АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвасчĕ (Спорт)

17 июня 2008 г.

2007–2008 вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Иртнĕ тапхăрта шкул ачисем хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртусем пулчĕç. Чи анлисенчен пĕри – районти спартакиада. Спортăн 13 енĕпе тупăшрĕç шкулсен коллективĕсем. Малти вырăнсене Тăвай, Тушкил, Тăрмăш, Пуянкасси шкулĕсем тухрĕç. Тăвай шкулĕ çăмăл атлетикăра, кире спортĕнче, кросс чупассипе, футболла выляссипе (3 ушкăнĕнче те), баскетболра палăрчĕ. Тушкилсен волейбол аталаннă. Вĕсем çăмăл атлетикăпа “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн ирттернĕ эстафета ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç.
ЧР Президенчĕн Кубокĕшĕн пыракан республикăри Х спартакиадăна программăн пур енĕпе те хутшăнма тăрăшрĕ район, хуласемпе районсен командисем хушшинче 6-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Уйрăмах хоккейра, волейболра, сĕтел çи теннисра, кире спортĕнче ăнăçлă тупăшнă. Çапла “Ылтăн шайба” клуб парнишĕн пыракан республикăри ăмăртусенче вăтам ÿсĕм ушкăнĕнче районăн çамрăк хоккеисчĕсем 3-мĕш (тренерĕ В. Иванов), В.Захаров тренер ертсе пынипе çамрăк волейболистсем 4-мĕш, тăрмăшсем сĕтел çи теннисра 4-мĕш (тренерĕ В.Афанасьев), кире пуканĕ çĕклессипе 6-мĕш (тренерĕ А.Пимулин), хĕрачасем хушшинче волейболпа 6-мĕш (Н.Давыдов) йышăннă. Дзюдоистсемпе ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем те (Тăрмăш шкулĕ, М.Андреев тренер) ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ, республикăри ăмăртусенче 10-мĕш вырăнсем йышăннă. Кĕрешÿçĕсен кăтартăвĕсем лайăхрах та пулĕччĕç, енчен те вĕсене кĕрешме кирлĕ кавир туянса парас пулсан. Ку енĕпе ачасене спонсорла пулăшу кирлĕ. Пирĕн район халиччен кĕрешÿ енĕпе палăрсах кайман, спортăн çак енне малашне тимлĕх уйăрмаллах.
Хамăр йăнăшсенчен, çитменлĕхсенчен тренерсен, физкультура вĕрентекенсен тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума, çитес спартакиадăна тата ăнăçлăрах хутшăнма тăрăшмалла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика