АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен продукцийĕ – кирпĕч (Промышленность)

27 июня 2008 г.

Ĕç тени, паллă ĕнтĕ, тупăш кÿмелле. Çав тупăш производство тăкакĕсене саплаштарма та, пурнăçа малалла аталантарса пыма та май памалла.
–Эпир çапла ĕçлеме тăрăшатпăр та, – терĕ “Тăвайри кирпĕч завочĕ” хупă акционерлă обществăн производство пайĕн начальникĕ Вадим Павлович Михайлов. –Унсăрăн ку чухнехи пурнăçра тытăнса тăма çук. Директортан пуçласа ыттисем таранах çав тĕллевпе ĕçлетпĕр эпир.
Тăвайри кирпĕч завочĕ кăçал продукци кăларма иртнĕ çулхинчен çур уйăх маларах тытăннă. Çав продукци вăл, завод ятĕнченех паллă: кирпĕч – тулли ÿтлĕ пĕр анлă керамика кирпĕч.
Вадим Павлович каланă тăрăх, талăкра вăтамран 16-20 пин кирпĕч хĕртсе кăлараççĕ хальхи вăхăтра. Ăна пĕр кăмакарах икĕ сменăпа хĕртсе хатĕрлеççĕ. Кирпĕче калăплакансем (формăлакансем) вара пĕр сменăпа ĕçлеççĕ. Вĕсем калăпланă чĕрĕ кирпĕч малтан сарайсенче типет. Кăмакана вăл конвейерпа пырса тăрать. Кирпĕч пахалăхĕ ăна хăçан калăпланинчен те килет теççĕ: типĕ çанталăкра туни çăмарта пек, кантăк пек тухасса шанма пулать кăмакаран.
Заводра ĕçлекенсем каланă тăрăх, вĕсем производство циклне те, технологие те пăхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çакăнтан килет ăнăçлăх. Клиент вĕт пахалăхлă продукцишĕн укçа тÿлет. Паха тавар витме те лайăхрах витет, черет кĕтсе, таварлăх сăн-сăпатне çухатса, япăхса выртмасть. Çавăнпа пахалăх ялан чĕлхе çинче, ялан тимлĕхре тăракан ыйту заводра. Ку тĕлĕшпе коллективăн малалла тăрăшмалли çук мар-ха, Тăм пахалăхĕ тивĕçтерсех кайманни те чăрмав, теççĕ.
Районта вăйлă строительство организацийĕ çукран та пулĕ, Тăвайри кирпĕче ытларах тутарсем туянаççĕ, Хусана турттараççĕ. Ăна кран-балкăпа тиесе параççĕ. Мускава та ăсатнă темиçе машина. Çав вăхăтрах завод территорийĕнче кăмакаран тухнă хыççăн штабельсенче упранакан кирпĕч те çук мар-ха. Вĕсем клиентсене кĕтеççĕ. 1 пин штук кирпĕч хакĕ 5 пин тенкĕ.
Кирпĕч заводĕнче хальхи вăхăтра 60 ытла çын ĕçленине пĕлтĕмĕр. Людмила Николаевна Морякова тĕп бухгалтер заводра ĕçлекенсен, уйрăмах рабочисен, ĕç укçине малалла ÿстернине хыпарларĕ. Çывăх вăхăтрах унпа тĕплĕнрех паллаштарма пулчĕ. Ĕç укçине кашни уйăхрах параççĕ заводра. Налуксемпе те вăхăтра татăлса пыраççĕ.
Эпĕ ыйтнипе производство пайĕн начальникĕ В.Михайлов маттур ĕçлекен çынсен ячĕ-хушамачĕсене те асăнчĕ. Вĕсем – Юрий Иванов слесарь (ун пирки хăй ĕçĕнчи вăйлă специалист, терĕ), Михаил Петров водитель, Геннадий Никитин тракторист, Валерий Буров сварщик, Александр Шатунов экскаваторщик, Любовь Бурова, Эльвира Никитина, Людмила Николаева, Александр Яковлев кирпĕч лартакансем тата ыттисем те. А.Яковлев конвейера та пăхса тăрать, иккен.
Кирек мĕнле ĕçĕн те хăйне евĕр кăткăслăхĕ, йывăрлăхĕсем пур. Производствăпа, ĕç тухăçлăхĕпе, укçа-тенкĕпе, продукци пахалăхĕпе, ĕçĕн хăрушсăрлăхĕпе, условийĕсемпе çыхăннă ыйтусене куллен тимлесе тăни çинчен каласа пачĕ Екатерина Ильинична Федотова, “Тăвайри кирпĕч завочĕ” ХАО ертÿçи. Вăл çак хуçалăха нумайранпа ăнăçлă ертсе пырать. Асăннă ыйтусене вăхăтра тивĕçлĕ татса панинче вара – пĕтĕм ĕçĕн результачĕ.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика