06 июня 2008 г.
Ватăсем патне собес çыннисем пек кĕрсе çÿрекен ултавçăсем те çук мар хальхи пурнăçра. Вĕсем пенсионерсене, инвалидсене медицина приборĕсем, хăлха аппарачĕсем, килте усă курмалли япаласем, тĕслĕхрен, чайник, илме сĕнеççĕ тата ытти те. Çав япаласем хушшинче юрăхсăра тухнисем те пулма пултараççĕ. Çитменнине, ултавлă, пысăк хакпа сутаççĕ. Кунашкал çынсенчен те питĕ тимлĕ пулмалла, сыхланма пĕлмелле.
Пÿрте кĕрсен вĕсем мĕн вăрлама е хĕстерсе тухма май пуррипе çуккине сăнаççĕ. Астăвăр, ун пек çынсене кил-çуртра хăйсене çеç пĕччен ан хăварăр. Сиртен ăна-кăна, калăпăр, ĕçме шыв ыйтнă хушăра та пĕр-пĕр хаклă е паха япалана хĕстерсе ĕлкĕрме пултараççĕ. Укçа, хаклă йышши металл е чулсем пулсан, вĕçертмеççĕ. Хăвăрăн тимлĕхе çухатса, çапла тума ирĕк ан парăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"