АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен канăвĕ усăллă иртет (Общество, занятость)

10 июня 2008 г.

Ачасен канăвĕ усăллă иртет (Общество, занятость)

Ĕçпе тивĕçтерекен центр çулталăк пуçланнăранпа 14-17 çулсенчи пурĕ 107 çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерчĕ. Ырă ĕçсен çулĕнче пирĕн ачасем тăван тавралăх таса, илемлĕ пултăр тесе тимлерĕç, ватăсене тĕрлĕ ĕç туса пулăшрĕç.
Тăвайри шкулта вĕрентекен Надежда Ивановна Гаврилова учительница пуçарнипе “Çамрăк эколог” отряд йĕркеленчĕ. Тăвай ялĕнчи юханшыв хĕррисене, аялти стадиона, урамсене çÿп-çапран тасатрĕç. Çут çанталăка упрама чĕнекен плакатсем çакса тухрĕç урамсенче.
Халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă ялсенчи ватăсене пулăшассине йĕркелерĕмĕр. Юр тасатнă, вутă çурса купаланă, кил-çурт таврашне тирпейленĕ, пахчасенче çĕрулми лартнă ачасем. Енĕш Нăрваш, Эльпуç, Йăнтăрчă ял поселенийĕсен территорисенче пурăнакан вĕренекенсем уроксем хыççăн ватăсене кăмăлласах пулăшрĕç, урамсенчи тирпей-илемшĕн чылай тимлерĕç. Çакăншăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ачасене укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă.
Çуллахи каникулта та 14-17 çулсенчи çамрăксене пирĕн центр вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерĕ. Ачасен бригадисене шкулсенче, ял тăрăхĕсенче йĕркеленĕ. Ĕçлеме кăмăл тăвакан вĕренекенсен ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла, пĕрле паспорт илмелле. Эпир ачасен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтеретпĕр.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри “Çамрăк эколог” отряд Н.Гаврилова учительницăпа.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика