06 июня 2008 г.
Сăмахран, çăмăл автомобильсене, вĕсен уйрăм пайĕсене вăрласси, çаратасси сарăлса пырать. Сигнализаци те пулăшаймасть чылай чухне, ăна юрăхсăра кăлараççĕ. Машина вĕт хăй кăна мар, унăн кашни япали хаклă. Куçкĕски таранах вăрлаççĕ. Çавăнпа машинăна, мотоциклсене, ытти куçăм хатĕрĕсене гаража е картишне те пулса лартма тăрăшăр. Вĕсене çĕр каçма пÿртсем умĕнче, урамра хăварни начар шухăшлă çынсене хăйсен таса мар ĕмĕт-шухăшĕсене пурнăçа кĕртме кăна пулăшать. Сыхлануллă пулăр. Сыхланакана Турă та сыхлать, теççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"