20 июня 2008 г.
Иртнĕ тунтикун пирĕн районшăн хура кун пулчĕ, тесен те йăнăш мар пуль. Виçĕ ялти пĕвере виçĕ çын путса вилнĕ.
Кĕтÿре пулнă 40 çултан иртнĕ Çĕнçырма арçынни Эль кÿллине шыва кĕме аннă та каялла ишсе тухайман. Енĕш Нăрваш ялĕн пĕвинче вара Кушкăна хăнана килнĕ Комсомольски районĕн çыннин пурнăçĕ татăлнă. Кармалти пĕве те тунтикун шыва кĕнисенчен пĕриншĕн вилĕм вырăнĕ пулса тăнă.
Сивĕ кунсем тăнă хыççăн çанталăк ăшăтнă май çынсем пурте шыв еннелле туртăнаççĕ ĕнтĕ. Анчах вĕсем шыва кĕмелли правилăсене пăсаççĕ. Тарланă хыççăн тÿрех шыва кĕме юрамасть, çан-çурăма йĕпетсе хăнăхтармалла малтан. Эрех ĕçсен е мухмăрпа аптăрасан, лайăх апатлансан пĕве çывăхне те ан пырăр. Хăвăра начар туйсан, шалалла ишсе кĕрсе каймалла мар, хĕрринче çăвăнса илнипех çырлахмалла. Ишме пĕлмен çыннăн шыва кĕрсе савăнасси пирки манмалла.
Çуллахи каникулта ачасем хуларан яла канма килеççĕ. Çавăнпа вĕсем хăйсем тĕллĕнех пĕвесемпе кÿлĕ хĕррине ан кайччăр тесе тимлĕр. Юханшыв ача-пăчашăн кирек мĕнле лару-тăрура хăрушă пулма пултарнине лайăх ăнлантарăр. Çул çитменнисене шыва кĕме аслисемсĕр ан ярăр. Каникул кунĕсенче инкек ан пултăр тесе хăвăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăр, хаклă ашшĕ-амăшĕсем.
Тепĕр хут асăрхаттаратпăр, шыва кĕрсе хăвăр кăмăла çĕклес тетĕр пулсан, палăртнă правилăсене çирĕп пăхăнăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"