АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлласа çÿреççĕ (Образование)

17 июня 2008 г.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерь ĕçлеме пуçларĕ. Ăна ертсе пыраканĕ – Э.Кириллова учительница.
Лагере 1-8 классенчен "15 çула çитмен" çирĕм ача çÿрет. Вĕсене куллен икĕ хутчен апат çитереççĕ. Апатланма кашни ача пуçне пĕр куна 45 тенкĕ уйăрнă. Р.Кондратьевапа А.Петрова воспитательсем тата П.Романов тренер лагере çÿрекенсен пурнăçне интереслĕ тума тăрăшаççĕ. Ăмăрту е конкурс çĕнтерÿçисене приз вырăнне пылак çимĕçпе хавхалантараççĕ.
Вăй-хал тĕлĕшĕнчен те пиçĕхеççĕ ачасем. Кун ирхи зарядкăран пуçланать. Мĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелемеççĕ пулĕ. Ачасем Канаша зоопарк, Шупашкара цирк курма кайса килчĕç. Çапла кану вăхăчĕ хаваслă иртет.
Ачасемпе куллен тенĕ пек вут-кăварпа, газпа, электричествăпа, шывра, çул çинче асăрхануллă пулмалли çинчен калаçусем ирттереççĕ.
Лагерь 18 кун ĕçлет. Шкул ачисем питĕ кăмăллă кунти пурнăçпа.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика