АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Банкомат пулăшнипе – кредит тÿлевĕсем (Экономика)

17 июня 2008 г.

 “Ял ĕçченĕ” хаçатра 2008 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕн урамри банкомачĕ уçăлни çинчен хăй вăхăтĕнчех пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл талăкĕпех ĕçлет. Унтанпа банкомат услугисемпе çĕршер, пиншер çын усă курнă.
Тăвайри хушма офис банкоматпа усă курмалли услугăсене сарсах пырать.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара Сберкартта банк картти тытакан çынсем Тăвайри хушма офисран илнĕ кирек мĕнле йышши кредит тÿлевĕсене те урамри банкомат урлă тавăрса пама пултараççĕ. Çак майпа усă курас текенсен малтанлăха кăна Перекет банкне заявлени çырса памалла пулать.
Кредит илнĕ çынсемшĕн ку вăл чылай çăмăллăх: ăна тÿлемешкĕн касса умĕнче черет тăрса вăхăта ирттерес çук тата банкомат талăкĕпех ĕçленĕ май, кредита кирек хăш вăхăтра та пырса тÿлеме пулать.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика