АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, суя укçа! (Правопорядок, общество)

06 июня 2008 г.

Халĕ халăхра суя укçасем çÿрени çинчен калаçнине тăтăш илтме пулать. 2008 çулта тĕп хулара суя укçа тăвакан ушкăна тупса палăртнă. Çакă та халăхра суя купюрăсем пирки сас-хура çÿрени ытахальтен маррине çирĕплетсе парать. Ытларах 1000 тенкĕлĕх суя укçасем тăваççĕ. Ытти суммăллисем те çук мар ĕнтĕ. Çавăнпа çынсене япала туяннă-сутнă чухне питĕ тимлĕ пулма ыйтасшăн эпĕ. Пасарта, автозаправкăсенче, магазинсенче, ытти суту-илÿ точкисенче çăмăллăнах суя купюрăсем тыттарса хăварма пултараççĕ ырă мар çынсем. Тимлемесен, çав суя хутсем те чăн-чăн укçа пекех, тăрук уйăрса та илеймĕн. Çавăнпа асăрхануллă пулăр. Палламан çынсене укçа вакласа пама ан тăрăшăр. Суя купюрăсене ватă çынсене те тыттарса хăварма пултараççĕ. Асăрханăр, уйрăмах пĕлмен-туман çынсемпе хутшăнма тивсен сыхланăр.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика