АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта – “Атăл чиккинче” кинофестиваль (Культура)

06 июня 2008 г.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Халăхсем хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан “Атăл чиккинче” кинофестиваль уçăлнă. Пирĕн пата кинематографа пулăшакан тата аталантаракан “Синемолайф” фонд президенчĕ, кинофестиваль йĕркелÿ комитечĕн çумпредседателĕ О.Г.Урюмцев, СССР халăх артисчĕ А.Б.Джигарханян, Раççей халăх артистки Л.И.Хитяева, Раççей халăх артисчĕ П.Б.Винник, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ В.А.Литвинов, Египет кинорежиссерĕ Ашраф Самир Абд Эль-Баки, Инди актерĕ Кришна Радж Мутхурамалингам тата ыттисем килнĕ. Олег Урюмцев “Атăл чиккинче” патриотла фестивале ирттерме Чăваш çĕршывĕ пур енлĕн тивĕçтернине палăртнă.
Кинофестиваль К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уçăлнă чух ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров сăмах каланă. “Пирĕн асатте-асаннесем, атте-аннесем çапăçу хирĕнче пире телейлĕ тата тивĕçлĕ пурнăç кÿрессишĕн пуç хунă. Тăван çĕршыва, çĕре, пĕр-пĕрне юратмалла. Кунти фильмсем юрату çинчен, юратушăн. Çĕнĕ кинопроект тĕллевĕ – историпе кăсăкланакансене хавхалантарасси, кăмăл-сипете пуянлатасси. Шупашкар вара тĕрлĕ çĕршыв киноматографисчĕсене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашма май паракан творчество лапамĕ пулĕ”,– тенĕ Президент.
Вадим Цаликов кинорежиссер “Беслан. Право на жизнь” документлă фильма ахальтен илсе килменнине пĕлтернĕ. Вăл хăй çак хулара темиçе пулнă. Хĕн курнă ачасем патне Чăваш Енрен те хавхалану çырăвĕсем çыраççĕ иккен.
Фестивальте хăш-пĕр фильмсен премьери пулнă. Акă, “Медвежья услуга” картина пирĕн патра куракан умне пĕрремĕш тухнă. Унта вылякан хăш-пĕр артистсем те килнĕ Шупашкара.
Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче актерсемпе тĕл пулу иртнĕ. Унта Шупашкарти театрсем валли актерсем хатĕрлекен студин хăни – Раççей халăх артисчĕ Анатолий Васильев пулнă. Вăл 50 ытла кинокартинăра ÿкерĕннĕ. Сăмахран, “Экипаж” (Валентин Ненароков), “Корпус генерала Шубникова” (Шубников), “Любимая женщина механика Гаврилова” (Слава), “Михайло Ломоносов” (Ломоносов ашшĕ) тата ыттисенче те вылянă.
Пĕрремĕш кинофестиваль программи пуян: илемлĕ тата документлă фильмсен конкурсĕсенче 10-шар тата ача-пăча валли 4 картина, кунсăр пуçне ретроспектива “Освобождение” программа 5, Красногорскри кинофотодокументсен архивĕн 2 фильмĕ, конкурс тулашĕнчи 4 кинофильм.
“Çеçпĕл” кинотеатрта Белоруçра ÿкернĕ “Чаклун тата Румба” фильма та нумай çын пырса курнă. Йытăпа çын хушшинчи туслăха сăнланă кунта. Вăрçа мар, çынсен кăмăлне ытларах кăтартнă.
Инди кино каçĕнче вĕсен юмахне кăтартнă. Кришна Радж Мутхурамалингам актер хăйĕн пирки каласа панă. Унăн кукашшĕ – паллă актер, ашшĕ – продюссер. Хăй халĕ Раççейре пурăнать, мăшăрĕ вырăс, виçĕ ывăл ÿсет вĕсен. Инди каçĕнче юрă-ташă, инди чейĕ, апат-çимĕçĕ пулнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика