АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр (Здравоохранение)

17 июня 2008 г.

Медицина ĕçченĕн кунне уявланă тапхăрта районти сывлăхпа профилактика учрежденийĕсем мĕнле ĕçлени пирки сăмах хускатас килет. 105 койка-вырăнлă Тăвайри тĕп больница ĕçлет, вĕсенчен 22-шĕ кăнтăрлаччен пулмалли. Поликлиника сменăра 200 çынна йышăнать. Район центрĕнче, Эльпуçĕнче, Чутейре, Тăрмăшра, Енĕш Нăрвашра, Тушкилте, Тĕмерте врачăн пĕтĕмĕшле практикин уйрăмĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенче пуринче те кăнтăрлаччен сипленмелли виçĕ койка-вырăн пур. Çавăн пекех çынсене 20 ялта фельдшерпа акушер пункчĕсем тивĕçтереççĕ.
Сывлăх сыхлавĕн системинче пурĕ 329 çын тимлет, çав шутра 40 врач, вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсем – 157.
Врачсенчен тăваттăшĕ аслă категориллĕ, 23-шĕн пĕрремĕш, иккĕмĕш категориллĕ врач иккĕн кăна. “ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ята тăваттăн, “Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ” знака – иккĕн, тепĕр икĕ врачĕ “Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ работникĕ” ята тивĕçлĕ пулнă. Медицина ĕçченĕсем çулсерен хăйсен квалификацине ÿстерессишĕн тимлеççĕ. Районта пурĕ 18 тĕрлĕ специальнăçпа чирлисене йышăнаççĕ.
Пĕрремĕш кварталта юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе чирлесси мала тухнă, суранланасси тата наркăмăшланасси – иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче вара рак чирĕпе аптăрасси.
Сифилиспа туберкулез, рак, психика чирĕсемпе учета илнисем пур. Аманнипе тата наркăмăшланнипе 14 çын вилнĕ. 836 çын – стационарта выртса, 207-шĕ врачăн пĕтĕмĕшле практикин уйрăмĕнче сывалнă. Пĕрремĕш кварталта кăçал койка-кун планне 110,1 процент чухлĕ пурнăçланă. Чирлĕ çынсем врачсемпе канашласси лайăхланнă, виçĕ уйăхра пурĕ 44371 хут пынă вĕсем поликлиникăна. Васкавлă пулăшурисем 671 çынна пĕрремĕш пулăшу панă.
Тĕрлĕ чирпе аптăраса е чирлĕ ачана пăхма 431 çынна ĕçрен хăтарнă, вĕсем пурĕ 5979 кун ĕçе тухайман.
Федераллă законпа килĕшÿллĕн 5 уйăхра 12 рецепт 582 пин те 355 тенкĕ те 07 пуслăх çырса панă. Çак çăмăллăхпа усă куракансем – 3 çын. 215 чирлĕ çынна регионри законпа 1259 çăмăллăхлă рецептпа тивĕçтернĕ, 717 пин те 74 тенкĕ те 42 пуслăх. Професси чирĕпе нушаланакан 28 çын учетра тăрать. Халăх хушшинче тăтăшах медицина темипе калаçусем йĕркелетпĕр.
“Сывлăх сыхлавĕ” наци проектне районта пурнăçа кĕртессишĕн, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр эпир.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика