АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă лагерь кунĕсем (Образование, досуг)

20 июня 2008 г.

Хаваслă лагерь кунĕсем (Образование, досуг)

 
Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Енĕш Нăрваш шкулĕнче кану лагерĕ уçăлчĕ. Унта 6 тата 7 класс ачисем çÿрерĕç. Пурĕ çирĕм пĕрĕн пултăмăр. Лагерь начальникĕ – Галина Федоровна Степанова, воспитателĕсем – Лидия Кузьминична Ванеркепе Валентина Васильевна Лукина.
Лагерьте вăхăт сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Мĕн кăна тумарăмăр пуль эпир унта! Тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем ирттертĕмĕр, юрларăмăр, ташларăмăр, кĕнеке вуламалли пирки те манмарăмăр.
Акă иртнĕ эрнере эпир Нăрваш пĕви хĕрринче пултăмăр. Айлăмсенче, çырмасенче хăнтăрсем кăшласа шĕвĕртнĕ йывăçсене, тÿпере чарлан вĕçнине куртăмăр, шыва та кĕтĕмĕр.
Вăхăт хаваслă иртет, смена та вĕçленет. Вăл пĕтиччен эпир Шупашкара кайса килесшĕн, районти спартакиадăра лайăх вырăн йышăнма ĕмĕтленетпĕр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: сывă пул, юратнă лагерь.
Никита ДМИТРИЕВ "7 кл." сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика