АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти лагерьте (Образование)

17 июня 2008 г.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун уçăлчĕ “Хĕвел” лагерь Тăрмăшри шкулта. Унта 1–7 классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Çанталăк çумăрлă пулин те, ачасем лагере кăмăлласах пыраççĕ. Вăйăсем, тĕрлĕ конкурссем, калаçусем пулаççĕ лагерьте, похода та каяççĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем.
Прическа тăвассипе ăмăртрĕç пĕррехинче. Настя Николаева Л.Толстойăн “Вăрçă тата мир” романĕнчи Наташа Ростована аса илтерчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ вăл. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Настя Козьмодемьянскаяпа Ольга Георгиева тухрĕç.
“Пирĕн лагерь” темăпа тĕрлĕ ÿкерчĕксем туса та тупăшрĕç лагерьтисем. Настя Козьмодемьянская, Виктор Звонаревпа Кристина Ефимована çитекенни пулмарĕ.
Тăрмăшри шкулти “Хĕвел” лагерьти кунсем асра юлччăр, хаваслă тата интереслĕ иртчĕр тесе тăрăшаççĕ воспитательсем.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика