АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харпăр хăй кил хуçалăхне хывакан инвестици (Экономика, сельское хозяйство)

10 июня 2008 г.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çынсене харпăр хăй кил хуçалăхне аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсене халăх кирлĕ пек хак пачĕ, начар мар йышăнчĕ тесен пĕртте йăнăш пулмĕ. Çынсем паян кун та кăмăлпах илеççĕ вĕсене, ку ыйтупа вырăнти ял поселенийĕсемпе банксене пырсах çÿреççĕ.
–Харпăр хăй кил хуçалăхĕ валли çăмăллăхлă кредит илес ыйтупа çынсем пирĕн пата кашни кунах килсе тăраççĕ, канашлаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ, эпир вĕсене тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме пулăшатпăр, – терĕç сăмахран, Тăвай ял поселенийĕнче ĕçлекенсем.
Юлашки вăхăтра ЛПХ кредичĕсем илнĕ хăш-пĕр çынсен ячĕсене те асăнчĕç вĕсем. Кам трактор е мотоблок туянма, кам выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетсе лайăхлатма илнĕ çăмăллăхлă кредитсене. Укçа курттăммăн илсе хуçалăха вăйлатма е çĕнетсе йĕркелеме май пурри кирек мĕнле пулсан та лайăх ĕнтĕ. ЛПХ кредичĕсемпе усă курса мĕн чухлĕ çемье тракторлă, машинăллă е мотоблоклă пулса тăчĕ. Ĕне сăвакан аппаратсем те туянчĕç хăшĕсем тата ытти те.
2006 çултанпа, “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа, пирĕн районта кăна 1129 çын ЛПХ кредичĕсем илнĕ. Ку вăл пурĕ 136 миллион та 974 пин тенкĕлĕх. Урăхла каласан, харпăр хăй хуçалăх тытакан граждансен 16,3 проценчĕ асăннă çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă. Кăçал та çав шутра 24 миллион та 649 пин тенкĕлĕх 168 кредит йĕркеленĕ. Сăмах, паллах, ЛПХ кредичĕсем пиркиех пырать. Наци проекчĕн çăмăллăхĕсемпе кăçал пирваях Тăвай, Çĕнĕ Пуянкасси, Йăнтăрчă, Енĕш Нăрваш, Тĕмер ял поселенийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем ытларах усă курнă. Тăвай ял поселенийĕпе, тĕслĕхрен, хăйĕнче кăна 7 миллион ытлалăх çăмăллăхлă кредитсем илнĕ.
Тăвай ял поселенийĕн территорийĕнчи ялсенче хушма хуçалăх тытакансем ку енĕпе “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпах пуçарулăх кăтартаççĕ. Кунта паянхи кун тĕлне 790 хушма хуçалăхран 244-шĕ (30,9 проценчĕ) ЛПХ кредичĕсемпе усă курнă. Урăхла каласан, кашни виççĕмĕш хуçалăха яхăн. Вĕсем хушма хуçалăха аталантарма пурĕ 30 миллион тенкĕне яхăн янă. Ку вăл пĕр ял поселенийĕпе шутласан – сахал мар инвестици. ЧР ял хуçалăх министерствин Тăвай районĕнчи тĕп специалисчĕ Ирина Васильевна Воронцова каланă тăрăх, районта ЛПХ кредитне пуçласа Сăхăтпуçĕнче пурăнакан Николай Павлович Якку илнĕ пулсан, Тăвайра – Георгий Владимирович Петров, унпа вăл выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартнă.
Тăвайсем хыççăн ЛПХ кредичĕсене илсе усă курассипе Çĕнĕ Пуянкасси тата Йăнтăрчă ял поселенийĕсен территорийĕсенче хушма хуçалăх тытакансем палăрса тăраççĕ. Приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа вĕсен тÿпи 24 тата 21,4 процентпа танлашать.
Çăмăллăхлă ЛПХ кредичĕсемпе хушма хуçалăх тытакансене, тĕпрен илсен, Раççей Перекет банкĕпе “Россельхозбанк” тивĕçтереççĕ. 2006 çултан пуçласа ку таранччен илнĕ 1129 кредитран 826-шне Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Тăвайри хушма офисĕ панă. Кунта, кредитсене, вырсарникунсăр пуçне, кашни кунах илме пулать. Тăвайри хушма офисăн кредит пайĕ çынсене ку ыйтупа ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 6 сехетченех йышăнать. Çынсем кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче те кредит йĕркелеме тата илме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене ку вăхăтра та тивĕçтереççĕ, вĕсемшĕн чăрмавлă ан пултăр тесе тимлеççĕ.
Харпăр хăй хушма хуçалăхне йĕркелесе яма, çĕнетсе лайăхлатма е техника туянма ĕмĕтленетĕр пулсан, наци проекчĕ май паракан ЛПХ кредичĕсен çăмăллăхĕсемпе анлăн усă курма васкăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика