпускник каять. Патшалăх аттестацийĕ витĕр пурте тухнă вĕсем. Вĕренÿре уйрăмах аван ÿсĕмсем тунăшăн 8 çамрăк – ылтăн медаль, тепĕр вунпĕрĕшĕ кĕмĕллине илме тивĕçлĕ пулнă.
“Мускаври, Санкт–Петербургри тата ытти хуласенчи аслă шкулсенче пирĕн район çамрăкĕсем вĕренме пуçлани савăнтарать. Вĕсен ырă пуçарăвне эсир малалла тăсасса шансах тăратпăр. Çĕршыв, район пуласлăхĕшĕн эсир те малашне ответ тытнине асран ан кăларăр. Ырă çул пултăр сире, хаклă выпускниксем!” – тесе вĕçлерĕ сăмахне район пуçлăхĕ.
А.Андреевана, К.Дмитриевана, А.Иванована, А.Королевана, Н.Муханована, А.Васильевана, О.Михайлована (Тăвай), А.Смолина (Тăрмăш) – ылтăн, А.Салминана, Е.Кондратьевана, Л.Сидорована, К.Федорована, О.Смирнована, И.Иванова, И.Немова (Тăвай), А.Данилована (Тушкил), Т.Данилована, Т.Волкована, Е.Моисеевана (Енĕш Нăрваш) кĕмĕл медальсем пачĕ Николай Ильич. Унтан шкулти, районти обществăлла пурнăçпа активлăхпа палăрнисем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕ, район администрацин, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисемпе Дипломĕсене тивĕçлĕ пулчĕç вĕсем. Районти тĕп учителĕн, вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕн В.Шакровăн пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахĕсем хыççăн чылайччен алă çупрĕç пухăннисем. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «Акконд» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн В.Ивановăн пулăшаканĕ В.Ильин калаçăвне те кăмăлласа итлерĕç.
Кăçал вĕренсе тухакансем – Е.Кондратьева (Тăвай), Е.Демина (Мучар), Л.Яковлева (Тĕмер) район администрацине, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне, ашшĕ-амăшĕсене выпускниксенчен тав турĕç, кирек ăçта кайсан та район чысне çÿлте тытма пулчĕç.
Тăвайри тĕп больницăра врачра тăрăшакан Л.Муханова ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе тухса калаçрĕ, шкулсенчи вĕрентекенсене, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне, район администрацине ывăлĕ-хĕрĕсене лайăх воспитани панă çĕрте пулăшнăшăн, вăтам пĕлÿ илме тивĕçлĕ условисем туса панăшăн тав турĕ, çамрăксене ăнăçу сунчĕ.
Ăшă сăмахсем каласа ăсатрĕ залран тухакан хĕрсемпе каччăсене уява ертсе пыракан Т.Шашкова. Çакăн хыççăн дискотекăра чылайччен ташласа савăнчĕç районти пур шкултан та килнĕ выпускниксем.
Сăн ÿкерчĕксенче: район пуçлăхĕ Н.Иванов А.Иванована (Тăвай) ылтăн медаль парать.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"