10 июня 2008 г.
Ял хуçалăх производствине аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн кăçал Алексей Никифорович Ефимова Тăвай районĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Алексей Никифорович 40 çула яхăн агрономра ĕçлесе çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе, пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе нумай вăй хунă. Çитмĕлмĕш çулсенче вăл Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче икĕ хутчен пулса пăхăр медале тивĕçнĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн А.Ефимова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 1978 çулта “ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ” хисеплĕ ят панă.
А.Ефимов общество пурнăçĕнче ялан активлă, ăна район тата ял Канашĕн депутатне суйланă. Вăл – “Ял ĕçченĕ” хаçатăн чи активлă обществăлла корреспонденчĕсенчен пĕри.
Источник: "Ял ĕçченĕ"