20 июня 2008 г.
Хаçат-журнала иккĕмĕш çур çулшăн çырăнмалли кампани вĕçленет кĕçех. Çавăнпа юлнă кунсемпе усă курма сĕнес килет хаклă вулакансене. Паянах çывăхра пурăнакан почтальонка патне е ялти çыхăну уйрăмне кайса çырăнма тăрăшăр “Ял ĕçченне”. Вырăнти пичет кăларăмĕсĕр сире кичем пулма пултарать.
Районти çĕнĕ хыпарсемпе сире паллаштарсах тăрĕ вăл. Кунсăр пуçне хаçатăн страницисем çинче хăвăрăн шухăшăрсене те ыттисене сĕнме пултаратăр. Тĕрлĕ тема хускатнă çырусене хапăлласах йышăнать “Ял ĕçченĕ”.
Çуллахи ăшă кунта кил хуçалăхра ĕçĕ те нумай ĕнтĕ, пÿрте кĕрес те килмест. Çывăрас умĕн пĕр сехет тупма пулать чунра пухăннă савăнăçа е ыратăва шурă хут çине куçарма. Епле илемлĕ халь тавралăх, улăхсемпе çарансем! Вăрманти уçланкăран тухас та килмест ĕнтĕ, тĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, уçă та сиплĕ сывлăша сывласа тăранаймăн унта. Уй-хирти симĕс кавире пăхса ытараймăн. Ял ĕçченĕсем утă хатĕрлеме тухаççĕ. Сирĕн хушăра тĕрлĕ ĕçре палăрнă е халь ал ĕçĕпе кăсăкланакансем пурăнаççĕ, вĕсем пирки те çырма пултаратăр. Аслă ăрурисем хăйсен вăхăтĕнчи пурнăçа сăнланине вулама кăмăллă пулĕ. Унсăрăн эпир, çамрăксем, иртни пирки пĕлмесĕрех юлма пултаратпăр.
Çамрăк корреспондентсен вара çуллахи каникул мĕнле иртни пирки çырма май пур. Тен, сăвă йĕркисем пуçа килеççĕ е хăвăр сисмесĕрех ăшра пĕр-пĕр тĕрленчĕк калăпланать. Кăмăлăр пулсан “Ял ĕçченĕ” хаçатра пичетлеме ярса парăр.
Пурнăçра çитменлĕхсемсĕр пулмасть. Сире мĕн пăшăрхантарать паянхи кун, эсир мĕн шухăшлатăр çавăн пирки, мĕнле пĕтерме пулать пурнăçа малалла кайма чаракан чăрмава;
Çу уйăхĕнче редакцине чылай çыру килчĕ. Çак уйăхра хаçата çырсах тăнă обществăлла корреспондентсене асăнса хăваратпăр: А.Ефимов, В.Петров (Енĕш Нăрваш), А.Иванов (Çăлпуç), П.Федоровпа Р.Ахтимирова (Шупашкар), В.Александровпа Э.Михайлова, Л.Павлова, В.Кузнецов, Т.Игнатьева, В.Чайкин, В.Исаев, А.Фролов З.Степанова (Тăвай), Н.Русскова (Ураскасси), Е.Фомина (Нÿшкасси), В.Егоровпа Ф.Петров (Пуянкасси). Районти шкулсенчи çамрăк корреспондентсене те ырăпа палăртас килет. Çĕртме уйăхĕнче те “Ял ĕçченĕпе” вулакансем, обществăлла корреспондентсем хушшинче çыхăну çирĕпленсех пытăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"