АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризм çулне пÿлер (Правопорядок)

20 июня 2008 г.

Темиçе çул каялла телевизорпа унта та кунта çуртсене сирпĕтнине кăтартатчĕç. Мускаври пĕр театра пухăннă 100-шер çынна темиçе кун хушши тыткăнра тытни халĕ те хăшпĕрин асĕнче. Америка çĕршывĕнчи икĕ çÿллĕ çурт вырăнĕнче халь асăну палăкĕ кăна пуль. Çакнашкал терроризм тĕслĕхĕсенче нумай çын пурнăçĕ татăлнă.
Унтанпа çулсем иртрĕç пулин те, терроризм аталанмасть теейместпĕр-ха эпир. Çавăнпа Чăваш Енре пурăнакансен тимлĕхе çухатма юрамасть. Пĕр-пĕр тăванĕ патне ют çĕршывран килеççĕ те регистраци тумасăрах пурăнма пултараççĕ. Вĕсем мĕнле шухăшлă пулнине никам та пĕлмест. Е тата укçа парса суя регистраци тăваççĕ те, хăйсем урăх адреспа пурăнма пултараççĕ. Çавнашкал ют çынсем çывăхра пурăннине асăрхарăр пулсан, шалти ĕçсен районти пайне е миграци службине пĕлтерме ыйтатпăр.
Автовокзал, нумай çын пухăннă культура çурчĕ çывăхĕсенче ют сумка е рюкзак выртнине, çăмăл автомашина чылайранпа тăнине курсан хăвăр уçса ан пăхăр, тивĕçлĕ органсене пĕлтерме васкăр.
Пурте пĕрле терроризм çулне пÿлме пулăшар çапла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика