АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çураласси лайăхланнă (Демография)

27 июня 2008 г.

Ырă ĕçсен çулталăкĕн ултă уйăхĕ хыçа юлать кĕçех. Çур çула яхăн хушшинче ача çураласси лайăхланса пыни савăнтарать. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта кăçал пурĕ 87 ача çуралнă. 2007 çулта çак тапхăрта 69 пепке кăна пулнă.
Çын вилесси чакнине палăртса хăварас килет тата, 138 çын (2007 çулта 180) пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă. Арçынсен вăтам ÿсĕмĕ 49 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен – 82 çул. Арçынсен пурнăçĕ ытла ир татăлни эрех ĕçнинчен, пирус туртнинчен е руль умне ÿсĕрле ларнинчен тата çемье пуçне йывăрлăхĕ ытларах лекнинчен те килет. Çавăнпа вĕсен хăйсен сывлăхне упрама тăрăшмалла.
Високослă çул пулнă пирки çĕнĕ çемьесем чăмăртанасси кăштах начарланнă, пурĕ 34 мăшăр хушăннă пирĕн йыша, 2007 çулта çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 37 пулнă.
Çемьесем арканасси нумайланни шухăшлаттарать, 20 мăшăр (2007 çулта – 16) уйрăлнă кăçал. Ултă хутчен ашшĕ кам пулнине палăртнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика