АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем çĕнтерчĕç (Образование)

06 июня 2008 г.

Тăвайсем çĕнтерчĕç (Образование)

 Çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, яшсене Раççей Хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăма хатĕрлес енĕпе çамрăк армеецсен юхăмне районта çÿллĕ шайра йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар тăвайсем çуллен тенĕ пек республикăри “Зарница” тата “Орленок” вăйăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. “Çар” вĕренĕвĕсенче шкулта вĕренекенсем автомат сÿтсе пухас, пневматика винтовкинчен перес, çĕршыв тата тăван тăрăх историне пĕлес, стройпа утас, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парас тата ытти тупăшусенче ăсталăха, вăй-хала тĕрĕслерĕç. Кăçалхи çарпа спорт вăййине çĕнĕлĕх те кĕртнĕ – Тинĕс çарĕсенчи хăш-пĕр “маневрсене” те кăтартмалла пулчĕ çамрăксен.
 
Тĕмер ял тăрăхĕнчи Паçнер вăрманĕнче районти “Зарницăпа” “Орленок” вăййисем иртрĕç. 40-мĕш хут пулчĕ вăл кăçал, çамрăк армеецсен 13 команди хутшăнчĕ.
Асăннă уява уçнă çĕрте район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров, Канаш хулин тата Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн, сывлăх сыхлавĕн, шалти ĕçсен районти пайĕн представителĕсем, шкулсен директорĕсем пулнă. Чăваш республикин ялавне иртнĕ çулхи çарпа спорт вăййисенче çĕнтернĕ çамрăк армеецсен командирĕсем çĕкленĕ.
Чылай чăрмав витĕр тухмалла пулчĕ командăсен, пурте мала тухассишĕн тупăшрĕç. Юлашкинчен Тăвайри шкулта вĕренекен çамрăк армеецсен икĕ ушкăнĕ те хăйсен иртнĕ çулхи позицине никама та паманни çирĕпленчĕ, вĕсен ăмăрткайăкçисем те, зарничникĕсем те пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç. “Зарница” вăйăра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тĕмерсемпе эльпуçсем пайланă. Ăмăрткайăкçăсенчен вара Тушкил, Тăрмăш шкулĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкасем çине хăпарнă.
Çĕнтерÿçĕсене кубоксем, Хисеп грамотисем, Дипломсем панă.
“Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин вырăнти уйрăмĕ те Хисеп грамотисемпе, парнесемпе хавхалантарнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай шкулĕнчи «Орленок» команда стройпа утса ăмăртнă самантра.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика