АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуйра çынсене савăнтарчĕç (Общество, торговля)

10 июня 2008 г.

Акатуйра çынсене савăнтарчĕç (Общество, торговля)

Ĕлĕкех çапла пулнă, кирек мĕнле уявра та суту-илÿ йĕркеленĕ. Суту-илÿ тумалли ярмăрккасем иртнĕ малтан, халь сутуçăсене пулăшма пасарсем ĕçлеççĕ. Уйрăм çынсем, потребобществăн сутуçисем, халăх пухăннипе усă курса, харпăр хăйсене шанса панă таварсене сĕнеççĕ халĕ. Вăй илсех пырать çапла суту-илÿ, унăн майĕсене çĕнетеççĕ, тавар туянакана меллĕрех пултăр тесе тимлеççĕ.
Нумаях пулмасть районти акатуя илем кÿчĕç “Тăвайри кооператив” потребобщество ĕçченĕсем.
–Вăтăр ытла магазинран вун пиллĕкĕшне илсе тухнă спорткомплекс территорине. Тавара урăх вырăна илсе кайса сутма транспорт тăкакне тÿсмелле тата япалисем те ванма пултараççĕ. Çапах та кăçал ялсенчи суту-илÿ коллективĕсем ку енĕпе пуçаруллă пулчĕç. Кафесемпе закусочнăйсем пирки те лайăххине кăна каламалла, вĕсем уяври çынсене вĕри шашлăкпа шÿрпе сĕнчĕç. “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă общество хăйсем кăларакан изделисен куравне йĕркелерĕ, çынсем вĕсен нумай “экспонатне” туянма кăмăл тунă. Конкуренци вăйлă пулнă май, кашни майлă самантпа усă курма пĕлмелле кооператорсен, çаврăнăçуллă пулмалла. Потребобщество витĕмлĕхне кăтартмалла, – тет “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров.
Хăш-пĕр коллективсен ĕçĕпе акатуйра пирĕн те паллашма тÿр килчĕ.
Икĕ Пуянкассин сутуçисем юнашар ĕçлетчĕç. Киввинчен Елена Николаевна Алексеева тухнă уява. Вĕсем Светлана Евстафьевна Кузьмина заведующипе пĕрле тăрăшаççĕ иккен. “Пурĕ 180 ытла кил хуçалăха тивĕçтеретпĕр эпир. Магазин ял вĕçĕнче ларни те чăрмав кÿмест. Уйрăм çынсен киоскĕсенчен иртсе пирĕн пата килекенсем те нумайăн. Ак, потребкоопераци ветеранĕ Феоктиста Казакова тăтăшах кĕрет. Унпа юнашар, сентре умне тăрса, чылай ĕçлерĕмĕр, питĕ ырă кăмăллă хĕрарăм”, – каласа кăтартать магазинри ĕçсене йĕркелесе тăракан С.Кузьмина.
Кивĕ Пуянкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕ тăтăшах плана тултараканнисен йышĕнче шутланать. Çу уйăхĕнче чылай ирттерсе пурнăçланă иккен вĕсем хăйсен тĕллевне, çĕртмере те лайăх ĕçлесшĕн.
Кооперативсен Пĕтĕм тĕнчери кунне Çĕнĕ Пуянкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕ те ăнăçлă кĕтсе илесшĕн. 262 кил хуçалăхра пурăнакансене тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ Луиза Васильевна Данилова заведующипе Оксана Николаевна Походеева сутуçă. “Кашни урамра пĕрер магазин пулин те, пуç усмастпăр, конкуренци пурри тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Иртнĕ уйăхри плана ирттерсе пурнăçлама пултартăмăр, хальхинче те лару-тăру аванах пулĕ тесе шутлатпăр”, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Л.Данилова.
Икĕ коллективĕ те пĕр-пĕринпе канашласа, туслăха çирĕплетсе пырса суту-илÿ тăваççĕ.
Çавăн пекех район центрĕнчи “24 сехет” ятлă магазинри сутуçăсем ĕçлекен киоск умĕнчен те çынсем татăлмарĕç, Зоя Петровна Михайловапа Нина Ивановна Карзакова суту-илÿ тăватчĕç. “Тăпăрчлă пÿремечĕ тутлă, çăкăрĕ çемçе, пылак шывĕ хамăр цехăн”, – тесе мухтаççĕ хĕрарăмсем вырăнта кăларнă продукцие. Ку коллектив суту-илÿ тăвассипе тахçантанпах малта пырать. Надежда Сергеевна Павлова заведующи магазинри сентресем çинче ăçта мĕнле тавар пуррине пĕлет, çийĕнчех заявка тăратать. “Кунĕпе хупмасăр ĕçлекен магазин хамăр тăрăхра урăх çук тесен те йăнăш мар. Каçхине кÿршĕ районсенчен те килеççĕ тавар туянма. Пирĕн ума тата пысăкрах задача лартнă, çапах та шикленместпĕр, уйăхри плана тултарассишĕн тимлетпĕр. Суту-илÿ аван пулса пырсан, укçан преми парса хавхалантараççĕ пире”, – кĕскен хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç хĕрарăмсем.
Гульнара Таджиматовна Шибалова та чылайранпа ĕçлет магазинра. Любовь Николаевна Безрукова техслужащи тасалăхшăн тăрăшать. Алина Гавриловна Тимофеева, Алина Васильевна Матвеева, Светлана Семеновна Никонорова сутуçăсене те ырăпа асăнмалла. Ольга Николаевна Михайловапа Алина Михайловна Васильева çамрăксем те тавар туянакансемпе ăшă кăмăллă пулма хăнăхса пыраççĕ.
Акатуйри çынсене чылайччен тĕрлĕ тавар сĕнчĕç “Тăвайри кооператив” потребобщество сутуçисем, çынсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Кивĕ тата Çĕнĕ Пуянкассисенчи Е.Алексеевапа О.Походеева.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика